Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эх, аттемӗр эс, лӑпкӑ Донӑмӑр, Пирӗн чунӑмӑр, Дон Иванович, Мухтавна санне ӗмӗртен савса, Ӗмӗртен савса чаплӑ турӑмӑр.
Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Подтелков ҫине тӑнипе ӗҫлеме Ростоврах юлчӗ; Ҫак вӑхӑтра Дон ревкомӗнчи ӗҫсем урӑм-сурӑммӑн вӗресе тӑчӗҫ, Советсен облаҫри съездне кӗтрӗҫ, Донӑн тепӗр енче пуҫ ҫӗкленӗ контрреволюцие хирӗҫ кӗрешме хатӗрленчӗҫ.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ман шутӑмпа, Добровольчески ҫар, эпӗ халь ҫеҫ каланисене шута хурса, Кубань еннелле каяссине пӑрахӑҫласан, — Кубань казакӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ мана чылай иккӗлентерет — тата Дон казакӗсен отрячӗпе пӗрле Дон леш енчи ҫеҫен хире тухса кайсан, ӑслӑрах тӑвать.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Корнилов малалла кайма тӑхтать-ха, Дон ҫарӗн походнӑй атаманӗ генерал Попов, Новочеркасскран Дон леш енне тухса кайнӑскер, хӑйӗн 1600 ҫынлӑ, 5 тупӑллӑ, 40 пулеметлӑ отрячӗпе Ольгинскине килсе ҫитессе кӗтет.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хутортан ҫур ҫухрӑмра, Донӑн сулахай ҫыранӗ хӗрринче, тарӑн ланкашка пур; ҫуркуннесенче, Дон чакма пуҫлас умӗн, унта яланах шыв нумай тулса ларать.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Григорий сӑрт тӗмески ҫинченех Дона асӑрхаса илчӗ: авӑ сӑсар тирӗ тӗслӗ сарӑ хӑмӑр хӑмӑшпа витӗннӗ Хӗрарӑм кӳлли; ав ӗлӗкхи типӗ тирек, — анчах Дон урлӑ вара пачах урӑх тӗлтен каҫса ҫӳреме тытӑннӑ-мӗн.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хамӑрӑн Дон казакӗсен чаҫӗсемех, правительствӑна хирӗҫ кайса, лӑпкӑ Дон ҫинче вӑрҫӑ пуҫласа ярасса Ҫар правительстви шухӑша илме пултараймасть.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Дон ҫинчи Ҫар правительстви Ҫарпа революци комитетне депутатсем суйласа янӑ пур чаҫсене те малашне Дон ҫӗрне хӳтӗлес ӗҫе йӗркеллӗн туса пыма сӗнет.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫак организацисен ӗҫне хутшӑннӑ, анчах Дон тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫынсене Дон облаҫӗнчен хӑйсем пурӑнакан вырӑнсене кӑларса яраҫҫӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— «Дон ҫинчи Ҫар Облаҫӗн ҫар чаҫӗсемпе вӑрҫӑллӑ операцисем туса ирттерес тӗлӗшӗнчи пӗтӗм влаҫе, паянтан, 1918 ҫулхи январӗн 10-мӗшӗнчен тытӑнса, Ҫар атаманӗ аллинчен Дон казакӗсен Ҫарпа революци комитечӗн аллине куҫать.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Япӑхса арканнӑ вырӑс ҫарӗн шӑпипе хуҫаланса пурӑннӑ пысӑк генералсем, Дон ҫинчи реакциллӗ вӑйсем пулӑшнипе ҫак плацдармран Советлӑ Россия ҫине наступлени пуҫласа яма тата ҫав наступление ертсе пыма ӗмӗтленсе, тӗрлӗ енчен анатри Дон тӑрӑхне пухӑнма пуҫлаҫҫӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл вара, хайне уйрӑм пурӑнакан ҫӗршыв тӑвас шухӑшлӑ казаксемпе ҫыхӑннӑ та Дон ҫинчи Ҫар Облаҫне тулли автономи партарасси, Дон тӑрӑхӗнче казаксене самодержави пӑхӑнтариччен пулнӑ пек йӗркесем тӑвасси ҫинчен меллӗн агитацилеме пуҫланӑ, Изварин историе хӑтсӑр аван пӗлет, — хӑвӑрт хӗрӳленсе каять пулин те, вичкӗн те урӑ ӑс-пуҫлӑ ҫын.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Могилеври губернатор ҫуртне кашни кун хӑйсен пулӑшӑвне сӗнме хӗвелпе пиҫнӗ, ҫилпе кушӑрханӑ офицерсем ҫул ҫинче тусанланса пӗтнӗ гимнастеркӑсемпе фронтсенчи тӗрлӗ чаҫсенчен килсе тӑнӑ; Офицерсен союзӗпе Казак ҫарӗсен Союзӗн шукӑль тумланнӑ представителӗсем пырса кайнӑ; Дон тӑрӑхӗнчен — казаксенчен пӗрремӗш хут Дон ҫинчи Ҫар Облаҫӗн наказной атаманне ҫитнӗ Каледин хыпарҫисем килсе ҫӳренӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сурхури ҫитес умӗн ҫанталӑк кӗтмен ҫӗртен ӑшӑтса пӑрахрӗ; пӗр талӑк тӗлли-паллисӗр ҫумӑр ислетрӗ те, Дон хӗрринчи ту ҫинчен, лапамсемпе шырлансем тӑрӑх урӑм-сурӑм шыв-шур кӗрлесе анчӗ; юртан тасалса ҫаралнӑ сӑмсахсем ҫинче иртнӗ ҫулхи кураксем тата мӑкпа витӗннӗ шурӑ чул ярӑмӗсем йӑл илсе симӗсленчӗҫ; Донӑн шыв ҫисе кайнӑ хӗррисене шурӑ кӑпӑк витсе эрешлерӗ; симӗс пӑр виле пек тӗссӗррӗн кӑвакарса кӳпчерӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫӳлте, ҫумӑр пӗлӗчӗсем ишсе ҫӳренӗ ҫӗрте, ҫил тачка пӗлӗтсене майӗпен ҫеҫ тӗрткелесе хӗвеланӑҫне хӑвалать; хутор таврашӗнче, Дон шывӗн тӗксӗм симӗс тӳремлӗхӗпе ҫаралса юлнӑ вӑрмансем ҫинче вара вӑл ҫӳҫепе тирек йывӑҫҫисен тӑррисене ава-ава каять, Дон шарлакне айӑн-ҫийен ҫавӑрттарса пӑтратать, хутор урамӗсем тӑрӑх сарӑхнӑ ҫулҫӑсен вӗлтӗркке кӗтӗвӗсене хӑвалать.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кунта автор Дон тӑрӑхӗнчи казаксен революцичченхи пурнӑҫне, тӗнчери империализм вӑрҫине, Корнилов заговорне аркатса тӑкнине, халӑх Кӑнтӑр енче контрреволюцие хирӗҫ алла хӗҫпӑшал тытса кӗрешнине тата Дон ҫинче пулса иртнӗ ытти хаяр событисене те кӑтартса панӑ.
М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.
Дон шывӗ пӗрре кукӑрӑлса илсе станицӑран Базки еннелле пӑрӑнса кайнӑ тӗлте тирек чӑтлӑхӗ ӑшне кӳлӗ юпленсе кӗрсе каять, сарлакӑшӗ унӑн, ӑшӑх чухнехи Дон шывӗ сарлакӑшӗ майлӑрахах.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Эпӗ, Дон ҫинчи Аслӑ ҫарӑн казакӗ, «Тӑван Дона ирӗке кӑларассишӗн кӗрешекен союза» кӗретӗп, хамӑн начальниксен приказӗ тӑрӑх, Христос тенӗн чи усал тӑшманӗсене тата Россия халӑхне пусмӑрлакан коммунист большевиксене хирӗҫ пӗтӗм вӑйпа тата пур майпа та юлашки юн тумламӗ юлмичченех ҫапӑҫма сӑмах паратӑп.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Автомобиль ҫулӗсемпе область центрне Дон ҫинчи Ростова ҫитме — 440 км, район центрӗ шутланакан Заветнӑй салана — 15 км.
Кичкино // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B8%D ... 0%BD%D0%BE
Посёлок Воронеж облаҫӗн ҫурҫӗр-тухӑҫ пайӗнче, вӑрманпа ҫеҫенхир тӑрӑхӗнче, Окапа Дон тӳремлӗхӗн ҫӗрӗсенче, Шинокость (Савала юппи) юханшывӗн ҫыранӗ хӗрринче, районӑн административлӑ центрӗ шутланакан Терновка ялӗнчен ҫурҫӗр-ҫурҫер-анӑҫалла (NNW) 6 километрта вырнаҫнӑ.
Есипово (Воронеж облаҫӗ) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%95%D1%81%D ... %AB%D3%97)