Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗринче сăмах пирĕн базăра пур.
пӗринче (тĕпĕ: пӗринче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑмӑла хуҫакан ҫакӑн пек кунсенчен пӗринче Ахтупайпа Ятламас кӗтмен ҫӗртен хӑйсем патне икӗ юлан ут юртӑпа пынине курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗркуннехи тӗтреллӗ кунсенчен пӗринче Василий Иванович хулана тухса ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Арҫын асӑннӑ хулари общежитисенчен пӗринче тусӗ патӗнче пулнӑ.

Арҫын асӑннӑ хулари общежитисенчен пӗринче тусӗ патӗнче пулнӑ.

Кӗвӗҫнипе вӗлернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32464.html

Эрнепи аппӑшӗ Неспике Урасмет килне тул ҫутӑлсан кӑна икӗ хутчен пырса кайрӗ, анчах ӑна пӗринче те картишне кӗртмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах пӗринче ӑҫти ҫукшӑн тавлашса кайрӗҫ те, ӗҫ йӗнӗрен хӗҫ кӑларасси патнех ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мероприятире пулнӑ Татьяна Наумова журналист республикӑри МИХсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен ертӳҫи чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫе улшӑнусем кӗртесси ҫинчен тухса калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем регионсем хушшинчи форума пуҫтарӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32157.html

Пӗринче «Марсельеза» кӗввине те директор Михаланӑ цифрӑллӑ нотӑсемпе ҫыртарнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗринче ҫав Хусан кӗпӗрнаттӑрне Кобекона, вӑл ларса пынӑ карета умне бомба пӑрахса, кӑшт кӑна вӗлермен, тет.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗринче Тимофей Николаевич хӑй патӗнче ҫӗр выртса кайни те куҫ умӗнчех…

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗлечӗсем кирлех пулнӑ ӗнтӗ: пӗринче вӑрӑм ещӗксем хатӗрлеҫҫӗ, тепринче — пысӑкраххинче — ҫӑмарта тиеҫҫӗ; ҫӳлти хутлӑхра сава турпасӗ ҫыххисем купаланса выртаҫҫӗ, хӗвел пӗҫертсе пӑхнӑ кунсенче вӗсене умри аслӑк ҫине йӑтса тухса салатаҫҫӗ, тавӑра-тавӑра типӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗринче кӑшт кӑна урапа айне пулмарӑм: тилхепе вӗҫҫӗн сӗтӗрӗнсе пырса, аран чартӑм йӗксӗке.

Было и со мной: повез как-то меня без дороги, по кочкам да по пенькам!

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кун пирки Елизавета Долгова чӑваш хастарӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Сиктӗрмере чӑваш уявӗсем иртӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31934.html

Эсӗ мана пӗринче каларӑн: сулахаялла кайсан — кӑвайт чӗртетпӗр, сылтӑмалла кайсан — палан тутанса пӑхатпӑр, терӗн.

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Кукамӑшне хӗрхенсе-ши е пулӑшас текен тупӑннӑ — Эверккие пӗринче интернат-шкула вырнаҫтарас терӗҫ, Эверкки, хӑйне вӑйпах тытса ярасран хӑраса, тарса пытанчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пӗринче ҫапла вӑрман варрине самаях шалалла ярӑнса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Астумастӑн пулӗ ҫав, пӗринче пирӗн художество акедемийӗпе эсӗ вӗренекен медицина институчӗ тӗлпулу каҫӗ ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пӗринче кунта картинӑсен выставки пулассине пӗлчӗ Маргарита.

Куҫарса пулӑш

II // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

«Тӗнчере урӑхларах пурнӑҫ та пур, хӗрӗм. Хӑвна ирӗклӗрех туйни кирлӗ, хӑвшак та пурӑнмалла», — тенӗччӗ кун пирки пӗринче амӑшӗ Маргаритӑна, пенси ҫулне ҫитнӗ пулин те, халӗ те ӗҫне пӑрахманскер, хӗрӗ пекех тухтӑрта ӗҫлекенскер.

Куҫарса пулӑш

II // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Каҫарӑр, — терӗм пӗринче хӑюлӑх ҫитерсе.

Куҫарса пулӑш

I // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пасаран йӗрки ҫапла-ши унӑн, эпӗ хӗрринчи рете йышӑннӑ та пӗринче, халӗ вӑл маншӑн яланлӑх вырӑн пулса тӑчӗ пулас: ҫавна пулах чипер хӗрарӑмӑн кашнинчех ман умран пӑрӑнса иртмеллеччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех