Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑткӑс сăмах пирĕн базăра пур.
кӑткӑс (тĕпĕ: кӑткӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юратса пурнӑҫлать хӑйӗн кӑткӑс та пархатарлӑ ӗҫне.

С любовью исполняет свою трудную и благородную работу.

Телейӗ — юратнӑ ӗҫре // Р. ПАВЛОВА, С. ФРОЛОВА. «Авангард», 2019.05.06

Автор ӑна кӑткӑс коллизире, шаблонсӑр кӑтартма шут тытнӑ.

Автор решил показать его в сложной коллизии, без шаблона.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ҫапла вара Чӑваш Ен те унпа пуянланчӗ: сывлӑх сыхлавне модернизацилемелли программӑпа килӗшӳллӗн хальхи ҫӗнӗ те кӑткӑс оборудовани туянма пултартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Чӗмсӗр» чир ан сӗмсӗрлентӗр // Валентина Смирнова. Хыпар, 2013,09,06

Эпӗ шанатӑп: ҫак ҫул шайӗнче вӑй илекен хисеп, шанӑҫ тата пулӑшу принципӗсем пире хамӑр умра тӑракан социаллӑ пурнӑҫпа экономика тата политика тӗлӗшӗнчи кӑткӑс тӗллевсене ӑнӑҫлӑн татса пама май парӗҫ.

Я уверен, что принципы уважения, доверия и взаимной поддержки, которые декларируются в рамках этого года, позволят нам успешно решать стоящие перед нами серьезные задачи социально-экономического и политического характера.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Паян пассажирсем турттарас ӗҫре малта пыракан предприятисенче – «Чӑвашавтотрансра» тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи троллейбус управленийӗсенче – кӑткӑс лару-тӑру йӗркеленнине палӑртмасӑр иртме ҫук.

Сегодня нельзя не отметить сложную ситуацию на ведущих предприятиях, осуществляющих перевозку пассажиров, — в «Чувашавтотрансе» и троллейбусных управлениях городов Чебоксары и Новочебоксарск.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

2017 ҫул, ун умӗнхи пекех, ҫурт тӑвакан организацисемшӗн кӑткӑс пулчӗ тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянасси чакса кайнӑ условисенче иртрӗ.

2017 год, как и предыдущий, был для организаций-застройщиков сложным и проходил в условиях снижения покупательского спроса на жилье.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Эпир республика территорийӗнче вырнаҫнӑ «Трактор завочӗсем» концерн предприятийӗсенчи кӑткӑс экономика лару-тӑрӑвне тимлӗн сӑнаса тӑратпӑр.

В центре нашего внимания остается сложная экономическая ситуация на предприятиях Концерна «Тракторные заводы», расположенных на территории республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Эпир кӑткӑс та курӑмлӑ тӗллевсене татса парас ӗҫри хамӑрӑн пултарулӑха тивӗҫлӗн кӑтартса патӑмӑр.

Мы доказали свою способность решать сложные и амбициозные задачи.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Кӑткӑс тытӑмӑн вӑйӗсене пӗрлештерме стройка участокӗсенче яланах партгруппӑсем, парторганизаци секретарӗсен канашӗсем ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Кран машинисчӗсене, электромонтерсене, электрогазосварщиксене, стропальщиксене, кӑткӑс квалификациллӗ ытти рабочисене Н.П.Гундичпа А.П.Музыченко офицерсем ертсе пынипе ҫар шкулӗсенче хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Ҫемьери кӑткӑс ыйтусене ҫӑмӑллӑнах уҫӑмлататӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Май уйӑхӗнче кӑткӑс тапхӑр пуҫланӗ.

В мае начнется сложный период.

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Ҫӗнӗ учредитель кӑткӑс ыйтӑва тӗрӗс татса парасса шанаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html

«Паянхи тӗллев — суйлавҫӑсен наказӗсене пурнӑҫласси, республика Правительствипе, политика пӗтӗм вӑйӗн представителӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса тухӑҫлӑ ӗҫлесси. Кӑткӑс ыйтусене пӗрле килӗштерсе ӗҫлесен ҫеҫ татса пама пулать», — терӗ Валерий Николаевич.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Питӗ кӑткӑс ӗҫ ку.

Эта работа очень сложная.

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

— Иккӗшӗ те мана кӑткӑс роль шанаҫҫӗ.

- Оба мне доверяют сложные роли.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ялти учитель — Анатолий Головин пиҫӗ кӗлеткеллӗ хӗре гимнастикӑна явӑҫтарать, кӑткӑс упражненисем тума вӗрентет.

Сельский учитель Анатолий Головин приобщает девушку с гибким станом к гимнастике, обучает сложным упражнениям.

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Республика ШӖМӗн пресс-секретарӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, уйрӑмах май уйӑхӗ чӑкӑлтӑшлӑ та кӑткӑс ӗҫпе палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа чул кастарать // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Асӑннӑ ӑслӑлӑх кӑткӑс пулнине, ӗҫӗ ҫӑмӑл маррине пӑхмасӑр ҫакӑн хыҫҫӑн профессие неврологипе ҫыхӑнтарма тӗв тунӑ студентка, тӑрӑшса вӗреннӗ, лекцисенче илнӗ пӗлӗве практикӑра ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Кӗнеке кӑларасси — питӗ кӑткӑс ӗҫ.

Издание книги - очень сложная работа.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех