Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

архив сăмах пирĕн базăра пур.
архив (тĕпĕ: архив) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл питӗ пысӑк архив пухнӑ тата ҫак алӗҫпе аппаланма кирлӗ авалхи япаласемпе хатӗрсене упраса хӑварнӑ.

Им был накоплен огромный архив и сохранены старинные предметы и инструменты, сопутствующие этому ремеслу.

Туслӑ калманттайсем мӑн асаттесен йӑли-йӗркине упраҫҫӗ, пурне те хӑнана чӗнеҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5810.html

Архив хучӗсем тӑрӑх малти Питтикасси ялӗн историйӗ ҫапларах пулса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Малти Питтикасси несӗлӗсем ӑҫта пурӑннӑ? // Александр Стеклов. http://kanashen.ru/2021/10/22/%d0%bc%d0% ... bd%d0%bda/

Авалхи архив хучӗсем тӑрӑх та 1740 ҫулсен вӗҫнелле Питтикасси ятлӑ ял палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малти Питтикасси несӗлӗсем ӑҫта пурӑннӑ? // Александр Стеклов. http://kanashen.ru/2021/10/22/%d0%bc%d0% ... bd%d0%bda/

Хыпара Чӑваш Ен Культура, национальноҫсн ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.

Новость размещена на сайте Министерства культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики.

Оперӑпа балет театрӗн тӗп бухгалтерӗ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30101.html

Анчах та нумаях пулмасть архив тӗпчевӗсем ҫак цифра кӑштах йӑнӑш пулнине кӑтартнӑ — награда хучӗсенче (ӑна, тӗрӗссипе каласан, унтан илнӗ ӗнтӗ) паллӑ мар сӑлтавсене пула сывлӑшри икӗ ҫӗнтерӗвӗ ҫук (ҫӗртмен 8-мӗшӗнчи Ме-109 тата ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи ПЗЛ-24), ҫав вӑхӑтрах вӗсене официаллӑ йӗркепе ҫирӗплетнӗ, летчик ҫитӗнӗвӗсен шутне кӗртнӗ.

Однако недавние архивные исследования показали, что эта цифра немного занижена — в наградных документах (откуда она, собственно, и была взята) по неизвестным причинам отсутствуют две воздушные победы (8 июня 1944 — Ме-109 и 11 апреля 1944 — ПЗЛ-24), между тем как они были подтверждены и официально занесены на личный счёт лётчика.

Кожедуб Иван Никитович // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BC

Нимӗҫсен куҫӗ умне курӑнас мар тесе, вӑл Салгир ҫине тухакан тӑкӑрлӑка пӑрӑнса, ҫырма хӗррипе утать, анчах Архив кӗперӗ ҫинче пысӑк свастикӑллӑ плащ, каска тӑхӑннӑ жандарм тӑнӑ.

Чтобы лишний раз не встречаться с немцами, она свернула в переулок к Салгиру и пошла вдоль реки, но на Архивном мосту стоял жандарм в плаще и каско, с большой свастикой на груди.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ӗнер Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова халӑха йышӑннӑ.

Вчера министр культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики Светлана Каликова провела прием граждан.

Министра Культура ҫурчӗ туса пама ыйтнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/26816.html

Корчагин архив кладовойӗнче ирттернӗ каҫранпа ҫулталӑк ҫурӑ иртрӗ.

Прошло полтора года с вечера, проведенного Корчагиным в кладовой архива.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствине вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле 2021–2024 ҫулсенче ялти ҫӗнӗ тепӗр 25 культура ҫуртне хута ярассине тивӗҫтерме хушатӑп.

Поручаю Министерству культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашии вместе с органами местного самоуправления в 2021–2024 годах обеспечить ввод в эксплуатацию еще 25 новых сельских домов культуры.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Архив докуменчӗсенче 1882-1883 ҫулсенче Андибер ялӗнче 52 хуҫалӑхра 156 арҫын, 166 хӗрарӑм (пурӗ 317 ҫын) пурӑннине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14

Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗн историне Семен Андреевич Воробьев (1896-1971 ҫ.ҫ.), Григорий Евграфович Васильев (1904-1996 ҫ.ҫ.), Александр Романович Романов (1909-1983 ҫ.ҫ.) ҫырнӑ алӑ ҫырӑвӗсемпе, ватӑ асаттесемпе асаннесем каласа хӑварнисемпе, Чӑваш, Тутар Республикисен архив хучӗсемпе усӑ курса ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14

Ӑна ЧР Вӗрентӳ министерствин Ҫамрӑксен пуҫарулӑх центрӗ тата район администрацийӗпе унӑн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗсен секторӗ йӗркелесе ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркине суйлаччӑр // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Апла пулсан, архив хучӗсем те пулин тӗрӗсне калаччӑр.

Куҫарса пулӑш

«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html

Паянхи тата иртнӗ пурнӑҫ ҫинчен каласа паракан чи ҫивӗч очерксемпе эссесем, чӗлхе, наци, общество, тӗн, культура, ӳнер, кӑмӑл-сипет, литература тишкерӗвӗсем, критикӑлла статьясем, ытти жанрпа ҫырнӑ усӑллӑ хайлавсем, архив докуменчӗсем малашне те пулӗҫ журналӑмӑрта.

Куҫарса пулӑш

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ регионсен шайӗнчи «Ҫӗнӗ хум» литература пултарулӑх конкурсӗн ӗҫне йӗркелекен комитет ларӑвӗ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Атӑлтан пуҫласа Хура тинӗс таранах // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... s-taranakh

Ҫамрӑксене ҫӗршыва хӳтӗлесе паттӑррӑн вилнисен тата хыпарсӑр ҫухалнисен шӑпине Раҫҫей Оборона министерствин тата архив докуменчӗсем тӑрӑх палӑртма вӗрентнӗ, вӗсем Мордови Республикинчи шырав юхӑмӗн йӗркелӳҫисемпе тӗл пулнӑ, студентсен шырав отрячӗсене аталантарассине сӳтсе явнӑ.

Молодых научили определять по документам министерства Обороны России и архива судьбу защищавших родину героически погибших и пропавших без вести, они встретились с организаторами поискового движения Республики Мордовии, обсудили развитие студенческих поисковых отрядов.

Вӑрнар студенчӗсене Крыма чӗннӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2747-v-r ... ryma-ch-nn

Юбилей ячӗпе саламланӑ май, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. Кузнецов, кунти социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн пайӗн начальникӗ Р. Осипова, «Трак ен» ентешлӗхӗн председателӗ, район депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ А. Львов, Чӑваш халӑх поэчӗ Ю. Сементер, Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Г. Ефимова Кӗҫӗн Шетмӗри кану центрӗ ку тӑрӑхшӑн чӑн-чӑн культура вучахӗ пулнине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22

Маттур, — терӗ уява пӗтӗмлетсе район администрацийӗн культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн заведующийӗ Светлана Долгова.

Куҫарса пулӑш

Театрсен хӑйсен кун-ҫулӗ, хӑй пурнӑҫӗпе вӑл пурӑнать // А.ЕФРЕМОВА, Г.ГИНАТУЛЛИНА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Архив материалӗсене, аса илӳсене тата ҫыравҫӑ произведенийӗсене тӗпе хурса, тишкерсе ҫырнӑ пысӑк ӗҫ ку.

Куҫарса пулӑш

Поэзи, ҫамрӑклӑх, малашлӑх... // Ольга Иванова. «Тантӑш», 2014,09,10

Тухса калакансенчен чылайӑшӗ, ҫав шутра Ю.М. Артемьев профессор, Б.Б. Чиндыков ҫыравҫӑ, «Капкӑн», «Тӑван Атӑл», «ЛИК» тата ытти журналсене Чӑваш Республикин культурин тата архив ӗҫӗсен Министерствине куҫарма сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех