Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канмалли (тĕпĕ: кан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Канмалли кунсенче юлташӗсемпе тӗл пулма та вӑхӑт тупать, ашшӗпе концертсене ҫӳрет.

В выходные дни находит время встречаться и с друзьями, с отцом ходит на концерты.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Унта арҫын ларса канмалли вырӑн (беседка) йӗркеленӗ.

Там мужчина обустроил беседку.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Сӗт пӑрӑхӗ, 2 тонна вырнаҫмалӑх холодильник, шыв, канализаци, хывӑнмалли, канмалли пӳлӗмсем… - тухӑҫлӑ ӗҫлеме мӗн кирли йӑлтах пур.

Молочная труба, холодильник с емкостью 2 тонны, вода, канализация, раздевалка, комнаты для отдыха... - все есть для плодотворной работы.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Муниципалитетсем пӗлтернине шута илес-тӗк, кӑҫал республикӑра 13 пляж тата шыва кӗмелли, халӑх канмалли ятарлӑ 15 вырӑн уҫма хатӗрленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Юлашки вӑхӑтра районти шкулсенче вӗренекен ачасем хӑйсен вӗренӳри, спортри ҫитӗнӗвӗсемшӗн Хура тинӗс хӗрринче канмалли путевкӑсене тивӗҫ-нине тӑтӑшах илтме пулать.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ҫакӑншӑн намӑсланнӑ сала ҫыннисем (пурнӑҫран уйрӑлнисен ас тӑвӑмне упрамалла мар-шим вара?) йӑнӑша тӳрлетме ҫӑва ҫинчи субботнике ҫитес канмалли кунсенче пуҫтарӑнма калаҫса татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ишлейре те иртнӗ эрнери канмалли кунсенче ял ҫӑвинче тасатма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ачасем вӗренсе тивӗҫлӗ пӗлӳ илнӗ, ашшӗпе амӑшне канмалли кунсенче мӑнукӗсемпе савӑнтараҫҫӗ.

Дети выучившись получили достойное образование, в выходные дни радуют родителей внуками.

Хӗр чӗрисене ҫунтарнӑ // АНАТОЛИЙ ЛЕПИН. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Пуҫ ӗҫӗпе тимлемелли вырӑнта тӑрӑшаканскер каҫхине те, канмалли кунсемпе уявсенче те компьютер умне ларать.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Хаҫат-журнала ҫынсем патне яланах вӑхӑтра ҫитерсе парать, пенси укҫине палӑртнӑ кун валеҫет, телеграмма е саккасла ҫыру пулсан канмалли куна та пӑхса тӑмасть, ҫийӗнчех адресат патне илсе ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

«Талӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтне, канмалли кунсене, ҫанталӑка, «пултараймастӑп» тенине пӑхмасӑр мӗн пуҫланине вӗҫне ҫитермелле.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Канмалли кунсемпе уявсенче мӑнукӗсен, мӑнукӗсен ачисен ытамне путать вӑл.

На выходных и на праздники она тонет в объятиях внуков и детей внуков.

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Ҫав ӗҫсен шайӗнче йывӑҫсемпе тӗмсем лартма, ача-пӑча площадкисем вырнаҫтарма, спортпа туслашмалли тата культурӑллӑ канмалли вырӑнсем йӗркелеме палӑртнӑ.

Будут установлены детские площадки, посажены деревья и кустарники, созданы места для занятий спортом и культурного отдыха.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Вӗренекенсем хӑйсене хӑтлӑ туйччӑр тесе вӗрентекенсемпе техперсонал вӑхӑта пӑхмасӑр, канмалли кунсене уямасӑр тӑрӑшни те пулать.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Кун пек чухне ачасем канмалли кунсенче хуларан килсе Аслӑ Чакри ҫӑлкуҫран флягӑсемпе шыв кӳрсе парса хӑвараҫҫӗ.

В таких случаях дети, приезжая на выходные, из родника Больших Чаки флягами привозят воду.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Канмалли кунсенче ҫеҫ хуларан килсе ҫӳреҫҫӗ.

Только на выходные приезжают из города.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

Пирӗн Кӗҫӗн Тӑван ялӗн ҫыннисем иртнӗ канмалли кунсенче «Чи таса ялшӑн» девизпа ӗҫлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тирпей-илемшӗн тӑрӑшрӗҫ // Роза ГАВРИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.04.22

Хваттерсенче пурӑнакансен те ӗҫ хыҫҫӑн та, канмалли кунсенче те территорисене тасатма тухас пулать.

Куҫарса пулӑш

Пурте активлӑ хутшӑнар // В. ШАПОШНИКОВ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

10. Мана шыраса тупнӑ халӑхӑмшӑн вара Сарон айлӑмӗ сурӑх кӗтекен вырӑн пулӗ, Ахор айлӑмӗ вӑкӑрсене канмалли тапӑр пулӗ.

10. И будет Сарон пастбищем для овец и долина Ахор - местом отдыха для волов народа Моего, который взыскал Меня.

Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Каникула, канмалли кунсене таврӑнсан концертсене хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех