Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ура сăмах пирĕн базăра пур.
ура (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Крыльца ҫинче ура сасси илтӗнсе кайрӗ.

На крыльце послышались шаги.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Игумен пӑшалне ҫӗклерӗ, ура ҫинче тӑрсах сасартӑк персе ячӗ.

Игумен поднял ружье, стоя прицелился и сразу же выстрелил.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ура вӗҫӗнче шӑнкӑртатса шыв юхать.

Река шумела у их ног.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Оркестр калама кӑшт чарӑннӑччӗ, каллех ак, тав тӑвас сӑмаха пӳлсе, каласа ячӗ; анчах Фратю господин хӑй сӑмахне калама ӗлкӗрейменччӗ-ха, вӑйӑҫӑсене аллипе сулса чарчӗ те ура ҫине тӑчӗ, йӗри-тавра пӑхкаласа ҫаврӑнчӗ, унтан черккине ҫӗклерӗ те, хыттӑн кӑшкӑрса: — Тусӑмсем, Болгари liberte тав тума сӗнетӗп. Vivat! — тесе, черккине тӗпӗ курӑниччен ӗҫсе ячӗ.

Оркестр, делавший передышку, заиграл опять и прервал тосты; однако господин Фратю, еще не успевший произнести своего тоста, махнул музыкантам, чтобы они умолкли, встал, осмотрелся и, подняв стакан, восторженно крикнул: — Господа, предлагаю тост за болгарскую liberte. Vіvat! — и выпил до дна.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Тата кам сӗтӗрӗнсе килет? — кӑшкӑрса пӑрахрӗ тухтӑр, тул енчен каллех ура сасси илтӗнсен.

— Кого опять черт несет? — заорал в отчаянии Соколов, снова услышав чьи-то шаги.

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хырӑмӗ ҫинче аллисене хӗреслетсе тытса, ура ҫинчех тӑчӗ вӑл, ҫак ҫылӑхлӑ тӗнче тӑрӑх унӑн чӑнласах та ҫӳресси килмерӗ.

Он стоял, сложив руки на животе и ему явно не хотелось совершать путешествия по грешному миру.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Утнӑ май, ӑна пӑхрӑм-пӑхрӑм та, — пӗтсе кайнӑ хӑй, начарккаскер, ура ҫинче те аран тытӑнкаласа тӑрать мӗскӗн, тумтирӗ те ҫукпа пӗрех…

По дороге я к нему присмотрелся, — худой, слабый, едва держится на ногах, бедняга, и почти раздетый…

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав чаплӑ иккуна Иваницӑн мӑн аслашшӗ Арсений хаджи пуп ӳкернӗ пулать имӗш, ӳкерессе те ал пӳрнипе мар иккен, ура пӳрнисемпе ӳкернӗ тесе мухтанса калать Иваница карчӑк.

Бабка Иваница с гордостью рассказывала, что эту замечательную икону писал ее прадед, отец хаджи Арсений, причем — не рукой, а ногой,

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Револьверне хыпашласа тупсан, ура ҫине тӑчӗ, алӑкне шӑппӑн уҫрӗ, ҫарранах галерее тухрӗ.

Ощупью отыскав свой револьвер, он встал, бесшумно открыл дверь и босиком вышел на галерею.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ура сасси илтӗнсе кайрӗ те, Кралич тырӑ ларӗпе стена хушшинчи хӗсӗк вырӑна васкаса пытанчӗ.

Послышались приближающиеся шаги, и Кралич поспешно спрятался в узком проходе между рундуком для зерна и стеной.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сӗтел ҫи пуҫтарнӑ хыҫҫӑн Марко ура ҫине тӑчӗ.

Когда со стола убрали. Марко встал.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак команда тӑрӑх ҫамрӑксем хӑлхана ҫурас пекех алӑ ҫупма тата «браво», «ура» тесе кӑшкӑрма пуҫларӗҫ.

По этой команде молодежь оглушительно зааплодировала и закричала «браво» и «ура».

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сирӗн, ман пек, ура ҫине тӑмалла пулнӑ; вара лакӑм-тӗкӗмсем те ним те мар.

Вы бы встали, как я; тогда ухабы — ничего.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Ҫапла, кӑна вӑл чухласа илнӗ, тилхепене хӑй тытнӑ, ура ҫине тӑрса тытса пырать», — теҫҫӗ ашкӑнманнисем, — «ҫук, ҫук, хӑваласа ҫитетпӗр!

«Да, это она догадалась, схватила вожжи сама, стоит и правит», — говорят небуйные сани, — «нет, нет, догоним!

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах, ура тӳрленнӗ пекех, ку та иртсе каять, ҫапла-и?

Но правда ли, что и это пройдет, как исправилась нога?

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Шӑнкӑрав сасси, вӑл пӑртак хӗрелсе каять, йӑл кулса илет; ура сасси, алӑк уҫӑлать.

Звонок; она немного покраснела и улыбнулась; шаги, дверь отворяется.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ура сассисем ҫеҫ илтӗнеҫҫӗ: пуҫ тӑрринчи ҫунтарса пӑхакан хӗвелтен хӑвӑртрах тарса ӳкес тенӗ евӗр, урам тарах рикшасем чупаҫҫӗ.

Слышен был только топот ног, — это безмолвные рикши словно стремились поскорее убежать от жгучего солнца над их головами.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

Вера Павловна хут ҫине пӑхса илчӗ кӑна, ҫавӑнтах хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ, хӑй тупа тунине манса, ура ҫине сиксе тӑчӗ; запискӑна ярса тытас тесе ун алли ҫиҫӗм пек вӗлтлетсе илчӗ, анчах записка инҫе ӗнтӗ.

Едва Вера Павловна бросила на них взгляд, она в тот же миг, вспыхнув, забывши всякие клятвы, вскочила; как молния мелькнула ее рука, чтобы схватить записку, но записка была уж далек.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вера Павловна каллех ура ҫине сиксе тӑчӗ.

Вера Павловна опять вскочила.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вера Павловна ура ҫине сиксе тӑчӗ:

Вера Павловна вскочила.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех