Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килет (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вӑл Каледин хӑйӗн паритечӗпе тӗрленӗ хутаҫ йӑтнӑ ухмах пек йӑкӑртатса ҫӳренинчен те кӑштах килет.

Отчасти даже потому, что Каледин носится со своим паритетом, как дурак с писаной торбой.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пӗлес килет: ревкома кам-кам кӗрет-ши?

Любопытно — кто пройдет в члены.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ахаль те виҫӗ ҫул ҫурӑ окопсенче пӑнтӑхрӑмӑр, татах та вӑрҫмалла килет пулсан вара, калас пулать, ывӑнса ҫитрӗҫ казаксем…

И так три года с половиной мурели в окопах, а ежели, к тому сказать, ишо доведется воевать, то казаки уморились…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Турӑҫӑм, ара вӗт, хайхи, пӗлес килет!..

— Господи божа, да ить, стал-быть, любопытственно!..

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пирӗн ҫине Руҫ вӑрҫӑпа килет пулать те, эсир кил тӑрӑх йӑкӑртатрӑр-и-ха?

Русь на нас войной идет, а вы — по домам?

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каледин пирӗн ҫине походпа килет текен хыпар пур.

Есть сведения, будто бы Каледин собирается в поход на нас.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗҫ вӑхӑтран килет.

Дело во времени.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Гриша, эсӗ, тусӑм, ҫавна ӑнлан, — ку чи кирли вӑл: халлӗхе казака та, хресчене те большевиксемпе ҫула май килет.

— Гриша, ты, дружок, пойми вот что — это основное: сейчас казаку и крестьянину с большевиками по пути.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑштах тӑрсан инҫетре, ешӗл ҫеҫенхирте, хӗрлӗ кайӑк пек, ялав вӗлкӗшсе илчӗ, унтан сиккипе килекен буркӑллӑ юланутсем курӑнса кайрӗҫ, юланутсем хыҫӗнчен тачанкӑсем, линейкӑсем ҫӗмӗрттерсе пынӑ, инҫерен пӑхсан — туй килет темелле!

А через некоторое время вдали над зеленой степью алой птицей взметнулся флаг, затем показались скачущие всадники в бурках, а за всадниками катились тачанки и линейки, — издали свадебный поезд, да и только!

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кӑшт ватӑрах та эпӗ юпасем тӑрӑх тапаланма, — терӗ Прохор, — ӗҫӗ аван, кӑмӑла килет.

— Староват я малость по столбам карабкаться, — отвечал Прохор, — а дело занятное, по душе пришлось.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ан тавлашӑр, такам килет, — терӗ Савва, ҫул ҫинче машина килнине курса.

— Не спорьте, кто-то едет, — сказал Савва, заметив на дороге, машину.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗр-пӗр посол самолетпа вӗҫсе килет — ӑна хисеп, духовой оркестр, тӗрлӗ церемони унта, — мӗнле государствӑна килнине пӗлсе тӑтӑр…

Прилетит на самолете какой-нибудь король или президент, а ему почет, духовой оркестр и там разная церемония, — пусть знает, в какое государство приехал…

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шӳтле ӗҫ мар — станицӑна электричество килет!

Ведь это же не шуточное дело — в станицу идет электричество!

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ӗненетӗп, ыйху килет сан.

— Верю, спать хочешь.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ман питӗ киле каяс килет.

Я так соскучилась по дому!

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗр каҫ ҫывӑрмарӑм та, пӗчӗк ача пек ҫывӑрас килет

Ночь не поспала, и так хочется спать, как малому ребенку…

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах питӗ ыйхӑ килет.

Только очень спать хочется.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сереженька килет!

— Сереженька едет!

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗтӗм ӗҫ шывран килет тетчӗ мана Прохор…

А Прохор доказывал мне, что все упирается в воду…

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Килетӗп тенӗ пулсан, килет ӗнтӗ!

— Ну, приедет, ежели обещал!

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех