Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗт сăмах пирĕн базăра пур.
вӗт (тĕпĕ: вӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрхенетӗн, вӑтанатӑн, Шиллершӗн, Шеллингшӑн хуйхӑратӑн (вӑл вӗт яланах чаплӑ ҫынсене тупасшӑн), акӑ ӗнтӗ эсӗ ҫӗнтертӗн те, эпӗ вара, телейсӗрскер, шӳтлеме тӑрӑшатӑп… тата… ҫав хушӑра…

… ты краснеешь, смущаешься, толкуешь о Шиллере, о Шеллинге (она же всё отыскивает замечательных людей), вот ты и победил, а я, несчастный, стараюсь шутить… и… и… между тем…

V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Эпӗ паян питӗ айванла хӑтлантӑм, тӗрӗс вӗт? — кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ Шубин.

— Не правда ли, я был очень глуп сегодня? — спросил внезапно Шубин.

V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Эсӗ килне каятӑн вӗт?

Ведь ты домой идешь?

V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ку вӗсен тивӗҫӗ вӗт.

Это их право.

IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Пӗр сӑвва эпӗ ҫапла ҫырма пуҫланӑччӗ; пӗрремӗш сӑвви, туррипе кала, лайӑх вӗт; анчах иккӗмӗшне ниепле те тупаймарӑм.

Я было так начал одно стихотворение; сознайся: славный первый стих, да второго никак подобрать не мог.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫутҫанталӑк… шкулта калакан кивелнӗ сӑмах кӑна вӗт!

Природа… какое холодное, школьное выражение!

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Калама кӑна ансат: виҫҫӗмӗш кандидат пулса тухрӑн вӗт!

Шутка сказать: вышел третьим кандидатом!

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Эс пӗлетӗн вӗт ӑна!

 — Ты же знаешь!

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫакӑн ҫинчен калатӑн вӗт эсӗ?

Ты ведь об этом говоришь?

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пурпӗрех госпиталӗн вӗт

Госпитальный ведь…

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тӗрӗссипе калас-тӑк, эпӗ те авланнӑ вӗт

В общем, я ведь тоже женился…

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унта ӗҫӗ те нумаях мар вӗт.

Там ведь и работы не так много.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Ҫутӑ кӗртмест вӗт вӑл капла.

 — Свет загораживает.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑн, Верочкӑн аптӑрамасть вӗт.

Вон у Верочки ведь ничего.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Ӑнлантӑн-и, айванла вӗт, — пӑшӑлтатрӗ Вадя.

— Понимаешь, как глупо, — шептал Вадя.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Соколов вӗт вӑл…

Ведь Соколов…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ку вӗт!..

Ведь это!..

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Пӑхӑр-ха, генерал вӗт вӑл.

— Смотрите, а ведь это генерал.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Берлин хыҫҫӑн кунта вилсе выртни айванла пулать вӗт, э? — мӑкӑртатрӗ вӑл, комвзвод хушнипе пӗр карта патне ҫитсе выртсан.

— Наверно, глупо вот так погибнуть здесь, после Берлина, а? — произнес он, когда мы залегли по команде комвзвода возле какой-то ограды.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ку вӗт вӑл…

Ведь это же…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех