Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗсне (тĕпĕ: тӗс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь ӗнтӗ ватӑ — вӑхӑт ҫитнӗ: Ирпе каҫпа шӑм-шак сурать, Иртни ҫине шап-шур тум витнӗ — Вӑл, вӑхӑт, хӑй тӗсне хурать.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Калча ешӗрме пуҫламан-ха, вӑл самаях тӗксӗмӗн выртать, хӗл каҫиччен ун симӗс тӗсне юр ҫисе янӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӳпе ҫав-ҫавах кӑн-кӑвакӑн курӑнать, тухӑҫ енче ҫеҫ вӑл, хӗвел ҫинӗрен тӗсне ҫухатма пуҫланӑ пусма евӗр, самаях шупкаланма ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кун пӑсӑласса сиснӗ пек, Атӑл та тӗсне улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ывӑлӗсем те ҫӗр ӗҫӗнчен пӑрӑнмаҫҫӗ, ашшӗпе пӗрле кашни ҫул ҫӗрулмин тӗрлӗ тӗсне ӳстереҫҫӗ, вӗсен тухӑҫне сӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Пахчари ытти йывӑҫсем ҫап-ҫара лараҫҫӗ, вӗсем ҫинче пӗр ҫулҫӑ та тупаймастӑн; пилеш йывӑҫҫи ҫинче — тӗсне ҫухатнӑ ҫупкӑмсем.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнен иккӗмӗш ҫурри сӑн-сӑпата улӑштарма ӑнӑҫлӑ: ҫӳҫ тӗсне, прическӑна, макияжа улӑштарӑр.

Вторая половина недели удачна для изменения внешнего облика, имиджа.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

(Хут тӗсне курман кил-йышран тухса, кая юлса вӗренме тытӑннипе ҫыннӑн ӑс-тӑнӗ те кая юлса вӑранать пуль, мӗн тӑвас тен).

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Производительсем тӑрӑшнипе суту-илӳре унӑн тӗрлӗ йышши тӗсне тупма май пур.

Она представлена производителями на рынке в широком ассортименте.

Соуссемпе техӗмлӗхсем — апатсен тутине вӑйлатаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://ru.chuvash.org/blogs/comments/6048.html

Вӗсем темиҫе эрнелӗхе лаша тӗсне йӑлтах улӑштарма пултараҫҫӗ тет.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Куратӑн-и чечек тӗсне? — ыйтрӗ Миша.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӑрӑ тавраш тӗкӗнмен, тин юхтарнӑ пыл тӗсне аса илтерет вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Тӗслӗхрен, пир-авӑр тӗсне, издели виҫине тата ыттине кура.

Например, цвету ткани, размеру изделия и пр.

Pompa бренд тумтирӗ: онлайн саккаслани тата илсе ҫитерни // Аҫтахар Плотников. https://ru.chuvash.org/news/7403.html

Юлашки кӑмрӑк ҫатлатрӗ те самантлӑх ҫиҫкӗнчӗ, хӗртнӗ тимӗр тӗсне куҫса вӗрие пула пӗтӗрӗннӗ ҫывӑхри тунасене ҫутатрӗ, унтан сӳнчӗ.

Последний уголь, потрескивая, разгорелся на одно мгновение, приняв цвет раскаленного железа, осветив ближайшие, свернувшиеся от жары стебли, и померк.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Кунта ҫавӑн пекех кофепе фисташка йывӑҫӗсем ҫитӗнеҫҫӗ, лимонпа апельсин хӑйсен шурӑ тӗсне тараватлӑн сапалаҫҫӗ.

Растут здесь также кофейные и фисташковые деревья и щедро осыпают свой белый цвет лимоны и апельсины.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Япала тейӗн — вӗсене хыпашлаҫҫӗ; Гент тумтирне, унӑн ӳт тӗсне курнипе ҫухӑрашаҫҫӗ, пырӗсенчен темӗнле сасӑ кӑлараҫҫӗ; негрсенчен кашниех сунарҫа тумӗнчен е аллинчен перӗнет те тараватлӑ ахӑлтатупа айккинелле сиккелет; пуҫӗсене хул пуҫҫисен хушшине чикеҫҫӗ, тринкки-тринкки сиккелесе кӳршисене чӗпӗте-чӗпӗте илеҫҫӗ.

Их ощупывали, как вещь; платье Гента и цвет его кожи вызывали визгливые гортанные крики; каждый негр, коснувшийся платья или руки охотника, отскакивал с добродушным хохотом, уводя голову в плечи, подскакивая и щипля соседей.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Аякра, шыв йӑлтӑртатӑвӗпе асамат кӗперӗлле тӗтре ултавне пула, вӑрман хӑйӗн чӑн симӗс тӗсне ҫухатать, шупка хӗрлӗ тата кӑвак сӗмсемпе ҫиҫкӗнет.

В отдалении, благодаря блеску воды и миражам радужного тумана, лес терял натуральный зеленый цвет, сияя розовой и голубой окраской.

ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

«Аль-Амаль» тӗнче уҫлӑхӗн агентствӑн арап планета станцийӗ Марс ҫинче поляр ялтӑравӗн ҫӗнӗ йышши тӗсне асӑрханӑ.

На Марсе зафиксирован новый тип полярного сияния Арабская межпланетная станция Космического агентства «Аль-Амаль» зафиксировала новый тип полярных сияний на Марсе.

Марс ҫинче поляр ялтӑравӗн ҫӗнӗ тӗсне тупса палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31728.html

Ассунтӑн куҫ хупанкисем вӗттӗн чӗтренеҫҫӗ, уҫӑласшӑн; вӗсен айӗнче пурнӑҫ куҫсен тӗтреленнӗ тарӑнӑшӗнче ӑшӑнса ҫӗкленет, — тӗсне кӗрет, ҫакна курсан Тинг Ассунта куҫӗсем ҫийӗн аллипе сулкалашрӗ, куҫ хупанкисене хупланӑ сывлӑша ачашлать-сӑтӑрать тейӗн.

Веки Ассунты дрогнули, приподнялись; жизнь теплилась под ними в затуманенной глубине глаз, — возврат к сознанию, и Тинг водил над ними рукой, как бы гладя самый воздух, окутывающий ресницы.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Пӗрех ылхантӑм, лартӑм шӑппӑн ҫеҫ кӳтсе, Пархӑт пек ӗмӗлкесем те ҫутӑ кавирне сӳтсе Ҫӗрлехи ҫӑлтӑрсене те е хирти тыр пул тӗсне Санӑн куҫунта упрасшӑн.

Бархат тени и ковры света в заревой час, Звезды ночи и поля хлеба для твоих глаз.

III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех