Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аш сăмах пирĕн базăра пур.
аш (тĕпĕ: аш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Твиккапа Квиккана астарса тытма Палюк мучи икӗ татӑк аш кукли илсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Аш татӑкне икке пайларӗ те ҫенӗк витти ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Твиккапа Квиккана аш панӑ чух малтанхи кунсем Ламппас кӑштах кӳренетчӗ, нӑйкӑшса, куҫне мӑч-мӑч хупса выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Мӗн тетӗр, Твиккапа Квикка хӑнӑхнӑҫем хӑнӑхса ҫитрӗҫ те чӑрсӑрланма пуҫларӗҫ, аш таткине Палюк мучи аллинчен туртсах илекен пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Ҫенӗк умне тухать те Твиккапа Квиккана аш кӑтартать ҫех, лешсем тӳрех вӗҫсе пырса ҫенӗк карлӑкӗ ҫине лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Пурӑна киле хӑнӑхса ҫитрӗҫ те Палюк мучи аш пама тухнине курсан хӑйсем хирӗҫ вӗҫсе пыра пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Анне аллинченех туртса илсе каять аш татӑкне.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Анне аш апачӗ пӗҫернине курсан, пуҫланать вара камит!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Вӑрҫаканскер пулмалла хӑй, ыттисене ҫывӑха та ярасшӑн мар, пыра-пыра сӑхать, аш татӑкне лешсенчен пӗррех хыпса туртса илет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Кӑштах тутантарса пӑхтарас терӗм эпӗ вӗсене, хамӑра ҫиме юрӑхсӑр аш татӑкӗсене пӗрне те тепӗрне пӑрахса патӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Пакша кунта, ҫӑмарта ӗҫме каллех килсе, аш татӑкне курса кӗрет, хӑйӑ ҫине пусать те, арча шалт! ҫеҫ хупӑнса ларать, тесе шутларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Капкӑн хӑййи ҫине аш татӑкӗ ҫыхса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Халь аш та ҫуннӑ пек, ҫӗр улми те ытлашши тутлах мар.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Сӑри пур, аш ӑшалӑттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Каллех аш, — кӑштах нӳр ҫапнӑ шурӑ хутаҫа кӑларать бригадир.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Чукунпа кӑмакана лартнӑ аш яшки.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Иккӗмӗш ҫулнех район сӗт сӑвассипе, виҫҫӗмӗш ҫулне аш хатӗрлессипе мала тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Унта ун хаҫатсемпе тата кӗнекесемпе пӗрлех — пӗр ҫӑкӑр, ҫӑмарта, ҫу, типӗтнӗ аш, кӑлпасси.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Мана та анне пӗчӗк чашӑкпа пӑтӑ, аш пырса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пурне те сутать Ярмулла: чӑххисене, ҫӑмарта, хӑмла, ҫу, ҫӑпата, аш

Ярмулла все продает: кур, яйца, хмель, масло, лапти, мясо.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех