Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӳпе тӗлӗнмеллерех, — сарӑ, пустарса ҫӗленӗ арча евӗр.
Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Эпӗ хӗллехи тумтирсене тасатса хӑтланатӑп, вӗсене арча ӑшне вырнаҫтарса хума пулӑшатӑп, ҫулҫӑллӑ тапак туртатӑп, сӗтел-пукансем ҫинчи тусана тасататӑп, иртен пуҫласа каҫченех хама кирлӗ мар, кӑмӑла кайман япаласемпе аппаланатӑп.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗтесре, арча ҫинче, кӗпесем хумалли карсинка ӑшӗнче, Коля вӑранчӗ те, кунталла пӑхать; кӑвак куҫӗсем хупанкисем айӗнчен аран ҫеҫ курӑнаҫҫӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кухняри тӗттӗм кӗтеселле пӑхса илчӗ те, вӑл хӑйне мӑннӑн тытса, куҫхаршийӗсене пӗрӗнтерсе лартрӗ, ҫӑрине уҫрӗ, арча хупӑлчийӗ вӗри пек вӑл ӑна вӗрсе илчӗ, вара уҫрӗ те темиҫе мӑшӑр кӗпе-йӗм кӑларса хучӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӑна вӑл ҫӑрапа питӗретчӗ, уҫнӑ чухне вара яланах ӑраснах сыхланкаласа уҫатчӗ, эпӗ арча ӑшнелле пӑхма хӑтлансан, мана хыттӑн: — Мӗн кирлӗ сана? Ну? — тесе хуратчӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑйӗн виҫ кӗтеслӗ тутӑрӗпе куҫҫульне шӑлса, арча ҫинче выртакан Маша ҫине эпӗ чылайччен пӑхса тӑтӑм, хам Василий пирки урӑхла шухӑшлама пуҫласшӑн тем тӗрлӗ те тӑрӑшса, хӗре вӑл мӗн енчен ҫав тери илӗртӳллӗ курӑннине пӗлесшӗн пултӑм.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапла шухӑшласа илсен, эпӗ вӑраннӑ пек пулатӑп та хам каллех: тӗттӗм чӑланти арча ҫинче ларнине куратӑп, питҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуль тумламӗсем йӑрӑлтатса юхаҫҫӗ, эпир ҫӳлтен ҫӳле вӗҫетпӗр, тетӗп ҫине-ҫинех, ним ҫинчен те шухӑшламасӑр.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Атте мана ӳкӗтлеме пуҫлӗ, анчах эпӗ алла сулӑп та калӑп: «Ҫук, ырӑ ҫыннӑм, эпир пӗрле пурӑнма пултараймастпӑр, ярах мана», — вара эпӗ ӑна ыталаса илӗп те тем пирки-ҫке французла калӑп: «Oh mon père, oh mon bienfaiteur, donne moi pour la dernière fois ta bénédiction et que la volonté de Dieu soit faite» Ҫапла шухӑшласа илсен, эпӗ, тӗттӗм чӑланта арча ҫинче лараканскер, уласах йӗрсе яратӑп.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑй шутланӑ тӑрах, ун вырӑнӗнчи ҫын — улпутсен шанӑҫне тивӗҫлӗ пулса, тӗрлӗ пурлӑхпа тултарнӑ тем чухлӗ арча тытса тӑракан экономка — кампа та пулин туслашни икӗпитленесси тата сиен кӳмелле ӑшӑ кӑмӑллӑ пуласси патне илсе пыма пултарнӑ; ҫавӑнпа е, тен, ытти тарҫӑсемпе ҫывӑхланма нимӗнле сӑлтав та пулманран-и, вӑл пуринчен те пӑрӑнатчӗ, кил-ҫуртра манӑн кумсем те, хӑнасем те ҫук, улпут пурлӑхне тӗкӗнме никама ирӗк памастӑп, тетчӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Халех, халех, ыр ҫыннӑм, — терӗ Наталья Савишна, хыпаланса табак шӑршларӗ те, хӑвӑрт-хӑвӑрт утса, арча патне кайрӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лешӗ, куҫӗсене йӗрсе йӗпетнӗскер, арча ҫинче пӳрнисемпе алтутрине йӑвалакаласа ларать тата урайӗнче сапаланса выртакан ирӗклӗх хучӗн таткаланчӑкӗсем ҫине тинкерсе пӑхать.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Стена ҫине ҫакмалли ахаль сехетех кукаҫи йывӑҫран хӑй касса тунӑ хӳхӗм арча ӑшне кӗртсе лартнӑ та, сехетӗн циферблачӗ кӑна курӑнать.
«Анчах та ҫав вӑхӑтрах…» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Вӑл карт та карт сиксе илет, куҫӗсене уҫать, хӑй малтанхи пекех вокзалти сак ҫинче ларнине, ури патӗнче пӗчӗк арча тата чӗркуҫҫийӗ ҫинче баул пуррине тӗрӗслеме аллисемпе хыпашласа илет.
67 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Король: халлӗхе тӑхтас пулать-ха, терӗ, — тесе пӗлтерет ҫак калаҫакан арча.— Король говорит: еще надо подождать, — произносит эта говорящая шкатулка.
7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Арча хупӑлчине хупса лартнӑ пекех пулса тухрӗ ку.
7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Арча тӗпӗнче выртнӑ тейӗн, тӗрӗс-тӗкӗлех вӗт.— Как будто на дне сундука лежал, красавец мой, все целехонько!
ХIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӑл кӗнӗ-кӗменех шыв ыйтса ӗҫрӗ те арча ҫине йӑванса кайрӗ.
XII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫав халапра та вӗт, ҫакӑнти пекех, сӗм вӑрманта икӗ ҫын йывӑҫ айӗнчен ҫичӗ арча ылтӑн чавса кӑлараҫҫӗ.В той сказке в таком же темном лесу два человека нашли закопанные под деревом семь сундуков золота.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫав ҫимӗҫсене вӑл пысӑк йывӑҫ арча ӑшне питӗрсе илетчӗ те мана кашни кун икшер пӗчӗк татӑк ҫеҫ паратчӗ.А он всё запирал в большой деревянный ларь и мне давал по две корки в день.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Дон Лопес кровать айӗнчен ҫул ҫине илсе ҫӳремелли йывӑҫ арча туртса кӑларнӑ та унтан хӑмӑр ҫийлӗ хулӑн кӗнекене туртса кӑларнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.