Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарҫисене (тĕпĕ: тарҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанхинчен темиҫе хут пуйма ӗлкӗрнӗ Михха сехри хӑпнипе тарҫисене пӗчӗк ҫӑмӑллӑхсем парса улталасшӑн, вӗсемпе кӑмӑллӑрах пулма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Апачӗ ҫине табу хунӑ ҫын пуян пулсан, унӑн вара апатне пырса тӗкӗнме пултарайманнипе ӑна хӑйӗн тарҫисене ҫӑварне хурса памашкӑн хушмалла пулать.

Если несчастный богат, он может заставить своих слуг класть ему в рот пищу, к которой не должны прикасаться его руки.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл Шотландин хытӑ чӗреллӗ ҫыннисене те, Малькольм-Кэстль тарҫисене те чун-чӗререн тытса силлерӗ, вара вӗсем сывлӑша хытӑ янратса кӑшкӑрма пуҫларӗҫ:

Взволновала даже суровых шотландцев, слуг Малькольм-Кэстля, и они огласили воздух громким криком:

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑйӗн тарҫисене хавхалантарма шутлать вӑл.

Решил задобрить свою прислугу.

Пыллӑ пӗремӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Анчах унӑн ӗҫӗ сӑн-пичӗпе шапах килӗшӳллӗ пулнӑ: вӑл кимӗ ҫине ларсан, кӗсменсемпе авӑсса, пулӑҫӑсенчен лайӑхрах ишнӗ; вӗҫен кайӑксене пере-пере ӳкернӗ; пӗр пӑрӑнмасӑр утӑ ҫулакансем патӗнче кам мӗнле ҫулнине пӑхса тӑнӑ; пахчара миҫе дыня, миҫе арбуз ӳснине пӗлнӗ; пӗви урлӑ хунӑ кӗпер ҫинчен каҫса каякансенчен лав пуҫне пилӗкшер пус илсе тӑнӑ; йывӑҫсем ҫине хӑпарса грушӑсем силленӗ; хӑйӗн хаяр аллипе кахал тарҫисене хӗненӗ, ҫав хаяр аллипех тивӗҫлисене пӗрер черкке эрех те пырса панӑ.

Зато занятия ее совершенно соответствовали ее виду: она каталась сама на лодке, гребя веслом искуснее всякого рыболова; стреляла дичь; стояла неотлучно над косарями; знала наперечет число дынь и арбузов на баштане; брала пошлину по пяти копеек с воза, проезжавшего через ее греблю; взлезала на дерево и трусила груши, била ленивых вассалов своею страшною рукою и подносила достойным рюмку водки из той же грозной руки.

III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Турӑ сӑвап кӳтӗрччӗ хӑйӗн тӳрӗ тарҫисене, таса Серафимӑпа йӑваш Херувимӑна; хура куҫлӑ Софипе сар Рипсимне; хулӑлламас Магдалинӑпа ырханкка Иринӑна; Ровоама — шуйттан илтӗр вӑл майрана…

— Благослови, господи, праведниц твоих: святейшую Серафиму и кроткую Херувиму; черноокую Софию и белолицую Рипсимию; толстую Магдалину и сухопарую Ирину; госпожу Ровоаму, к чертям эту мадаму…

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Сӑвап кӳтӗрччӗ турӑ хӑйӗн тӳрӗ тарҫисене: Серафима госпожапа йӑваш Херувимӑна; хура куҫлӑ Софипе сар Римсимие; хулӑнламас Магдалинӑпа ырханкка Иринӑна; Парашкева госпожана — ҫилле илмен хӗре, ҫылӑхсӑр майрана — Ровоама хаджие турӑ ҫырлахтӑрах…

— Благослови, господи, праведниц твоих: госпожу Серафиму и кроткую Херувиму; черноокую Софию и белолицую Рипсимию; толстую Магдалину и сухопарую Ирину; госпожу Парашкеву — незлобивую деву и Хаджи Ровоаму — безгрешную мадаму…

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Куҫне-пуҫне чарса, тарҫисене кӑшкӑрса пӑрахрӗ:

Округлив глаза, он крикнул служанкам:

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Укҫине тӳлерӗ, ман ӗҫе мухтарӗ те мӑкарич лартрӗ, кӗпчек илме килнӗ тарҫисене чӗнчӗ.

Расплатился со мной, похвалил мою работу и поставил магарыч, работников своих, какие лошадей под хода пригнали, позвал.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ильинскисен тарҫисене те Никита мар, эпӗ каларӑм!

Я тогда и людям Ильинским рассказал, а не Никита!

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗр уйӑх та ҫитет ӗнтӗ Ильинскисен тарҫисене курманни, вӗсене мӗнле чӗннине манса та кайрӑм.

С Ильинскими людьми не видалась с месяц, забыла, как их и зовут.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

3. Ҫапла ӗнтӗ Иуда, пӗр ушкӑн салтак тата аслӑ священниксемпе фарисейсен тарҫисене ертсе, унта хунарсемпе, ҫутаткӑҫсемпе, хӗҫсемпе пырса ҫитет.

3. Итак Иуда, взяв отряд воинов и служителей от первосвященников и фарисеев, приходит туда с фонарями и светильниками и оружием.

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Тул ҫутӑлсан хула пуҫлӑхӗсем ун патне хула тарҫисене янӑ: «ҫав ҫынсене кӑларса яр» теме хушнӑ.

35. Когда же настал день, воеводы послали городских служителей сказать: отпусти тех людей.

Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Патшана ларма ирӗк илсе таврӑнсан, леш ҫынни хӑй укҫа парса хӑварнӑ тарҫисене — кам мӗн чухлӗ тупӑш тунине пӗлмешкӗн — хӑй патне чӗнтернӗ.

15. И когда возвратился, получив царство, велел призвать к себе рабов тех, которым дал серебро, чтобы узнать, кто что приобрел.

Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Ҫӳлхуҫа каланӑ: хуҫин кил-ҫуртне пӑхса тӑракан шанчӑклӑ та ӑслӑ тарҫӑ пек пулӑр, хуҫи ӑна ытти тарҫисене вӑхӑтра ҫӑкӑр валеҫсе тӑма та лартӗ.

42. Господь же сказал: кто верный и благоразумный домоправитель, которого господин поставил над слугами своими раздавать им в свое время меру хлеба?

Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Ку вӑл — ҫула кайнӑ чухне хӑйӗн кил-ҫуртне тарҫисене шанса хӑварнӑ, вӗсене кашнине ӗҫ хушса тата хапха хуралҫине сыхӑ тӑма каласа хӑварнӑ ҫын тунӑ евӗрлӗ.

34. Подобно как бы кто, отходя в путь и оставляя дом свой, дал слугам своим власть и каждому свое дело, и приказал привратнику бодрствовать.

Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

45. Апла хуҫа хӑйӗн тарҫисене пӑхма, вӗсене вӑхӑтра апат парса тӑма хушнӑ шанчӑклӑ та ӑслӑ чура кам-ха вӑл?

45. Кто же верный и благоразумный раб, которого господин его поставил над слугами своими, чтобы давать им пищу во время?

Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Патша вара тарҫисене каланӑ: «алли-урине ҫыхӑр та ӑна тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ. 14. Чӗннисем нумай та, суйласа илнисем сахал» тенӗ.

13. Тогда сказал царь слугам: связав ему руки и ноги, возьмите его и бросьте во тьму внешнюю; там будет плач и скрежет зубов; 14. ибо много званых, а мало избранных.

Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Хуҫа ӗнтӗ унта урӑх тарҫисене янӑ, кусем малтанхинчен те нумайрах пулнӑ; вӗсемпе те ҫаплах хӑтланнӑ.

36. Опять послал он других слуг, больше прежнего; и с ними поступили так же.

Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Пахчаҫӑсем унӑн тарҫисене ярса тытнӑ та хӑшне хӗнесе пӗтернӗ, хӑшне вӗлернӗ, хӑшне тата чулпа пенӗ.

35. виноградари, схватив слуг его, иного прибили, иного убили, а иного побили камнями.

Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех