Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: II

Пай: Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем –> Сорочинцы ярмӑркки

Автор: Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин

Ҫӑлкуҫ: Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хушнӑ: 2020.02.02 15:09

Пуплевӗш: 28; Сӑмах: 492

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Що боже, ти мiй господи! чого нема на тiй ярмарцi! колеса, скло, дьоготь, тютюн, ремiнь, цибуля, крамарi всякi… так, що хоть би в кишенi було рублiв iз тридцять, то i тогди б не закупив усiеi ярмарки!

Малороссири комедирен.

Эсир ӑҫта та пулин инҫетрен илтӗнекен шыв сикки кӗрленине илтнӗ пулӗ. Ун пек чухне пӗтӗм тавралӑх хускалнӑн туйӑнать, кӗрлесе тӑрать пек, тӗлӗнмелле илемлӗ, пӗр-пӗринчен уйӑрса илме ҫук сасӑсен пӑтравлӑ шӑвӗ сирӗн умӑртан ҫавраҫил евӗр ыткӑнса иртет пек. Ҫавӑн пекрех туятӑр вӗт-ха эсир хӑвӑра хӑвӑр ялти ярмӑркка кӗрлесе тӑнӑ чухне те? Ҫапла вӗт? Пӗтӗм халӑх пӗрлешсе пӗр пысӑк та хӑрушла кӳлепе евӗр пулса каять те вара, плошадьре, тӑвӑр урамсенче пӗтӗм кӳлепипе хускалса илет, кӑшкӑрашать, шавлать, кӗрлет. Ҫавӑн пек туйӑнать вӗт-ха ярмӑрккара? Шӑв-шав, харкашу, ӗнесемпе вӑкӑрсем мӗкӗрни, пӳтек-сурӑхсем макӑрни, тискеррӗн ҫухӑрни, — йӑлтах пӗрлешсе кайса пӗр тикӗс мар сасӑ пулса тӑрать. Вӑкӑрсем, михӗсем, утӑ лавӗсем, цыгансем, чӳлмексем, хӗрарӑмсем, премӗксемпе ҫӗлӗксем, — пурте куҫа яр курӑнаҫҫӗ, ула-чӑла, йӗркесӗр, куҫ умӗнче ушкӑнӑн-ушкӑнӑн хыпаланса ҫӳреҫҫӗ, хӗвӗшеҫҫӗ. Тӗрлӗ сасӑллӑ калаҫусем пӗрне-пӗри путарса хураҫҫӗ, пӗр сӑмахне те уйӑрса илме ҫук, пӗрне те ҫӑлса хӑвараймӑн ҫав потопран; пӗр кӑшкӑрашу та уҫҫӑн; ӑнланмалла илтӗнмест. Суту-илӳҫӗсем пӗр-пӗринпе хаклашса аллисемпе хаплаттарни ҫеҫ илтӗнсе тӑрать пур енчен те. Лавсем ишӗлеҫҫӗ, тимӗр чӑнкӑртатать, ҫӗре илсе пӑрахнӑ хӑмасем хаплатаҫҫӗ, ҫаврӑнса кайнӑ пуҫ вара, ниҫта кайса кӗме аптрать. Пирӗн мужик хӑйӗн хура куҫхаршиллӗ хӗрӗпе чылайранпа ӗнтӗ халӑх хушшинче тӗрткелешсе ҫӳрет: пӗр лавӗ патне пырать, теприне хыпашласа пӑхать, хӑшӗ-пӗринпе хаклашать, анчах та пуҫӗнчи шухӑшӗсем унӑн ҫаплах-ха хайхи тулӑ миххисемпе хӑй сутма илсе килнӗ ватӑ кӗсри патӗнче ҫаврӑнкаласа ҫӳреҫҫӗ. Сан-питрен пӑхсах курӑнать ӗнтӗ, хӗрӗн ҫак ҫӑнӑхпа тулӑ тиенӗ лавсем патӗнче хӗвӗшсе ҫӳресех килмест. Унӑн ҫав хӗрлӗ хӑюсем, хӑлха алкисем, тӑхлан та пӑхӑр хӗрессем, червонецсем ҫакса эрешлесе пӗтернӗ палатка патнелле каяс килет. Анчах вӑл кунта та хӑйне курмалӑх сахал мар япала тӗл пулать: пуринчен ытла ӑна цыганпа мужик хаклашса алӑ ҫапни култарать. Пӗр-пӗрин аллине ҫав тери хытӑ ҫапнӑран, ыратнине чӑтаймасӑр, вӗсем хӑйсем те кӑшкӑра-кӑшкӑра илеҫҫӗ, пӗр ӳсӗр жид хӗрарӑма хыҫалтан тапса илни те култарать ӑна; суту-илӳ тӑвакан хӗрарӑмсем харкашни те; москаль хӑрах аллипе хӑйӗн качака сухалне шӑлкаласа… Анчах та сисрӗ хӗр, тахӑшӗ кӑрт туртрӗ ӑна тӗрленӗ кӗпе ҫаннинчен. Ҫаврӑнса пӑхрӗ, — ун умӗнче шурӑ свиткӑллӑ, йӑлкӑшса тӑракан куҫлӑ йӗкӗт тӑра парать! Пӳ-сийӗ чӗтренсе илчӗ унӑн, чӗри хӑвӑрттӑн тапма тытӑнчӗ, нихҫан та, темӗнле савӑнӑҫ пулсан та, темӗнле хуйхӑ-суйхӑ пулсан та, хальхи пек тапманччӗ вӑл: тӗлӗнмелле пек те, ытармалла мар пек те туйӑнчӗ ӑна, хӑй те ӑнланса илеймерӗ вӑл хӑйне мӗн пулнине.

«Ан хӑра, чунӑмҫӑм, ан хӑра! — ҫурма сасӑпа каларӗ вӑл ӑна, аллинчен тытса. — Ырӑ мар сӑмах калассӑм ҫук сана!»

«Тен, чӑнах та, ырӑ мар сӑмах каламӗ, — шухӑшларӗ чипер хӗр хӑй ӑшӗнче, — анчах та ытла тӗлӗнмелле… усал илӗртет пуль! Хӑвах пӗлетӗн вӗт-ха апла тума юраманнине… анчах та вӑй ҫитмест ун аллинчен хам аллӑма илме».

Мужик ҫаврӑнса пӑхрӗ, хӗрне темӗн каласшӑнччӗ вӑл, анчах аякра «тулӑ» тени илтӗнчӗ. Ҫак асамлӑ сӑмах ӑна ҫак самантрах пӗр-пӗринпе хыттӑн калаҫса тӑракан икӗ купца патне илсе ҫитерчӗ, вӗсем ҫине пӑхрӗ те вара вӑл, тек уйрӑлса каяймарӗ, каҫса кайсах итлеме тытӑнчӗ. Акӑ мӗн калаҫнӑ купцасем тулӑ ҫинчен.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех