Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аш сăмах пирĕн базăра пур.
аш (тĕпĕ: аш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Кивӗ Тутайкассинче пуснӑ Ҫӗпӗр язвипе чирлӗ вӑкӑр аш какайне Шупашкар тӑрӑхӗнчи Явӑшра тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аш-какая ҫунтарнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60494

Ӗнер пӗҫернӗ аш яшкине ӑшӑтрӗ, кӑлпассипе ҫӑмарта шариклерӗ, чей вӗретрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӑлпассипе сӗтпех тутӑ пулаймастӑн — газ ҫине аш яшки пӗҫерме лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӗнине картана хупсан Сулагаев пӳрте кӗчӗ те: «Эп ирхине аш яшки пӗҫернӗччӗ, эс ӑна ӑшӑтса ҫинӗ пулас-ха, апла тӑк выҫсах вилместӗн, Никифор Ильич», — терӗ те пӗр черкке сӑмакун ӗҫсе каллех вырӑн ҫине тӳнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Лайӑхмарланнӑ Сулагаев плитка еннелле куҫ ывӑтрӗ, аш яшки кастрюль хупӑлчине ҫӗкле-ҫӗкле, шыв сирпӗте-сирпӗте вӗренине кура газ ҫулӑмне вӑйсӑрлатрӗ:

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Лаҫри плитка ҫине аш пӗҫерме лартрӑм-ха.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унта сӗт, аш туса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Ҫавӑнпа пусиччен кайран аш какайсене тӗрӗслеттермелле.

Куҫарса пулӑш

Паха тавар сутаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60663

«Аш какайран, сӗтрен ҫынсем чирлеме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха тавар сутаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60663

Вӑл аш татӑкӗ чӑмланипе малтанах чӗнеймерӗ, ҫыртӑкне ҫӑтса ярсан, васкамасӑр пирус чӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

— Сире Виктор Павлович ӗмӗр асӑнмалӑх «услам» кӑтартать акӑ, ӑна столовӑй валли уйрӑм ҫынсенчен аш туянма ирӗк парас ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хамӑр эпир столовӑй апачӗпех ҫырлахмастпӑр — магазинта консервӑланӑ аш, услам ҫупа сахӑр ҫине-ҫинех туянаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Аш яшки ҫиес тетӗр пулсан вӑл электроплитка ҫинче.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӗсен аш ҫиме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ан шавла, ӑна, мӗскӗне, сивӗ тытать, унӑн аш ҫиес килет.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗрре мана аппа уҫнӑ аш консерви тыттарчӗ те, туратпа паллӑ тунӑ тӗле, хупахпа витсе курӑк ӑшне лартма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир аппапа иксӗмӗр кушакпа ҫурисене сӗтпе тӑрантараттӑмӑр, анне хутран-ситрен аш та тутантаркалатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Минтевленнӗ «выҫӑ» куҫӗсем кукӑльсене те сӗртӗнкелесе илчӗҫ, вара хӑйсем, ҫырткаласа, ҫимӗҫе ҫӑвара чыхма пикенчӗҫ, купӑста тата аш татӑкӗсене сӗтел ҫине тӗпретсе, урайне тӑкса, сапаласа тултарчӗҫ, анчах ку «деликатес» та юлашкинчен ҫыртакланса ҫеҫ юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Ҫи-пуҫӗнчен пӑнтӑхнӑ, пӑчӑхланнӑ аш шӑрши перет.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Аш-какай комбинатӗнче, аш касакан, меҫник, пулса.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех