Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшни (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай пӗлме тӑрӑшни, тавракурӑмне тӑтӑш анлӑлатса пыни ӑна шкулта, муниципалитет шайӗнчи, республикӑри конкурссемпе викторинӑсенче, олимпиадӑсенче ҫӗнтерӳсем тума май панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Тӑрӑшни, йывӑрлӑх умӗнче пуҫ усманни харама каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

— Талант вӑл — ӗҫ, ывӑнма пӗлмесӗр, канма пӗлмесӗр ӗҫлени, тӑрӑшни.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Хусканӑвӗсемпе, шӑм-шаккипе питӗ хыпаланчӑк ача пулин те, вӑл хӑш-пӗр чух хӑйне самаях чинлӑ тытма тӑрӑшни мана шӳтле пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Ун чухне вӗсен, паллах, калаҫни, ӑнлантарма тӑрӑшни кирлӗ те марччӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пӗр-пӗрне, пӗр-пӗри мӗн шухӑшланине, мӗн чӑтса ирттернине пӗр сӑмах каламасӑрах ӑнланма пултарчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Тӳрре тухас тесе хуҫкаланни ӑнлантарма тӑрӑшни ним чухлӗ те тӗрӗс пулман пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫавӑнпа пӗрлех ку вӑл юлашки темиҫе ҫул хушшинче хам мӗн чӑтса ирттернине, мӗн асап курнине чунтан ӑссӑррӑн силлесе кӑларма тӑрӑшни те пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Чӑваш чӗлхи законӗсем ҫине вырӑс чӗлхе законӗсене шута илсе пӑхни, ҫав законсен картне лартма тӑрӑшни грамматика ҫырмалла выляни пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Хӑйсем тӗллӗн вылякансем хӗрсе кайса выляма тӑрӑшни те вырӑнсӑр.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Анчах тӑрӑшни кӑлӑхах пулнӑ!

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

«Театр маншӑн вӑл ҫӗнӗ тӗнче уҫни, е хам ӗмӗтленнӗ тӗнчене курма тӑрӑшни.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Председатель самантрах тарӑхса кайни те, калаҫуран пӑрӑнма тӑрӑшни те мана килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ачасем ҫӗннине пӗлес, хӑйсен пултарулӑхне кӑтартас тесе нумай тӑрӑшни, педагогсем ачасене май пур таран пулӑшни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/t ... uisem-pall

Унччен тӑрӑшни, ҫине тӑни халӗ «ҫимӗҫне» парӗ.

Все усилия, которые вы приложили, все ваши старания окупаются уже сейчас.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унӑн ырӑ сӑмахӗ, вӑл ҫапла териех хӑйшӗн тӑрӑшни хӗр чӗрине сар ҫу пекех ирӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Алюнов хӑйшӗн тӑрӑшни, ҫунса ҫӳрени ӑна вӑтантарать те, савӑнтарать те.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Муниципаллӑ округӑн культура тата архив ӗҫӗсен секторӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ М. А. Кокорева хӑй сӑмахӗнче культура ӗҫченӗсем вырӑнта тӑтӑшах пысӑк уявсем, паллӑ кунсем тӗлне тӗрлӗ мероприятисем ирттерме тӑрӑшни пирки каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Ҫитӗнекен ӑрушӑн хамӑрӑн несӗлӗмӗрсемпе истори пулӑмӗсем пирки пӗлни, вӗсене ламран-лама куҫарса пыма тӑрӑшни пӗлтерӗшлӗ ыйтусенчен пӗри пулса тӑнине палӑртнӑ Пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Эсир тӑрӑшни харама каймӗ.

Куҫарса пулӑш

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӗрача Турӑ панине аталантарма, пӗрмаях вӗренме тӑрӑшни хаклӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех