Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыракансен (тĕпĕ: пыракан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку хуҫалӑх иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш ҫулӗсенче пысӑк кӑтартусемпе ӗҫлекен вӑйлӑ аталаннӑ, хамӑр республикӑра та, ҫӗршывра та малта пыракансен шутӗнче пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Республикӑра сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансен йышне пысӑклатас тата сывлӑха тӗреклетмелли условисене лайӑхлатас тӗллевпе малашне те ҫине тӑрса ӗҫлӗпӗр, — атлетсене ӑнӑҫупа сывлӑх сунчӗ Михаил Игнатьев.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Шӑпа пӳрнӗ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пыракансен кӑмӑлӗ ҫирӗпленет, чун-хавалӗ вӑйланать, ӑс-хакӑлӗ пуянланать.

У людей, победивших трудности судьбы, характер становится стойким, поднимается настроение, развивается внутренний мир.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Ҫыравҫӑсен, чӗлхе тытса пыракансен малта пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

«Спорт аэробики пулӑшнипе сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансен йышӗ ҫултан-ҫул нумайланать. Аэробика - спортӑн чи илемлӗ енӗсенчен пӗри. Вӑл кӗвӗ илемлӗхӗпе ташӑ асамлӑхне, спортсмен хастарлӑхӗпе унӑн тӗрлӗ енлӗ ӑсталӑхне пӗтӗҫтерет. Паркет ҫине тухакан ташлать те, сикет те, ҫаврӑнать те. Ҫав вӑхӑтрах унӑн артист та пулмалла. Ҫавӑнпа илӗртет вӑл паянхи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа», - терӗ Михаил Васильевич.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ спорт тыткӑнлать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

33. Канлӗ выртать вӑл, айлӑм тӑпри ҫӑмӑл уншӑн, ун хыҫҫӑн халӑх кӗпӗрленсе пырать, умӗнчен пыракансен те имӗ-сумӗ ҫук.

33. Сладки для него глыбы долины, и за ним идет толпа людей, а идущим перед ним нет числа.

Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӑйӗн материалӗсенче экономикӑпа промышленность, право, строительство, транспорт, ҫыхӑну ыйтӑвӗсене хускатнӑ, малта пыракансен опытне анлӑн ҫутатнӑ, ӗҫре хисепе тухнӑ ҫынсем ҫинчен ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Юлса пыракан муниципалитетсен малта пыракансен опытне шута илмелле, управлени ӗҫӗн чи лайӑх тӗслӗхӗсемпе усӑ курмалла.

Отстающим муниципалитетам следует перенимать опыт передовиков, использовать лучшие управленческие практики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех