Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Эпӗ сана еткерлӗхе панине эсӗ хӑвна пула ҫухатӑн, сана хӑв пӗлмен ҫӗршыва ярӑп, тӑшманусен чури тӑвӑп, мӗншӗн тесессӗн эсир Ман ҫиллӗмӗн ҫулӑмне чӗртсе ятӑр; ҫав вут-ҫулӑм ӗмӗр-ӗмӗрех ҫунса тӑрӗ.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпӗ вӗсене усал ӗҫӗсемпе ҫылӑхӗсемшӗн икӗ хут ытла тавӑрӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Манӑн ҫӗрӗме ирсӗрлетрӗҫ, ӑна хӑйсен вилӗ йӗрӗнчӗкӗсемпе тата хӑйсен ирсӗрлӗхӗпе тултарса лартрӗҫ.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анчах та тупа тунӑ чухне: «Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» теме чарӑнас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа; 15. ун чухне урӑхла калӗҫ: «Израиль ывӑлӗсене Хӑй хӑваласа янӑ ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен, ытти мӗнпур ҫӗрсенчен каялла илсе килнӗ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» тейӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене вӗсенӗн ашшӗсене панӑ ҫӗр ҫине илсе килӗп.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсемпе пӗрле ларса ӗҫсе ҫиме ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫуртне те ан ҫӳре, 9. мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ ҫак вырӑнта, сирӗн куҫӑр умӗнче, эсир пурӑнакан вӑхӑтра савӑнӑҫ сассине те, хаваслӑх сассине те, кӗрӳ каччӑ сассине те, кин сассине те чарса лартӑп.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вилнисене асӑнакан ҫурта ан кӗр, вӗсемпе пӗрле ан хӳхле, вӗсене хӗрхенсе ан хурлан, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ҫак халӑхран Хам паракан канӑҫлӑха, ырӑлӑха, хӗрхенӗве туртса илтӗм, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Мӗншӗн тесессӗн ҫак вырӑнта ҫуралакан ывӑлсемпе хӗрсем ҫинчен, вӗсене ҫуратакан амӑшӗсем ҫинчен, вӗсене ҫак ҫӗр ҫинче ӗрчетекен ашшӗсем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: 4. вӗсем йывӑр вилӗмпе вилсе пӗтӗҫ, вӗсемшӗн хӳхлемӗҫ, вӗсене пытармӗҫ; вӗсем ҫӗр ҫийӗнче тислӗк вырӑнне пулӗҫ; хӗҫпе те выҫӑпа вилсе пӗтӗҫ, вӗсен виллисем вӗҫен кайӑксен тата ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксен ҫимӗҫӗ пулӗҫ.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эхер те сана: «ӑҫта каяс-ха пирӗн?» тесессӗн, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: вилмеллисем — вилме, хӗҫ айне пулмаллисем — хӗҫ айне, выҫлӑхпа пӗтмеллисем — выҫлӑха, тыткӑна лекмеллисем тыткӑна кайччӑр.
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хир ашакӗсем те сӑртлӑ вырӑнсенче тӑраҫҫӗ, шакал пек хӑйӑлтатаҫҫӗ; куҫӗсем тӗксӗмленсе ларнӑ, мӗншӗн тесессӗн курӑк ҫук.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Айпӑлан та хирте пӑруласа пӑрушӗсене пӑрахса каять, мӗншӗн тесессӗн курӑк ҫук.5. Даже и лань рождает на поле и оставляет детей, потому что нет травы.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Акӑ санӑн шӑпу, Эпӗ уйӑрса панӑ паю, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Мана мантӑн, ултава шантӑн, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсир ҫакна итлемесессӗн, манӑн чунӑм вӑрттӑн йӗрӗ, сирӗн мӑнаҫлӑхӑршӑн ӗсӗклесе макӑрӗ, вӗри куҫҫульпе йӗрӗ, куҫӑмран вӗҫсӗр куҫҫуль юхӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа кӗтӗвӗ тыткӑна лекрӗ.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑнпа сан чунна шыракан, «пирӗн алӑран вилес мар тесессӗн, Ҫӳлхуҫа ячӗпе вӗрентсе ан ҫӳре» теекен Анафоф ҫыннисем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать; 22. ҫавӑнпа Саваоф Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсем патне пырса пӑхӑп: вӗсенӗн яш ачисем хӗҫрен вилӗҫ; вӗсенӗн ывӑлӗ-хӗрӗ выҫӑпа вилӗ.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хуйхӑ ҫитрӗ мана! асапланатӑп, суранӑм чӑтма ҫук ыратать, ӑшӑмра: «чӑтса ирттерӗп-ха» тесе шухӑшланӑччӗ; 20. анчах чатӑрӑм пушанса юлчӗ, вӗренӗмсем татӑлса пӗтрӗҫ; ачамсем мана пӑрахса кайрӗҫ, вӗсем ҫук ӗнтӗ: чатӑрӑма лартакан та, ӑна каракан та ҫук, 21. мӗншӗн тесессӗн кӗтӳҫӗсем ӑссӑрланса кайрӗҫ, Ҫӳлхуҫана шырамарӗҫ, ҫавӑнпа ӑнӑҫсӑр вӗсем, вӗсен пӗтӗм кӗтӗвӗ саланса пӗтнӗ.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем — хӑяр йӑранӗ ҫинчи катемпи пекех, калаҫмаҫҫӗ; вӗсене йӑтса ҫӳреҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем утма пултараймаҫҫӗ.5. Они - как обточенный столп, и не говорят; их носят, потому что ходить не могут.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Мухтанакан Мана ӑнланнипе, Эпӗ ҫӗр ҫинче ырӑлӑх, сут, тӳрӗлӗх тӑвакан Турӑ пулнине пӗлнипе мухтантӑр, мӗншӗн тесессӗн Маншӑн ҫакӑ ҫеҫ кӑмӑллӑ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: парнесем кӳрӗр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене кӳрӗр, аш ҫийӗр; 22. сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кун Эпӗ вӗсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне ҫинчен, ытти парне ҫинчен каламарӑм, ӳкӗтлемерӗм, 23. анчах вӗсене ҫакӑн пек ӳкӗтлерӗм: «Мана итлӗр, вара Эпӗ сирӗн Туррӑр пулатӑп, Эсир Манӑн халӑхӑм пулатӑр, хӑвӑра ырӑ пултӑр тесессӗн, Эпӗ вӗрентекен ҫулпа ҫӳрӗр» терӗм.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӗркӗчӗ ҫунса кайрӗ, тӑхлан вутпа шӑранса пӗтрӗ: шӑратаканӗ кӑлӑхах шӑратрӗ, юрӑхсӑрри хӑпмарӗ; 30. пӑрахӑҫ кӗмӗл тесе ят парӗҫ вӗсене, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа вӗсене пӑрахрӗ.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӗнтӗ вӗсен ҫурчӗсем те, вӗсен хирӗсемпе арӑмӗсем те ыттисен аллине куҫӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ аллӑма ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ҫине тӑсӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑншӑн вӗсене вӑрманти арӑслан тапӑннӑ, вӗсене пушхир кашкӑрӗ тӑпалать, хула хӗрринче вӗсене барс сыхласа тӑрать: хуларан тухакана туртса ҫурӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсем нумайланчӗҫ, Турӑран уйӑрӑлсах кайрӗҫ.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫӗр ҫакна пула йӗрсе ярӗ, ҫӳлти пӗлӗтсем тӗксӗмленӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ каланӑ, Эпӗ палӑртса хунӑ, ҫакӑншӑн ӳкӗнмӗп те, ҫакна улӑштармӑп та.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.