Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аш сăмах пирĕн базăра пур.
аш (тĕпĕ: аш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Такойски аш тӑвап…

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Чӑматанран хутпа чӗркенӗ пӗчӗк аш кукӑлӗсем кӑлартӑм та Валентина Ивановнӑна тыттартӑм:

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Малтанах, ун валли тесе, урамра хӗрарӑм сутуҫӑран икӗ пӗчӗк аш кукӑлӗ туянтӑм, сыхлӑх камери патнелле ҫывхарнӑ май тӑватӑмкун йытӑсем хирӗҫнӗ вырӑна тӗпчесе ҫаврӑнтӑм, унталла-кунталла куҫ ывӑткаласа йыхӑртӑм:

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӑрманах шашлӑк тумалли аш лӑтӑртатса йӑтса килмен пулӗ ӗнтӗ?..

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каччӑ йывӑҫ хӑмаран ҫапса тунӑ пур лавккасем, ларёксем умӗн те ҫаврӑнса тухрӗ, чунӗ кӗленине тивӗҫтерекен ҫуллахи ҫи-пуҫ, атӑ-пушмак пӑхкаларӗ, аш павильонӗнче те пулчӗ, пӗр тӗлте, укҫа тӳлесе, стакан морс ӗҫрӗ, вара каллех урама тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аш пекех иккен!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, ӗнтӗ тӗркӗшсе, карласа, ырӑ йытӑ-кушак чӗлхилене-чӗлхилене парӑлтатса ҫунма пуҫланӑ кӑвайт ҫинче «шампур» ҫине тирнӗ, чӗрӗ аш касӑкӗсем вырӑнне йышӑннӑ ултӑ кӑмпа (ҫутӑра курӑнчӗ: иккӗшӗ ут тути, ыттисем хурӑн тата ӑвӑс кӑмписем иккен) пӑш-пӑш ӑшаланма та пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗне выльӑх шутне чакарнӑран аш сахалрах сутнӑ, ҫӗрулми сахалрах туса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Мӗншӗн тесен чӑх-чӗп витисене нумай ҫул каялла тунӑ, унта хальхи вӑхӑтра аш туса илмелли технологисене ӗҫе кӗртмен.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмарсен фабрикине сутнӑ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 5 с.

Аш тата унӑн ҫимӗҫӗ /10,6 процент/, макарон /11,2/, ҫӑкӑр тата ҫӑнӑхран пӗҫернӗ кондитер изделийӗ /4,2/ кӑларасси ҫулталӑкӗпех ӳссе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Аш сутма килнӗ колхозникӗсем — Натюшпа пӗр ялсем.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Залри диван ҫинче пӗр ҫамрӑк художник ҫывӑрать; урайӗнче хула пасарне аш сутма килнӗ икӗ колхозник карланкӑ татӑлса каясла харлаттарса выртаҫҫӗ; кухньӑра, вӗри батарея ҫумне лартнӑ пукансем ҫинче, кӗреҫе сухаллӑ кӑптӑрмӑш кӑна старик вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мефоди-ҫурӑ аш яшкине те, хура тул пӑттине те питӗ ырларӗ: «Кашни кун капла тӑрантарсан, тепӗр эрнерен мана «Антоша» сывлӑша ҫӗклесе хӑпарайми пулӗ, хам та самолет алӑкӗнчен хирӗнсе кӗрейми пулӑп», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Кӑҫалхи планпа пирӗн колхозӑн пин центнер ытла аш-какай туса илмелле, апрельте кӑна, ҫитмӗл пилӗк сысна самӑртса, патшалӑха утмӑл пилӗк центнер аш сутмалла…

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Карчӑк сӗтел ҫине клеенка сарчӗ те пирӗн ума пӑсланакан яшка, пӗр турилкке аш; пӗр чашӑк пыл, пӗчӗк сӑмавар лартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Аш яшки, ӑшаланӑ ҫӗрулми ҫирӗҫ, чей ӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Дуся сӗтел ҫине вӗресе тӑракан сӑмавар пырса лартрӗ, чей куркисем тата аш кукли касса хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта вӗсене аш пӑтти пӗҫерсе хӑналасшӑн пулчӗҫ, анчах Микулапа Ваҫли улаха тухса курма васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аш ҫунтармӑш яштака качча ҫеҫ кураймарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пушӑт кушилсенче — ҫимеллисем: хура ҫӑкӑр, типӗтнӗ аш е ҫӑмарта, шуратмасӑр пӗҫернӗ ҫӗрулми, шӑрпӑк курупкине тултарнӑ тӑвар, урапа ӳречинчен мелке аврисем кӑнтарӑнса тӑракан тикӗт лакӑмӗсем ҫака-ҫака янӑ.

Куҫарса пулӑш

Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех