Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗт сăмах пирĕн базăра пур.
вӗт (тĕпĕ: вӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Капла вӑл иртсе кайма та пултарать вӗт», — шухӑшларӗ Аниҫҫе.

«Так она и мимо дома может пройти», — подумала Анисья.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниҫҫе кӳршӗри хӗрарӑмсемпе начар пурӑнман, анчах ҫапах та хӑвӑн ҫемьери пӗчӗк савӑнӑҫ е хуйхӑ ҫинчен ют ҫынсене каласа кӑтартаймастӑн вӗт.

С соседками Анисья жила неплохо, но все ж не станешь посвящать чужих людей в свои маленькие семейные горести и восторги.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Литературӑпа вӗрентет вӗт вӑл пире, анне! — ӑнлантарчӗ Аленкӑ, амӑшӗ ҫакна каллех маннӑшӑн кӳреннӗ пек пулса.

— Она же у нас по литературе, мам! — как бы досадуя на забывчивость матери, пояснила Аленка.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑрланине мар вӗт колхозӑнне параҫҫӗ пире…

Не ворованное же нам дарят, а колхозное…

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ ӑна ҫыннишӗн ҫеҫ туянман вӗт, мана сӑмахӗсем кӑмӑла кайрӗҫ.

Ведь я не только ради личности его купил, мне слова пришлись по нраву.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ ӑна, Дымшак, луччӑ мӗнле те пулин тумтир пар, плаката ая сарса выртаймастӑн вӗт!

— Ты бы, Дымшак, из имущества ему что отвалил на обзаведение, плакат-то под себя не постелешь!

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чӑнах та, пӗр пек вӗт?

Правда, похожий?..

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кайран тавҫӑрса илтӗм вара — ара, каснӑ-лартнӑ хунчӑкам Корней Яранцев вӗт ку!

А потом догадался — да это же вылитый Корней Яранцев, мой кровный шурин!

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Куккуна сывлӑх сунсан та, ҫылӑх пулас ҫук вӗт, э?

И поздороваться бы с дядей не грех, а?

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пытанмалла вылямастпӑр вӗт, пӗтӗм пурнӑҫ пирки сӑмах пырать».

Не в прятки играем, о всей жизни дело идет».

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кулач йывӑҫ ҫинче ӳсмест вӗт!

Булки на деревьях не растут!

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ан мӗскӗнлен, ан чеелен, пӗлетӗп вӗт эпӗ сана! —

— Не прибедняйся и не хитри, я же тебя знаю! —

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Инструктора мар, агронома вӗреннӗ вӗт эпӗ.

Ведь я училась на агронома, а не на инструктора.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ку вӑл тахҫан эсӗ кӑмӑл тунӑ принципла юлташ вӗт?..

— Это тот принципиальный товарищ, который был когда-то твоей симпатией?

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мажаров вӗт ку, — терӗ Ксени, пит-куҫӗ кӑвар пек пӗҫерсе кайнине туйса илсе.

— Это ведь Мажаров, — чувствуя вдруг, как занимаются огнем ее щеки, сказала Ксения.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ вӗт, тусӑм, пӗлетӗн-и, малтан ҫерем уҫнӑ ҫӗре вӗҫтересшӗнччӗ, — терӗ Роман малалла, пиччӗшӗ асӑрхаттарнине йӳпсӗнмесӗр.

— Я ведь, знаешь, дружище, вначале на целину хотел махнуть, — не обратив внимания на замечание брата, продолжал Роман.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кичем вӗт — вилсе кайӑн!

Тоска смертная!

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫавӑнпа киле таврӑннӑ вӗт эсир.

Ведь вы затем и вернулись домой.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Чӳречесене ҫапса хуна хӑмасене кӑларма пулӑш пире, сан халӗ пурпӗрех нимӗнле ӗҫ те ҫук вӗт.

— Помоги нам оторвать доски с окон, все равно тебе сейчас делать нечего.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫапах та, тӑрӑшса, кунта такама тупса ячех вӗт».

— Постарался все-таки, прислал кого-то».

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех