Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унпа (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унпа пӗрле тата тӑватӑ петлица пулнӑ — капитанпа аслӑ лейтенант.

Ее сопровождали еще четыре петлицы — капитан и старший лейтенант.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унпа юнашарах тетрадь выртать.

Рядом с ним лежала тетрадка.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Атя, ҫӑва патне унпа! — терӗ вӑл.

— Бог с ним! — сказал она.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Мускав пурӑнать-ха, анчах унпа Торькинчен, Куйбышевран, Свердловскран ҫыхӑнма Ногин площадӗнчен ҫыхӑнассинчен йывӑртарах-ха.

Москва продолжала жить, а связываться с нею из Горького, Куйбышева, Свердловска, естественно, было труднее, чем с площади Ногина.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унпа юнашар, ҫӗр ҫинче, снаряд хуҫса антарнӑ пысӑк арка выртать — сунар хуҫалӑхне кӗмелли алӑк пулас ӗнтӗ вӑл: Унтах пульӑсемпе ала пек шӑтарса пӗтернӗ фанер татӑкӗ пур.

Рядом лежала на земле скошенная снарядами арка — видно, бывший вход в охотничье хозяйство: И тут же изрешеченная пулями и осколками фанера.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Аттене эпӗ вӑрҫӑччен те килте сахал курнӑ, халь вара, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа — пушшех сахал, анчах эпир унпа пӗчӗк ӗҫре те, пысӑккинче те яланах пӗр чӗлхе тупатпӑр.

Я реже видел отца и до войны, и особенно теперь — в войну, но мы всегда находили с ним общий язык и в больших делах и в малых.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Паян пул хуть эс унпа.

Побудь хоть с ним сегодня.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Юлашкинчен манӑн делӑна тупрӗҫ, Геннадий Васильевич унпа паллашма пикенчӗ.

Наконец мое дело нашли, и Геннадий Васильевич стал читать его.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унпа кӳршӗлли те, унран кӑшт аякрарахри те хупӑ.

И еще один, по соседству, закрыт, и еще, чуть дальше.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унпа пӗрле тата икӗ арҫын хӑпарнӑ иккен.

С ним поднялись и еще двое мужчин.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ унта ыткӑнтӑм, кун пеккине кӗтменскер, васканипе йӑнӑш туса хутӑм: пиншака хыврӑм та ҫулӑма унпа хуплама пикентӗм.

Я бросился туда и совершил в отчаянии явную глупость: скинул куртку и попробовал ею прикрыть огонь.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир пурпӗрех унпа чӑн-чӑн туссем.

Но мы, право, по-настоящему дружим.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Мӗн тумалла ӗнтӗ халь унпа?

 — Что теперь делать с ним?

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ан тив, чӗнтӗр вӑл киле, паллаштартӑр унпа пире.

Ну пусть позовет ее домой, познакомит.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Е хӗрачине унпа ҫӳреме интереслӗ, вӑл ӑслӑ, хӗрачи аплах мар пулсан, е…

Или ей интересно с ним, если, допустим, он умный, а она не очень, или…

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хӗрачи унпа ҫӳрет-ҫке-ха, калаҫать.

 — Ведь девочка ходит с ним, разговаривает.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир унпа Киров урамне тухрӑмӑр.

Мы вышли с ней на улицу Кирова.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унпа калаҫнӑ чух вара сасартӑк акӑш-макӑш калаҫма тытӑнакан пултӑм, пӗррехинче вӑл манран тӗлӗнсех кайрӗ:

А в разговорах с ней переходил вдруг на такой разухабистый тон, что однажды она удивилась:

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Юлташла кӑна эпир унпа.

Мы просто дружим.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫулталӑк каялла та, проекчӗ пирки шухӑшсем тин кӑна аталанма пуҫланнӑ вӑхӑтра, кайран та, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе унпа ӗҫлесе ларнӑ чухне те, ҫаплах калатчӗ вӑл.

Доказывала и год назад, когда проект только задумывался, и позже, когда сидела над ним ночами дома.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех