Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вун (тĕпĕ: вунӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗлӗк чухне, — сӑмахран ак, вун улттӑмӗш ҫултах, тейӗпӗр, — эпӗ хама пӗр-пӗр ҫапӑҫура ӗнсерен пуля тирсе ярасса пӗлнӗ пулсан та, казака йытӑ вилли пек тӑвиччен хӗнесе тӑкма пултарнӑ.

В прежнее время, — допустим, в шестнадцатом году, — я мог избить казака, рискуя тем, что в бою он мне пустит в затылок пулю.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавӑнпа та эсир Вун тӑваттӑмӗш полка куҫни, ман шутпа, ӑслӑрах ҫеҫ пулать.

Разумеется, будет благоразумней, если вы поедете в Четырнадцатый полк.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗтрӗ вӑл хура кунсем ахӑрса килессе, кӗтрӗ те — йӑнӑшмарӗ: пӗррехинче ҫапла, вун ҫиччӗмӗш ҫулхи январь уйӑхӗнче, Баланда учитель, туберкулез чирӗпе хуллен сӳнсе пыраканскер, ун умӗнче куҫранах ӳкӗнӗҫлӗн пӑшӑрханса калаҫрӗ:

Ждал Сергей Платонович черных дней и не ошибся: в январе семнадцатого года учитель Баланда, исподволь умиравший от туберкулеза, жаловался ему:

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хура ҫырпа тӗлме-тӗл авӑрта, вун пӗр чалӑш тарӑнӑшӗнче, шыв юхтарса килнӗ ҫатрака хулӑсем хушшинче тахҫанах ҫуйӑнсем хӗл каҫма кӗрсе выртнӑ; вӗсен пуҫ вӗҫӗнче — лӑймака хупӑллӑ сазансем.

На яме, против Черного яра, в дрямах, на одиннадцатисаженной глубине давно уже стали на зимовку сомы, в головах у них — одетые слизью сазаны.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вун улттӑмӗш ҫулхи кӗркунне ӑна вахмистра ҫити хӑпартрӗҫ, сотня командирӗ умӗнче йӑпӑлтатнине пула, икӗ хӗрес туянчӗ, ҫырӑвӗсенче халӗ хӑй офицерсен шкулне вӗренме каясшӑн хыпӑнса ҫӳрени ҫинчен пӗлтеркелет.

Получил под осень шестнадцатого года вахмистра, заработал, подлизываясь к командиру сотни, два креста и уже поговаривал в письмах о том, что бьется над тем, чтобы послали его подучиться в офицерскую школу.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халӗ вӑл, жалмерка пулнӑ майӗпелен, якарах ҫӳреме тӑрӑшакан пулчӗ; питне писевпе хӗретсе хитрелетет, шукӑль ҫӳрет, хуторта вӑй питти казаксем ҫитменнипеле, вун тӑватӑ-вун пилӗк ҫулхи арҫын ачасене те кӗретех йышӑнать.

А по жалмерскому своему положению усиленно ухаживала за собой: румянилась, наводила красоту и за недостатком взрослых казаков принимала ребятишек лет по четырнадцати и больше.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вун ҫичӗ кун кайрӗҫ вӗсем.

Шли семнадцать дней.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӑшман ункинчен ҫӑлӑнса тухас тесе, атакӑна вун икӗ сотня умлӑн-хыҫлӑн ыткӑнса кӗрет.

Двенадцать сотен, одна за другой, устремились в атаку с целью прорвать сомкнувшееся вражеское кольцо.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пин те тӑхӑр ҫӗр вун пиллӗкмӗш ҫул.

Тысяча девятьсот пятнадцатый год.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Окопсен иккӗмӗш линийӗ патне таврӑннӑ хыҫҫӑн вун ҫичӗ ҫын тухмарӗ пӗрмӗш ҫурма ротӑра.

Семнадцати человек недосчитались в первой полуроте, когда вернулись ко второй линии окопов.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вун тӑваттӑмӗш ҫултанпа окопсенчен тухаймастӑп.

С четырнадцатого не вылазию из окопов.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Виҫ ҫӗр вун саккӑрмӗш Черноярски полкра.

— В Триста восемнадцатом Черноярском.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Фронт айккипе вун икӗ ҫухрӑм тунӑ хыҫҫӑн ҫеҫ вӑл каялла таврӑнма приказ илет.

И, только сделав переход в двенадцать верст по линии фронта, получил приказ повернуть в обратную сторону.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Наступлени тӑвакансен вун ултӑ хӳмӗнчен виҫҫӗшӗ ҫеҫ ҫывӑхарах йӑванса ҫитеҫҫӗ; анчах таткаланса нӗрсӗрленнӗ пралук картасен ҫӳлелле чармакланнӑ ӗнӗк юписем патне ҫывхарсанах виҫӗ хумӗ те, ҫав хӑрушла лутӑрканса пӗтнӗ йӗплӗ пралуклӑ юпасене ҫапӑнса саланнӑ пек, пӗчӗкҫӗ юхан шывсем, шыв тумламӗсем пек вӗтелсе, каялла юхса каяҫҫӗ…

Из шестнадцати волн докатились три последних, а от изуродованных проволочных заграждений, поднявших к небу опаленные укрепы на скрученной проволоке, словно разбившись о них, стекали обратно ручейками, каплями…

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вун ултӑ хум ывтӑнтарса кӑлараҫҫӗ вырӑс окопӗсем.

Шестнадцать волн выплеснули русские окопы.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Владимирпа Волынь тата Ковель хулисем тӑрӑхӗнче, уйрӑм арми (шут тӑрӑх ку арми вун виҫҫӗмӗш пулнӑ; анчах та «13» телейсӗр цифра шутланнине кура, ҫитменнине тата пысӑк генералсем те ун чух тӗн-тӗшмӗше хытӑ ӗненнипе, ҫак ҫара «уйрӑм» ҫар тесе ят панӑ) ҫапӑҫакан районта, сентябрӗн юлашки кунӗсенче наступлени тума хатӗрлене пуҫлаҫҫӗ.

На Владимиро-Волынском и Ковельском направлениях, в районе действий Особой армии (армия была по счету тринадцатой, но так как «13» — цифра несчастливая, а суеверием страдали и большие генералы, то армию наименовали «Особой»), в последних числах сентября началась подготовка к наступлению.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр вун пилӗк минут иртсен, Листницкий, Меркулов ларнӑ пукан ҫине вырнаҫса ларса, кӑранташӑн шӗп-шӗвӗр вӗҫне кӑшт хуҫрӗ те, ӳкерчӗкӗн тепӗр енне шултра та сапаланчӑк саспаллисемпе ҫырма пуҫларӗ:

Листницкий сел на табурет, на котором за четверть часа до этого сидел Меркулов, — на обратной стороне рисунка, ломая остро очиненное жало карандаша, размашисто написал:

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пин те тӑхӑр ҫӗр вун улттӑмӗш ҫул.

Тысяча девятьсот шестнадцатый год.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Апла пулин те, вун тенкине ӗҫсе ятӑмӑр.

— Зато десятку пропили.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мана нумаях марччӗ, пӗр вун тенкӗсемччӗ.

Да мне немного, рублей с десяток.

XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех