Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫемен Анфиса ҫинчен куҫ илмесӗр ҫаплах йӑлтӑр куллипе ҫиҫсе тӑрать: «Чим, Сережа, лайӑхрах пӑхаймарӑм-ха», — теҫҫӗ унӑн куҫӗсем.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл куҫ Врублевскин чӑн-чӑн куҫӗнчен пӗрре те уйрӑм пулман.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Кама та пулин мӗн акнине пухса илме тивет, эпӗ… куҫ курӗ унта, — терӗ Бунчук, куҫӗсене хӗссе илсе.— Кто-то посеянное будет собирать, а я… погляжу, — Бунчук сощурил глаза.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ман куҫ умне, вӑл укҫа ҫук тесе ӗнентернӗ чухнехи сӑн-сӑпачӗ, нимӗн суйман пек пӑхакан мӑйӑр хуппи тӗслӗ куҫӗсем тухса тӑчӗҫ.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий куҫ шӑрҫине ҫунтарсах яракан ҫутӑ ӳкнипе куҫне хӗссе утать.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Дуняшка пӗвӗнче мӗскӗн ачалӑхпа чечекленсе пыракан айван ҫамрӑклӑх иккӗш те пӗр хутӑшах: кофтисем айӗн пысӑках мар кӑкӑрӗсем кӗретӗнех ӳссе ҫӗкленсе пыраҫҫӗ, хулпуҫҫийӗсем сарӑлма пуҫларӗҫ; анчах вӑрӑм та кӑшт кӑна чалпашларах куҫ хушӑкӗсенче ҫав-ҫавах именчӗклӗ те чӑрсӑр йӑм-хура куҫсем, сенкертерех куҫхаршиллӗскерсем, хӗлхемленеҫҫӗ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫитнӗ-ҫитменех унӑн сарӑлса кайнӑ куҫ шӑрҫийӗсем ҫине тур лашан вилӗм сехӗрлӗхӗпе урса кайнӑ юн тӗслӗ куҫӗсем тирӗнчӗҫ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Асӑрхамасть вӑл, епле унӑн кашни ирӗксӗр куҫ ытамнех, Пантелей Прокофьевича сарӑм сарма пулӑшнӑ хутранах, хӑйӗн салхуллӑ та килӗшӳллӗ куҫӗсемпе Наталья турта-турта илнине; ашӑм карти тавра лашасем хӑвалакан Петро ун ҫине пӑха-пӑха илнине, хӑй ӑшӗнче темӗн ҫинчен шутласа, ӑна питленӗн сӑмсине каҫӑртса кулнине те вӑл курмасть.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий мӑкӑрӑлса тӑракан кӑвакрах куҫ шуррине мӑкӑльтеттерсе илчӗ те куҫне аяккалла пӑрчӗ.Григорий ворочал синими выпуклыми белками, отводил глаза в сторону.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Темиҫе ҫӗр ҫывӑрмасӑр ирттернӗрен, унӑн сарлака янах шӑммиллӗ пичӗ ҫинчи хӑмӑр ӳтне сенкер тӗс ҫапрӗ, хура та типӗ куҫӗсем путса аннӑ куҫ лакӑмӗсенчен ӗшенчӗклӗн пӑхакан пулчӗҫ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Дарья, куҫӗсене хӗвелтен аллаппипе хӳтӗлесе, упӑшкин тусан чаршавӗ хыҫӗнче вӗлтӗртетекен шурӑ кӗпи ҫинчен куҫ илмесӗр, пӗр вӗҫӗмсӗр сӑнать.Дарья из-под ладони следила за белой, занавешенной пылью рубахой мужа.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Куҫ шӑрҫисем кушакӑнни пек, вылянмасӑр пӑхаҫҫӗ, ҫавӑнпа та Митька куҫӗсем епле пӑхнине астуса юлма та ҫук.Зрачки — кошачьи, поставленные торчмя, оттого взгляд Митькин текуч, неуловим.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сӑн-питне пӑхрӗ, — сӑн-пичӗ те куҫ умӗнчех улшӑнма пуҫларӗ: сӑмси вӑрӑмланса тути тӗлнех ҫитрӗ; ҫӑварӗ самантрах хӑлха таран карӑлса кайрӗ; ҫӑварӗнчен шӑлӗ тухрӗ те аяккинелле кукӑрӑлса ларчӗ, — пан Данило куҫӗ умне шӑп та шай хайхи есаул патӗнче, туйра курнӑ тухатмӑш тухса тӑчӗ.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫак вырӑнтах аҫа ҫаптӑр мана, эхер те вӑл ман куҫ умӗнче сан пуҫӑнтан та пысӑкрах куркана пӗрре куҫ хӗсмесӗр ӳпӗнтерсе кӑтартман пулсан».
XII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑкӑрсем, михӗсем, утӑ лавӗсем, цыгансем, чӳлмексем, хӗрарӑмсем, премӗксемпе ҫӗлӗксем, — пурте куҫа яр курӑнаҫҫӗ, ула-чӑла, йӗркесӗр, куҫ умӗнче ушкӑнӑн-ушкӑнӑн хыпаланса ҫӳреҫҫӗ, хӗвӗшеҫҫӗ.
II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӗсем, чӑнах та, минучӗпех пӗр шарламасӑр, куҫ сиктермесӗр пӗр-пӗрне куҫран пӑхса тӑчӗҫ, анчах уйрӑлма вӑхӑт ҫитсен, Лена сасартӑк малалла туртӑнчӗ те пуҫӗпе Юргин кӑкӑрӗ ҫумне лӑпчӑнчӗ…
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тин ҫеҫ ҫулса купаланӑ утӑ капанӗ ҫинче выртнӑ пек, ҫил вара санӑн ҫӳҫне майӗпен вӗлкӗштернӗ пек туйӑнать, тӗрлӗ курӑк шӑрши, пиҫсе ҫитнӗ ҫӗр ҫырлипе пыл шӑрши ҫапать, хӗвел, куҫа епле хупсан та, куҫ хӑрпӑкӗсем хушшинчен кӗрет, — сан умӑнтан шӑрӑх ҫутӑ тӗтре пек шуса иртет, Ҫапла, ҫакӑн пек тахҫан авал пулнӑ…
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ӳкерчӗк ҫине пӑхатӑн та, ҫеҫенхирпе пынӑн туйӑнать, вара куратӑн; куҫ вӗҫне ҫитерейми анлӑ таврара пур ҫӗрте те хура-кӑвак ҫӑм — кӗтӳ хыҫалтан ҫил хӑвалакан пӗлӗт пек шуса пырать, хӑй йӗри-тавра тутӑ та ӗҫсӗр аптӑранӑ йытӑсем сӑрса илнӗ чабан сӑрт ҫине улӑхса тӑнӑ та таҫта инҫене шухӑшлӑн пӑхать; е эсӗ куҫса ҫӳрекен электростанцине куратӑн, ун патӗнчен электрошнурсем тӑрӑх хачӑсем пӗр вунна яхӑн тӑсӑлса выртаҫҫӗ; инҫех те мар сурӑхсене пӗр рете вырттарса тухнӑ — ӑста, хачӑсем тачка сийлӗ ҫемҫе те йывӑр ҫӑма каса-каса илеҫҫӗ, вара сурӑхсен ҫурӑмӗ ҫинчен ҫӗре ӑшӗ сарӑрах та шурӑ тӗслӗ кӗрӗк сӗвӗнсе ӳкет…
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унӑн актив пухӑвне аса илес килмен, анчах куҫ умне пӗрре залра ларакан хумхануллӑ ҫынсен пит-куҫӗсем, тепре Аршинцевӑн ҫилленчӗклӗ те ҫунса тӑракан куҫӗсем туха-туха тӑчӗҫ; ӑна шавланӑ сасӑсем те, мӑшкӑлласа-кулса каланисем те, трибуна ҫинчен Ефим Меркушев: «Эпир сирӗнпе ӑмӑртуна тухса, эсир малта пыракан ҫынсем, сирӗнпе юнашар пыма йывӑртарах иккенне лайӑх пӗлетпӗр, анчах сирӗн Хворостянкин пек председательсем те пур пулсан… унӑн аван мар ӗҫӗсем ҫинчен эпир паян йӑлӑхичченех итлерӗмӗр…» — тесе калани те илтӗннӗ пек туйӑнчӗ.
XXVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ун ҫине Травкин тӗттӗме хӑнӑхса ҫитнӗ куҫӗсемпе тинкерсе пӑхнӑ та, пысӑк уссисене тата хура та ырӑ куҫ лупашкисене курнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.