Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫывӑрать (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
23. Пуҫлӑх килне ҫитсен, Иисус унта шӑхличӗ калакансене тата хӳхлекен ҫынсене курнӑ та 24. каланӑ вӗсене: тухӑр-ха кунтан; хӗр вилмен, ҫывӑрать, тенӗ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Чеелӗхӗпе вӗсем хӑйсен чӗрине кӑмака пекех туса яраҫҫӗ: ҫӑкӑрне пӗҫерекенӗ ҫӗрӗпе ҫывӑрать, ирпе вара кӑмаки ялкӑшсах ҫунать.
Ос 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Канӑҫӗ сахал унӑн, ҫукпа пӗрех, ҫавӑнпа вӑл ҫывӑрнӑ чухне те, кӑнтӑрлахи пекех, сыхӑ ҫывӑрать: 7. вӑрҫӑ хирӗнчен тарса ӳкнӗ ҫын евӗр, хӑй шухӑшӗнчен хӑй шикленекенскер, тӗлӗк тӗлленнӗ чухне чи хӑрушӑ самантра шарт сиксе вӑранать те тӗлӗнсех каять: нимӗн хӑрушши те ҫук иккен.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вагой шала кӗрсе чатӑр алӑкӗнчен шакканӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Олоферн Иудифьпе ҫывӑрать тесе шутланӑ.14. Вагой вошел и постучался в дверь шатра, ибо думал, что он спит с Иудифью.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кунсӑр пуҫне вӑл кӗрекере ларать, ӗҫсе ҫиет, выртса ҫывӑрать, 11. ҫынсем ун тавра сыхласа тӑраҫҫӗ, никам та пӑрахса кайса хӑйӗн ӗҫне тума пултараймасть, ӑна итлемесӗр тӑраймасть.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Кӑнтӑр тӗлӗнче Илия вӗсенчен кулма пуҫланӑ: хытӑрах кӑшкӑрӑр, вӑл турӑ-ҫке; тен, вӑл шухӑша кайнӑ пулӗ е пушӑ мар пулӗ, е ҫул ҫинче вӑл, тен, ҫывӑрать пулӗ, вӑранать акӑ! тенӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Давид Авессапа пӗрле Саул ҫыннисем патне ҫӗрле ҫитнӗ; акӑ Саул чатӑрта ҫывӑрать, сӑннине хӑй пуҫелӗкӗ ҫумне тӑрӑнтарнӑ; Авенир тата халӑх ун йӗри-тавра выртаҫҫӗ.
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Чирӗ чулсене хайӑрса кӑларса, пӳрте хырса тухса ҫӗнӗрен шӑлнӑ хыҫҫӑн та палӑрать, ҫеҫкеленсе тӑрать пулсассӑн, 44. священник пырса пӑхӗ те, эхер те пӳрт ҫинчи чир сарӑлнӑ пулсассӑн, апла ку — ҫиекен тилҫе, вӑл пӳрт таса мар; 45. ҫав пӳрте ҫӗмӗрмелле, унӑн чулӗсене, йывӑҫне, ӑна шӑлнӑ мӗнпур тӑмне хула тулашне таса мар ҫӗре кӑларса тӑкмалла; 46. пӳрт питӗрӗнсе тӑнӑ вӑхӑтра унта кам та кам кӗрет, ҫавӑ каҫченех таса мар; 47. кам ҫав пӳртре ҫывӑрать, ҫавӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, [хӑй каҫченех таса мар пулӗ]; кам ҫав пӳртре апат ҫиет, ҫавӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, [хӑй каҫченех таса мар пулӗ].
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.