Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутшӑнма (тĕпĕ: хутшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чун-чӗрем мана вӗсем ҫумне хутшӑнма хушмастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Федерацин Атӑлҫи округӗнче 2007 ҫула Ҫамрӑксен ҫулӗ тесе палӑртнипе ҫапла-ши е яш-кӗрӗме общество пурнӑҫне хӑюллӑнрах хутшӑнма чӗнни пулчӗ-ши ҫакӑ?

Куҫарса пулӑш

Уявпа сире, яш-кӗрӗм! // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

«Форума хутшӑнакансемпе хӑнисем пирӗн культурӑпа, йӑла-йӗркепе паллашма, тутар халӑхӗн Сабантуй уявне хутшӑнма пултарнишӗн те савӑнатпӑр, вӑл паянхи кун халӑхсем тата нацисем хушшинчи пӗлтерӗше йышӑнать, ӑна тӗнчен 14 ҫӗршывӗнче уявлаҫҫӗ, ЮНЕСКОн материаллӑ мар эткерлӗхӗн шедеврӗсен списокне кӗртме палӑртнӑ, – пӗтӗмлетсе каларӗ Тутарстан Президенчӗ. – Сирӗн ӗҫӗр этемлӗхӗн пуян историйӗпе культура эткерлӗхне упраса аталантарассинче пысӑк витӗм парасса шанатӑп».

Куҫарса пулӑш

Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Вӗсемпе хутшӑнма кӑмӑллӑччӗ: кӗнеке-журнал нумай вуланӑ май тем ҫинчен те пӗлетчӗҫ, тавракурӑмӗсем анлӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Юрий Зорин клиника ӗҫне пысӑк шайра йӗркелесе пынисӗр пуҫне общество ӗҫне те хастар хутшӑнма та вӑхӑт тупать, тӑван халӑхӑн культурине аталантарас, ырӑ йӑла-йӗркене упраса хӑварас тӗлӗшпе тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Клиника ертӳлӗхӗ вӗсене пӗлӗвне ӳстерме, тӗрлӗ конкурссене хутшӑнма майсем туса парать, хавхалантарса пырать.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫавӑн пекех Раҫҫейри Стоматологсен ассоциацийӗн президенчӗ Владимир Садовский йӗркеленӗ ӑсталӑх класне хутшӑнма май килни савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫавна май ҫӗнӗ технологисене, реставраци методикине алла илме, лекцисем итлеме, вӗренме, ют ҫӗршыври, ытти хулари ӗҫтешсен паха опычӗпе паллашма, ӑсталӑх класӗсене хутшӑнма тивет.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пациентсене анкетӑсене хутшӑнма, вӗсем медицина пулӑшӑвне, тухтӑрсен ӗҫне мӗнле хакланине пӗлес тӗллевпе ыйтусене хуравлама сӗннине палӑртрӗ.

Отметил, что с целью оценки работы медиков, медицинской помощи предложил заполнить анкету.

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тӗн ӗненӗвӗпе сӑлтавласа ҫырава хутшӑнма килӗшменнисем пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Спорт пирки нихӑҫан та тӗлленменскер ыттисенчен тӗслӗх илсе ӑмӑртусене хутшӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

— Санкт-Петербургри патшалӑх инженерипе экономика университечӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗреннӗ чухне эпӗ Ульяновскра иртнӗ Пӗчӗк Олимпиадӑна хутшӑнма тивӗҫ пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Чӑваш Ене таврӑнсан республика ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнма пуҫларӑм.

Когда вернулся в Чувашскую Республику, стал учавствовать в республиканских соревнованиях.

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

2. Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем граждансен тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ илмелли прависем тӗлӗшпе хушма гарантисем ҫирӗплетекен муниципалитетӑн право акчӗсене кӑларма, муниципалитетӑн юридически бюровӗсене туса хурас ӗҫе хутшӑнма тата граждансене Федераци саккунӗн 6 статйипе пӑхса хӑварнӑ тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗн мӗнпур тӗсӗсемпе тивӗҫтерме пултараҫҫӗ.»;

2. В соответствии с законодательством Российской Федерации органы местного самоуправления вправе издавать муниципальные правовые акты, устанавливающие дополнительные гарантии права граждан на получение бесплатной юридической помощи, участвовать в создании муниципальных юридических бюро и оказывать гражданам все виды бесплатной юридической помощи, предусмотренные статьей 6 Федерального закона.";

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

2) уҫӑ конкурса хутшӑнма паракан заявка йышне кӗрекен документсен тулли переченьне;

2) исчерпывающий перечень документов, входящих в состав заявки на участие в открытом конкурсе;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

1) уҫӑ конкурса хутшӑнма паракан заявка формине;

1) форма заявки на участие в открытом конкурсе;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

муниципалитетсем хушшинчи тӑтӑш турттармалли маршрутсем тӑрӑх йӗркелесе тӑман хаксемпе турттарас ӗҫе пурнӑҫлама ирӗк илме ирттерекен уҫӑ конкурса хутшӑнма панӑ заявкӑсене хак памалли тата танлаштармалли хаклав виҫисен шкалине палӑртать;

утверждает методику расчета и порядок предоставления субсидий в целях возмещения из республиканского бюджета Чувашской Республики части затрат перевозчикам, осуществляющим перевозки по межмуниципальным маршрутам регулярных перевозок по регулируемым тарифам, с которыми заключен государственный контракт;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

– Халӗ эпир вырӑнти «Нарспи» фольклор ансамблӗпе (ертӳҫи Н.Н. Николаева) ятарласа Патраклӑ ялӗнче иртекен пӗрремӗш уҫӑ «Учӳк» фестивале хутшӑнма хатӗрленетпӗр.

- Сейчас мы с местным фольклорным ансамблем "Нарспи" (руководитель Н.Н.Николаева) целенаправленно готовимся к первому открытому фестивалю "Учук", который проходит в Батраево.

Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Вӑл Мускаври патшалӑх консерваторине вӗренме кӗме тата Прагӑра иртекен «Пражская весна» фестивале хутшӑнма хатӗрленет.

Готовится к поступлению в Московскую государственную консерваторию и к участию на фестивале "Пражская весна", который проходит в Праге.

«Анне юратӑвне туйса ҫӗнтеретӗп» // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

– Спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнма мӑшӑр – юланутҫӑпа урхамах – кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кунта чунпа канатпӑр…» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех