Шырав
Шырав ĕçĕ:
Стукотей васкамасӑр ӗҫсе ярать, тутисене ҫулласа илет, куҫӗсене хупса, пӳрни ҫумне пӳрнине хурса сӑптӑрса кӑтартса тата мӗн те пулин ҫыртмалли кирлӗ пулнине систерет.
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
Сасартӑк вӑл тутисене чалӑштарчӗ, Муромецӑн тарланӑ мӑйӗ ҫине выртрӗ те сасӑсӑр макӑрса ячӗ.Вдруг он скривил лицо, уткнулся в парную шею Муромца и глухо всхлипнул.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫирӗп, тип-тикӗс те ҫинҫерех ураллӑ, ҫамки ҫинче ластака ҫилхеллӗ, ун айӗнчен вутла ҫунакан куҫсем ҫиллессӗн те шанмасӑртарах пӑхаҫҫӗ, вайлӑ тутисене ҫат ҫыртнӑ ҫак савӑк чӗрчун ҫумне ҫыхӑнмаллипех ҫыхӑнса лартӑм эпӗ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хирӗҫ кӗрешнӗ май, вӑл ҫӗр ҫине тӳнсе кайрӗ, вара, хавассӑн кулса-ахӑлтатса та хӑвӑрт-хӑвӑрт сывланӑран уҫӑлса кайнӑ нӳрлӗрех, савӑк тутисене ман еннелле тӑсса, мана та хӑй хыҫҫӑн илӗртрӗ…
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Обломов сасартӑк йӑвашланчӗ: ун умӗнче йӑваш Ольга мар, мӑнаҫлӑхпа хаярлӑхӑн кӳреннӗ турри тӑрать, вӑл тутисене чӑмӑртанӑ, куҫӗсемпе ҫиҫӗм ҫиҫтерет.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Гаврик тутисене шӑлӗ шаннӑ ҫын пек пӑркаларӗ.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кимӗсем ҫинче ҫӗнӗ коленкор кӗпесем тӑхӑннӑ хӗрсем, тутисене тӑснӑ, хӗвелпе пиҫнӗ ҫара уран арҫын ачасем лараҫҫӗ.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Шалтӑрккаран илтетӗп! — мӑкӑртатрӗ те тутисене хӗссе, ҫавӑнтах кӗсмен айӗнчен шыва ҫав тери хытӑ сирпӗтрӗ.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Ӑнланатӑп, — терӗ Петя, тутисене ҫеҫ вылятса.
XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Гаврик, тарӑн шухӑша кайнӑ пек, салхуллӑ пулнӑ, шӑнса кӑвакарнӑ тутисене хытӑ ҫыртнӑ.
XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тутисене хӗссе, вӑл старике хӑлхаран ҫав тери вӑйлӑ ҫапрӗ, вара старик пӗтӗм пӗвӗпе стена ҫумне кайса ҫапӑнчӗ.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тутисене хытӑ ҫыртнӑ, сӑмси ҫуркаланнӑ, ҫаврака куҫ, шӗвӗр янах, пӗрмеллӗ калпак…Плотно сжаты губы, облупленный носик, круглый глаз, острый подбородок, чепчик с оборочками…
XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Гаврик тутисене хытӑ ҫыртнӑ, аллине кышланӑ.
XXI. Тупата // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн чӗлхи ҫав тери кӗҫӗтнӗ, вара ача, калаҫма чарас тесе, хӑйӗн тутисене пӳрнисемпе вӑйпах хӗстерсе тытнӑ.
XXI. Тупата // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗтӗм историе каласа пӗтерсен, Петя васкаса тутисене ҫулласа илчӗ те, сывлӑш ҫавӑрмасӑрах пӗтӗм историе ҫӗнӗрен каласа пама тытӑнчӗ.
XXI. Тупата // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӗрарӑм тутисене сиктеркелерӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Леш тутисене хускатса илчӗ.
XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл темӗн карса илнӗ куҫӗсене нимӗн пӗлмесӗр уҫса пӑхрӗ, ҫуннӑ тутисене хускаткаларӗ.Он только бессмысленно повел глазами с мутной поволокой и пошевелил воспаленным ртом.
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Гаврик пулӑ корзинкине ури патне лартнӑ та, пӳрнисене хыттӑн хутлатса, тутисене вылятса шутлама тытӑннӑ.Гаврик поставил к ногам садок и зашевелил губами, крепко загибая пальцы.
XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тутисене чӑмӑртаса, ача урисемпе хӑвӑрт ӗҫлеме тытӑнчӗ.
XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949