Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арча сăмах пирĕн базăра пур.
арча (тĕпĕ: арча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑтӑкӗ арча пек тӳрӗ кӗтеслӗ те тӑпӑл-тӑпӑл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫурӑмӗ ҫинче михӗ хӑйӗн, миххинче пӗчӗк арча пек япала.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Укаҫ тепӗр чӳрече патне пычӗ те тӗрӗллӗ шурӑ тутӑрпа витнӗ хуткупӑса кӑмака ҫумӗнчи арча ҫине куҫарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Сӑрт ҫамкинче, эпир утакан урамалла анакан хӑрах касра, тӗрлесе эрешлесе пӗтернӗ пысӑк мар пӳрт ларать; вашмӑк тӑрӑллӑ хӑй, акӑш-макӑш хӳхӗм арча пек курӑнать; пурӑнма мар, ҫапла таҫтан аякран ҫын куҫне илӗртме лартса хунӑ тесе те калӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗсене майлаштарса хунӑ чух йывӑҫран ӑсталанӑ пӗчӗк арча куҫ тӗлне лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсем, амӑшӗпе иккӗшӗ, мӗнпур арча таврашне ухтарчӗҫ — хӗрлӗ ҫитсӑ татӑкӗ тупӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пирӗн тӑван пӗр ҫӗр айне кӗрсен, Хӑҫан арча усламҫи пулса тухни пур?

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карчӑк васкасах кил хушшине таврӑнчӗ, кӗлете кӗчӗ, таса кӗпе-йӗм упранакан кӳмеркеллӗ арча тӗпӗнче выртакан пӗртен-пӗр «ҫут пуҫлине», хӑна-вӗрле килес-тӑвас пулсан сых ятне илсе хунӑскерне, йӑпӑр-япӑр туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Вӑхӑт шӑнкӑравлӑ сехет мар ҫав, ӑна самантлӑха чарса лартса арча тӗпне чиксе хума ҫук.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пирӗн кунта ҫанталӑкӗ, паллах, Тигрпа Ефрат, Нил е Ганг тӑрӑхӗнчи мар, ҫапах кунта та кашни арча вӗллерен вун-вун ик пӑт пыл илме май пур.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тахҫанах арча вӗлле ҫине куҫмалла пирӗн.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Арча ҫӑраҫҫнйӗ хуҫасен кӗсйинче.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Укҫа ҫичӗ ҫӑраҫҫнпе питӗрнӗ арча тӗпӗнче выртать.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку тӗле 1395 ҫулсенче хальхи Тутарстанри Арча таврашӗнчен Явӑш хуҫа хӑйӗн йӑхӗпе куҫса килни паллӑ.

Куҫарса пулӑш

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Пакша кунта, ҫӑмарта ӗҫме каллех килсе, аш татӑкне курса кӗрет, хӑйӑ ҫине пусать те, арча шалт! ҫеҫ хупӑнса ларать, тесе шутларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Пирӗн ҫенӗк айӗнче тахҫантанпах пӗр кивӗ пӗчӗк арча выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Чи пӗрремӗш ӗҫ - пӗчӗк арча.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Арча умӗнче — кӗпе ҫӑвакан валашка.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Питерӗнчӗк арча.

Скрытный.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Манӑн пӗр арча укҫа.

Деньги у меня есть, целый сундук.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех