Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чей ӗҫсе ларнӑ хушӑра Григорий, ӑнсӑртран тенӗ пек, кил хуҫи ҫине пӑхса илчӗ те унӑн куҫӗсем ҫиҫӗм вӑхӑтӗнчи евӗр хӑвӑрт-хӑвӑрт мӑчлатса хупӑннине асӑрхарӗ; куҫ хӑрпӑкӗсем ик еннелле сирӗлсе уҫӑлсан вара ҫав куҫсемех Григорий ҫине урӑхла — кӑмӑллӑн та ытараймасӑр тӗмселсе пӑхнӑ пек пӑхма тытӑнчӗҫ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Григорий Подтелков ҫине тӗлӗнсе кайса пӑхса ларчӗ, унӑн пӗр паллӑ енне асӑрхарӗ: Подтелков куҫӗсене мӑчлаттармасть те тейӗн; ҫынпа калаҫнӑ чух хавассӑр пичӗпе ун ҫине тирӗнсе ларать те куҫӗсене майӗпен кӑна пӗр япала ҫинчен тепӗр япала ҫине сиктерсе шутарать; анчах хӗвелпе сарӑхнӑ кӗске куҫ тӗкӗсем ҫав вӑхӑтра та ним хускалми ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Гришака асатте хӑйӗн кӳршин куҫӗнчен пӑхма пикенет, анчах та тарӑн куҫ лупашкисем тавра, типӗ ҫырмана хытхура пусса илнӗ пек, кӑвакарнӑ куҫхаршипе сухал лӑстӑкӗсем мӑкланса ларнӑ; чаваланса ҫитеймест Гришака асатте куҫсем патне, йӗри-таврах шӑртлӑ сухалпа ҫӳҫ чӑтлӑхӗ.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сасартӑк, пӗр кӗтмен ҫӗртен, хӑй куҫӗнчен ҫур вершукрах Егорушка хӗрарӑмӑн бархат пек хура куҫ харшийӗсене, пысӑк хӑмӑр куҫӗсене, путӑклӑ илемлӗ питҫӑмартийӗсене курчӗ; хӗрарӑмӑн пичӗ ҫинчи ӑшӑ кулӑ ӑна, хӗвел пайӑрки евӗр, пӗтӗмпех питҫӑмартийӗсем ҫинчи ҫав путӑксенчен сарӑлнӑн туйӑнчӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Эпӗ халӗ унӑн куҫӗсене лайӑх куртӑм, — вӗсем чӑнах та ҫӑмлӑ пек; куҫ тӗкӗсем тӗлӗнмелле вӑрӑм, куҫ хупанкисем ҫинче те темле тӗксем илемлӗ кукӑрӑлса ӳснӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Манӑн куҫ умне вара Ҫурҫӗрти ҫур ҫул хушши тӑсӑлакан каҫсем, ҫанталӑк улшӑнасса тарӑхса кӗтмелли эрнесем, юрлӑ-пӑрлӑ ҫӳлӗ тусем ҫинчен вӗҫмелли самантсем (ун пек чухне ирӗксӗрех куҫ анса ларма меллӗрех вырӑн шырать), хӑвӑн машину ҫуначӗ курӑнми ҫил-тӑманра вӗҫнисем, аллӑ градуслӑ сивӗре мотора ӗҫлеттереймесӗр тарӑхнисем куҫ умне тухса тӑчӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Куҫ харшисӗр, куҫ харшисӗр, пӑхӑр-ха: мӗн тери куҫ харшисӗр!
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унӑн куҫӗсем ҫутӑлса кӑна тӑраҫҫӗ, куҫ хӑрпӑкӗсем те ҫуттӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ, кӑвак куҫӗсем тӗттӗм кӗтесселле ӑнланмасӑр тинкереҫҫӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вырӑссем чиперука сӑнланӑ чухне куҫ, куҫ харши, куҫ хӑрпӑкӗн илемне чи малтан асӑнаҫҫӗ.
Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№
10. Ӗнтӗ «вӑл ҫырӑвӗсенче ӗнентерӳллӗ те, паттӑр та, куҫ умӗнче йӑмшак, сӑмахӗ те ун витӗмлӗ мар» теекенсем те пур; 11. ҫавӑн пек шухӑшлакансем пӗлсе тӑччӑр: эпир куҫ хыҫӗнче ҫырусенчи сӑмахпа епле, куҫ умӗнче ӗҫре те ҫаплах.
2 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Моисей Израиль [ывӑлӗсене] пӗтӗмпех пухнӑ та вӗсене каланӑ: эсир Ҫӳлхуҫа Египет ҫӗрӗнче сирӗн куҫӑр умӗнче фараона, унӑн чурисене, унӑн пӗтӗм ҫӗрне мӗн тунине пӗтӗмпех куртӑр; 3. санӑн куҫусем хӑрушӑ асапсем янине, аслӑ паллӑсемпе кӗтретсем кӑтартнине [тата тӗреклӗ алӑпа хӑватлӑ вӑя] курса тӑчӗҫ; 4. анчах паянхи кунччен сире Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑнланмашкӑн — чӗре, курмашкӑн — куҫ, илтмешкӗн хӑлха паманччӗ-ха.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эхер те суя кӳнтелен кама та пулин усал ӗҫ тунӑ тесе тапӑнать пулсассӑн, 17. ҫав тавӑҫакан икӗ ҫын вара Ҫӳлхуҫа умне, ҫав вӑхӑтри священниксемпе тӳресем умне тӑтӑр; 18. тӳрисен лайӑх тӗпчесе пӗлмелле, эхер те кӳнтеленӗ суя кӳнтелен пулсассӑн, хӑй тӑванӗ ҫинчен суя сӑмах ҫитернӗ пулсассӑн, 19. вӑл хӑйӗн тӑванне мӗн тума шухӑшланӑ, ӑна хӑйне ҫавӑн пек тӑвӑр; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр; 20. ыттисем илтӗҫ те хӑраса кайӗҫ, ӳлӗмрен сирӗн хушшӑрта ҫапла усал ӗҫ тумӗҫ; 21. [ӑна] куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр: чуншӑн — чун, куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл, алӑшӑн — алӑ, урашӑн — ура.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Паллах, вӑрҫӑ историне паянхи кун куҫ умне кӑларса тӑратас, кашни паттӑра ятран асӑнса ҫӗнтерӗве мӗнле туптанине тӗрӗс, документсемпе усӑ курса уҫса парас тесе хастарсем архивра та, ҫар комиссариатӗнче те, вулавӑшсенче, паттӑрсен тӑванӗсем патӗнче те сахал мар пулни, Интернет уҫлӑхӗпе те анлӑ усӑ курни куҫ умӗнче.
Астӑвӑм... Унӑн пуҫламӑшӗ пур, вӗҫӗ ҫук // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50244-ast- ... ur-v-c-cuk
Урамра хӗвел ӑшшӑн куҫ хӗсет, шӑнкӑр-шӑнкӑр юхакан шывӗ куҫ кӗски пекех йӑлтӑртатать.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
— Ҫитет, ачам, урӑх ан кала, — терӗ чӗтрекен аллипе куҫӗсене тутӑр вӗҫӗпе шӑлма хӑтланса, анчах та хытӑ чӗтренипе аллисем нимле те куҫ тӗлне пулаймаҫҫӗ.
«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Куҫа хупатӑп та халь, ҫав ҫулҫӑсем, тӗлкӗшсе ҫунаканскерсем, куҫ умне шӑкӑрин тухса тӑраҫҫӗ, — хӗр аллине ҫӳлелле ҫӗклет, темиҫе ҫулҫӑ ҫӑт-ҫат тутарса татса илет, вӗсене пӗтӗмпех каччине тыттарать.
Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Улӑм ҫинчен вӑл уҫӑ куҫпа выртни халь те куҫ умӗнчен каймасть.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Арҫынсене аван пӗлетӗн, пирӗн ялта, ав, хӑшӗ-пӗрисем хӑйсен пӳрт уратийӗ урлӑ каҫса тухсассӑнах хусаха куҫаҫҫӗ, сылтӑмалла та сулахаялла хӗрсене куҫ хӗсеҫҫӗ, хыпашлама ӗлкӗреҫҫӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Алюна Узинӑн куҫӗсем сарӑлса кайнине хӑвӑрт асӑрхарӗ, куҫ шӑрҫисем улшӑнчӗҫ. хӑйӗнни мар пек пулса тӑчӗҫ, ютланчӗҫ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Шофер куҫ умӗнче хӑлаҫланма пуҫлать ҫеҫ, Маруҫ, пӗчӗкскер, епресе, селехине юхтарса тӑракан шофера чанлаттарса ярать лешӗн куҫӗнчен хӗлхем кӗлте евӗр тухса сирпӗнмелле, хӑй магазинтан тухса вирхӗнет.
Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.