Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗринче сăмах пирĕн базăра пур.
пӗринче (тĕпĕ: пӗринче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вылякансем валли икӗ михӗ пекки йӑтса тухрӗҫ: пӗринче укҫа, тепринче сушка.

Игроку вынесли два мешочка: в одном – деньги, а в другом – баранки.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Тахҫан авалах Улатӑр вырнаҫнӑ вырӑнтан ҫул иртнӗ, — тенӗ пӗринче.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗринче мехелсӗр персе янӑ сӑмахшӑн, тӳрккесрех патлаттарса кӳрентернӗшӗн каҫар!

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫавӑн пек уроксенчен пӗринче Шупашкарти 7-мӗш каҫхи вӑтам шкулта химипе биологи вӗрентекен Старостин Александр Григорьевичран вӗренекенсем ҫапла ыйтрӗҫ: — Хисеплӗ учителӗмӗр!

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ҫак кунсенчен пӗринче шкулта пӗрле ӗҫлекен учительница, Манефа Сергеевна, ӗҫтешӗсене хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявлама юнашар ялти килне хӑнана йыхравларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӗнӗ Шупашкарти киосксенчен пӗринче спирт сутнӑ.

В одном из киосков Новочебоксарска продавали спирт.

Киоскра спирт сутнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34443.html

Пӗринче купипех ҫӗмӗрӗлнӗ ача теттисем.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗринче вара вӑл хаклӑ ҫыннине туя чӗнет.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Пӗринче вӗрентекен арҫын ачапа ҫыхӑннӑ характеристикӑна тишкерме ларать:

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Доруцӑна хыҫалти ретсенчен пӗринче курсан, вӑл унпа юнашар пырса ларчӗ.

Увидев Доруцу на одном из задних стульев, он сел рядом с ним.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сасартӑках инҫетре, малти ретсенчен пӗринче кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ:

Вдруг совсем вдалеке из передних рядов послышались крики:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӗттӗм кӗтессенчен пӗринче, стена ҫумӗнче вӑл сасартӑк хӑйӗн шӑллӗне асӑрхарӗ.

В тени одного из углов, у самой стены, он вдруг заметил своего брата.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл хӑйне Совет Союзӗнчи пысӑк хуласенчен пӗринче инженера вӗреннӗ пек курать.

Она видела себя изучающей инженерное дело в одном из городов Советского Союза.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Корица ирттерекен технологи урокӗсенчен пӗринче класа кӗтмен ҫӗртен темӗнле арҫын пырса кӗчӗ.

На одном из уроков технологии преподавателя Корицы в классе неожиданно появился человек.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ыран Михаил Архангел кунӗ тесе, паян икӗ килӗнчен пӗринче мунча хутнах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳрчӗн икӗ енӗпе икӗ ӳпле туса лартнӑччӗ, пӗринче сӑнчӑртан кӑкарнӑ пысӑк ула йытӑ пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗринче, ҫырман сылтӑм енче, чӑвашсем, сулахай енче тутарсем пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗринче те пуш алпа килмен, кашнинчех хаклӑ парне илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Северьян турхан патне икӗ кунта иккӗ ҫитрӗ, анчах хуҫа пӗринче те килте пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав кӑра вӑхӑтри шутлӑ кунсенчен пӗринче Новоград Свияжскинчи чиркӳсен мӗн пур чанӗсем чаплӑ уяври пек темӗнччен чанкӑлтатса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех