Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сенкер сăмах пирĕн базăра пур.
сенкер (тĕпĕ: сенкер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыйха путса пыракан пысӑк хулан шӑв-шавӗ, трамвайсем чӑнкӑртатни, электричество сенкер ҫутӑпа йӑлтӑртатни — ҫаксем пурте Григорий кӑмӑлне йывӑрлантарса ячӗҫ.

Гул большого засыпающего города, звонки трамваев, голубой переливчатый блеск электричества подействовали на Григория подавляюще.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хутлам-хутламлӑ сӑрт хысакӗ хыҫӗнче юпленсе каякан ҫул пытанса выртать, этемсене тӗлӗк пек тӗлсӗр курӑнса выртакан сенкер пӗлӗтпе ҫӗр хӗрринелле утма илӗртет, анчах ниепле те илӗртсе илеймест, мӗншӗн тесен кулленхи пурнӑҫ кашни этемех хӑйӗн кил-ҫурчӗ ҫумне ҫыхса лартнӑ, вӗсем йывӑр ӗҫпе асапланаҫҫӗ, авӑн ҫапса халтан каяҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑрӑм ҫул, пӗр чунсӑр салхуллӑ йӗр пек кӑна, тавракурӑм ҫиппине татса, куҫа курӑнми инҫете путса ҫухалать.

За волнистой хребтиной горы скрывалась разветвленная дорога, — тщетно она манила людей шагать туда, за изумрудную, неясную, как сон, нитку горизонта, в неизведанные пространства, — люди, прикованные к жилью, к будням своим, изнывали в работе, рвали на молотьбе силы, и дорога — безлюдный тоскующий след — текла, перерезая горизонт, в невидь.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шупкалса кайнӑ хӗвел тӑлӑх арӑм хӑраххи кулса витлешкелет, нимпе вараламан сенкер тӳпе мӑнаҫлӑн йӑлтӑртатса куҫа шартарать.

По-вдовьему усмехалось обескровленное солнце, строгая девственная синева неба была отталкивающе чиста, горделива.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пурте вӗсем ӑна хӑйсен тӗсне ҫухатнӑ этемсем пек туйӑнаҫҫӗ, вӗсен кӑвак, сенкер, симӗсрех тата ытти тӗслӗ куҫӗсенче лӳпперлӗхсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа вӑл чӑртмах этемсем якалса пӗтнӗ тахҫанхи пӑхӑр укҫана кӑна аса илтереҫҫӗ.

Все они казались какими-то вылинявшими, тупое застыло в серых, голубых, зеленоватых и иных глазах, и крепко напоминали хожалые, давнишнего чекана медные монеты.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Силантьев йӗнерӗ ҫинче сиксе илчӗ те ҫӗре персе анчӗ, аллисемпе сенкер инҫете тытса ыталасшӑн пулнӑ пек тапӑлтатса илчӗ…

Подпрыгнув на седле, Силантьев падал, ловил, обнимал руками голубую даль…

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл пӑшалпа персе тивертме ҫук ҫӳлте ҫаврӑнчӗ те, тата ҫӳлерех кармашӑнса, хӗвелтухӑҫнелле вӗҫсе кайрӗ; ун айӗнче сенкер пӗлӗт ытамӗнче шрапнельсем, сӗт пек шурӑ тӗтӗм кӑларса, ҫурӑла-ҫурӑла каяҫҫӗ: зениткӑсемпе переҫҫӗ иккен.

Он кружился на недоступной высоте и полетел на восток, забирая все выше; под ним в голубом плесе вспыхнули молочные дымки шрапнельных разрывов: били из зенитки.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Местечко хыҫӗнчи юханшывра (юханшывӗ капӑр сенкер пӗкече пек авӑнса выртать) шыва кӗрекен ача-пӑчасем ҫуйӑхашаҫҫӗ.

За местечком в речушке (лежала она голубой нарядной дугой) кричали купающиеся ребятишки.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӳтӗлет июльти ӑшӑ кунсен сенкер ҫӑмхи.

Разматывалась голубая пряжа июльских дней.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ял хыҫӗнче ешӗл йывӑҫсем шӗвӗр тӑррисемпе сенкер пӗлӗт тупине тӗкӗленӗ пек вӑрман курӑнса ларать.

За деревушкой, зелеными остриями вонзаясь в синеющий купол неба, виднелись вершины леса.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та вӗри сывлӑшпа хӗрсе тӑракан ҫӗр ҫине ҫумӑр пӗр тумлам та ӳкмест, пӗлӗте шӗвӗр кӗтеслӗ сенкер татӑксене таткаласа, ҫиҫӗм йӑлкӑшать.

Но не падал на землю, пышущую горячечным жаром, дождь, вхолостую палила молния, ломая небо на остроугольные голубые краюхи.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— «Эсӗ — элккем сенкер чечек пек!..» — тет.

— «Ты, гутарит, как цветок лазоревый!..»

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вагон ӑшӗнче ҫеҫенхирти эрӗм шӑрши тӑрать, лаша тарӗпе ҫурхи сӗлкӗш шӑрши кӗрет, ҫав хутранах тата тавракурӑм хӗрринче вӑрман ярӑмӗ, каҫхи тӗксӗм сӑлтӑр пек инҫетри, ытамлайми, салху шухӑша путнӑ сенкер вӑрман ярӑмӗ сулланать.

Пахло в вагоне степной полынью, конским потом, вешней ростепелью, и, далекая, маячила на горизонте прядка леса, голубая, задумчивая и недоступная, как вечерняя неяркая звезда.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Уҫса хунӑ алӑк витӗр ют ҫӗр тӳремлӗхӗ шӑвӑнса иртет, инҫетре сенкер те ачаш вӑрман ярӑмӗ карусель пек ҫаврӑнса юлать.

Мимо раздвинутых дверок вагона скользила чужая равнинная земля, вдали каруселила голубая и нежная прядка леса.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӑрт ярӑмӗсем хыҫӗнче, тӗссӗр кӑвак ҫулсем хыҫӗнче — сенкер те ӑшӑ юмахри ҫӗршыв тата Аксинйӑн чӑрсӑррӑн чечекленекен кая юлнӑ юратӑвӗ…

А за валами гребней, за серой дорогой — сказкой голубая приветливая сторона и Аксиньина, в позднем, мятежном цвету, любовь на придачу.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл урисене сарса ярса, пуҫне хура юн лачаки ӑшне пуҫнӑ, пичӗ ҫине лачкам юнлӑ ҫӳҫ пайӑркисем усӑнса аннӑ; хӑйӗн кун-ҫулне ирттернӗ курӑнать вӑл ҫак хаваслӑ сенкер ҫӗр ҫинче…

Разводя ногами, окунал голову в черную спекшуюся кровь, кровяные сосульки волос падали на лицо; как видно, отходил свое по голубой веселой земле…

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн куҫӗсене улӑм шлепкерен ӳкекен хӑмӑртарах сенкер мӗлке хупӑрланӑ.

На глаза ее падала от соломенной шляпы сизая тень.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗр умӗнхи салхуллӑ та сенкер ӗнтӗркев, каҫхи сӗмлӗхпе хутшӑнса кайрӗ те, хутора, Дона, шурӑ чуллӑ сӑртсене, юханшывӑн леш енчи сенкер-кӗрен тӗтӗм ӑшӗнче чӳхенекен вӑрмансене, ҫеҫенхире хупӑрласа илчӗ.

Предосенняя, тоскливая, синяя дрема, сливаясь с сумерками, обволакивала хутор, Дон, меловые отроги, задонские, в лиловой дымке тающие леса, степь.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫеҫенхир тӑрӑх тавракурӑмӑн сенкер хӑюллӑ хӗрри таранах ҫынсем кӗшӗлтетеҫҫӗ.

По степи, до голубенькой каемки горизонта, копошились люди.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ильинична ҫилпе пӑчӑртанса тухнӑ куҫҫуль тумламне кофтин чӗнтӗрлӗ ҫанни вӗҫӗпе шӑлать, Григорий ҫурӑмӗ ҫинчи сенкер сатин кӗпе ҫил вӗрнипеле епле вӗлтӗртетсе хӑмпӑлчӑланни ҫине куҫне мӑч-мӑч тутарса пӑхать.

Ильинична кружевным рукавом кофты вытирала выжатую ветром слезинку, мигая, глядела, как на спине Григория трепещет, надуваясь от ветра горбом, сатиновая синяя рубаха.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Темиҫе ҫӗр ҫывӑрмасӑр ирттернӗрен, унӑн сарлака янах шӑммиллӗ пичӗ ҫинчи хӑмӑр ӳтне сенкер тӗс ҫапрӗ, хура та типӗ куҫӗсем путса аннӑ куҫ лакӑмӗсенчен ӗшенчӗклӗн пӑхакан пулчӗҫ.

От бессонных ночей коричневая кожа скуластого его лица отливала синевою, из ввалившихся глазниц устало глядели черные, сухие глаза.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех