Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ак сăмах пирĕн базăра пур.
ак (тĕпĕ: ак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумайӑшӗ хамӑр ҫӗршыври паллӑ командӑсен чысне хӳтӗленӗ: «Ак Барс» /Хусан/, «Торпедо» /Чулхула/, «Химик» /Мускав облаҫӗнчи Воскресенск/, «Авангард» /Омск/ т.ыт.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Ак халь тата тепӗр спорт ӑмӑртӑвӗнчи сӑнсене курма май килчӗ.

Вот сейчас на глаза попались снимки из другого спортивного мероприятия.

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Анчах ак паян, хӑйӗн ӑсран кайнӑ хӗрӗпе сӑмахланӑ хыҫҫӑн, Бяла Черкварах ав халь-халь вут-ҫулӑм тухма пултарасса тинех ӑнланса илчӗ.

Сегодня же из разговора со своей взбалмошной дочерью он понял, что и в Бяла-Черкве вот-вот вспыхнет пламя.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кофӗ терӗн-и, кофӗне ӑна… хамах вӗретӗп, — ак халех каятӑп, ҫак самантрах.

А кофе, кофе… я сам сварю, — вот сейчас пойду, сию минуту.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ак тата!

Куҫарса пулӑш

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ак мӗнле ҫын вӑл!

Вот какой он!

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Анчах эсир ак халь мана урӑххи пирки каласа патӑр.

— Однако вы сейчас толковали мне другое.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Оркестр калама кӑшт чарӑннӑччӗ, каллех ак, тав тӑвас сӑмаха пӳлсе, каласа ячӗ; анчах Фратю господин хӑй сӑмахне калама ӗлкӗрейменччӗ-ха, вӑйӑҫӑсене аллипе сулса чарчӗ те ура ҫине тӑчӗ, йӗри-тавра пӑхкаласа ҫаврӑнчӗ, унтан черккине ҫӗклерӗ те, хыттӑн кӑшкӑрса: — Тусӑмсем, Болгари liberte тав тума сӗнетӗп. Vivat! — тесе, черккине тӗпӗ курӑниччен ӗҫсе ячӗ.

Оркестр, делавший передышку, заиграл опять и прервал тосты; однако господин Фратю, еще не успевший произнести своего тоста, махнул музыкантам, чтобы они умолкли, встал, осмотрелся и, подняв стакан, восторженно крикнул: — Господа, предлагаю тост за болгарскую liberte. Vіvat! — и выпил до дна.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ак эп ӑна чӳречеренех кӑларса ывӑтӑп!

— Вот я его выброшу в окно! —

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ак инкек тата…

— Вот беда-то.

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кашни курнӑҫмассерен вӑл ҫак ытарайми хӗрӗн чунӗ ырӑ иккенне ытларах та ытларах пӗлсе пырать, ак, хай, пӗррехинче вӑл ирпе вӑранать те ҫав хӗре савнине сисе пуҫлать.

С каждой, встречей он открывал новые прекрасные черты в душе этой девушки и, проснувшись однажды утром, понял, что любит ее.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчов минут каялла кӑна-ха, тинех пӗтрӗм иккен тесе, ытла мескӗннӗн курӑнатчӗ, халь ак тавраналла хӑй ҫӗнтернӗ пек куштанланса пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Стефчов, еще минуту назад сидевший с убитым видом, снова поднял голову и победоносно оглянулся вокруг.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халь ак мана ҫакна каласа пар: пӑлхарсен азбукине кам тунӑ?

Теперь скажи мне: кто составил болгарскую азбуку?

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах ак сасартӑк хыҫаларах тӑнӑ ҫынсен хушшинчен Бойчо Огнянов тухни курӑнчӗ, ҫынсем шӑпах пулса тӑчӗҫ, пурте ун еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ.

Но вдруг наступила гробовая тишина, и все взоры обратились в одну сторону, из толпы вышел Бойчо Огнянов, который до сих пор стоял поодаль, стараясь остаться незамеченным.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах ак алӑк патӗнчи халӑх икӗ еннелле пӑрӑнса тӑчӗ, кая юлса килекен икӗ хӑна валли иртсе пымалӑх ҫул турӗ, лешсем, шӑв-шав хускатасшӑн пулмасӑр малалла иртсе, ирӗк пукансене йышӑнчӗҫ.

Но вот у дверей толпа расступилась и дала дорогу двум опоздавшим гостям; стараясь не шуметь, они сели на свободные стулья.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах ак ватӑ учительница сӑмах пуҫларӗ те, ҫынсем пурте ун еннелле пӑхма тытӑнчӗҫ, Рада ӑшӗ тинех ытла вӑрками пулчӗ.

Но как только старшая учительница, начав свою речь, привлекла внимание публики к себе, у Рады стало легче на душе.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада пӗчӗккӗлех тӑлӑха тӑрса юлнӑ, халь ак темиҫе ҫул хушши ӗнтӗ Ровоама хаджи патӗнче ӗҫлесе пурӑнать.

Рада осталась сиротой в раннем детстве и вот уже много лет была воспитанницей Хаджи Ровоамы.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ак хайхи хам ӗмӗрте нихҫан туман шухӑш пырса кӗрет пуҫӑма…

И вот мне приходит в голову то, чего я за всю свою жизнь в мыслях не имел…

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халь ак итле ӗнтӗ пӗтӗмпе мӗнле пулса иртнине.

Теперь слушай, как все это произошло.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Вара сыв пуллашса уйрӑлтӑмӑр, вӗсем хирпе кайрӗҫ, эпӗ тӳрех кунта килтӗм, ак халь те пулин ҫав курнӑҫу пирки шухӑшласа тӑратӑп-ха.

— Мы распрощались, они пошли полем, а я прямо сюда; но я и сейчас никак не могу прийти в себя после этой встречи.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех