Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. «Ҫӳлхуҫа умне манӑн мӗнпе тӑрас, Ҫӳлти Турӑ умне мӗнпе чӗркуҫленсе ларас?6. «С чем предстать мне пред Господом, преклониться пред Богом небесным?
Мих 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Даниил, ҫавнашкал хушу тухнине пӗлсессӗн те, пӗрех килне кайнӑ; унта ҫӳлти пӳлӗмӗн Иерусалим енчи чӳречисем уҫӑ тӑнӑ; вӑл унта унчченхи пекех кунне виҫӗ хутчен кӗлтунӑ, чӗркуҫленсе ларса хӑй Туррине аслӑласа мухтанӑ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сире вара — Ҫӳлхуҫана пӑрахса кайнисене, Манӑн сӑваплӑ тӑвӑма манӑҫа хӑварнисене, Гад валли ӗҫме-ҫиме хатӗрлекенсене, Мени валли тулли курка ирӗлчӗк хатӗрлекенсене — 12. Эпӗ сире хӗҫпе пӗтмелле тӑвӑп, эсир вара пурте хӑвӑра пустарма чӗркуҫленсе ларатӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ чӗнтӗм те — эсир хирӗҫ чӗнмерӗр; каларӑм та — эсир итлемерӗр, анчах Манӑн куҫӑм умӗнче усал ӗҫ турӑр, Маншӑн юрӑхлӑ маррине суйласа илтӗр.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Усӑ курмасӑр юлнӑ йывӑҫран вара хӑй валли турӑ, йӗрӗх, касса ӑсталать, ӑна пуҫҫапать, ун умӗнче чӗркуҫленсе кӗлтӑвать: «ҫӑлсам мана, эсӗ — манӑн туррӑм» тет.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Езекия патшапа пуҫлӑхсем левитсене Ҫӳлхуҫана Давид сӑмахӗсемпе тата Асаф витӗркуран сӑмахӗсемпе мухтама хушнӑ, лешӗсем ӗнтӗ савӑнсах-хӗпӗртесех мухтанӑ, чӗркуҫленсе ларса пуҫҫапнӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ патне, пӗтӗм Израиль ҫынни умне тӑнӑ та аллисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ, — 13. Соломонӑн картиш варрине лартнӑ пилӗк чике тӑршшӗ, пилӗк чике сарлакӑш, виҫӗ чике ҫӳллӗш пӑхӑр амвон пулнӑ; вӑл ҫавӑнта хӑпарнӑ та пӗтӗм Израиль ҫынни умӗнче чӗркуҫленсе ларса, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе 14. ҫапла каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ!
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав виҫҫӗмӗш алпӳ Илия умне чӗркуҫленсе ларнӑ та тархасласа каланӑ: Турӑ ҫынни! манӑн чунӑмран та, чурусен — ҫак аллӑ ҫыннӑн — чунӗсенчен те ан йӗрӗнсемччӗ; 14. акӑ тӳперен вут-ҫулӑм анса унчченхи алпӳсене иккӗшне те мӗнпур ҫыннипе пӗрлех ҫунтарса ячӗ; халӗ манӑн чунӑма хӗрхенсемччӗ, тенӗ.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ахав ӗҫсе ҫиме кайнӑ, Илия вара Кармил тӑррине улӑхнӑ та чӗркуҫленсе, пуҫне чӗркуҫҫине перӗнмелле пӗксе ларнӑ, 43. унтан хӑйпе ҫӳрекен тарҫине, ҫамрӑк ачана, каланӑ: пыр-ха, тинӗс еннелле кайса пӑх-ха, тенӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Соломон Ҫӳлхуҫана парне вырӑнӗ умӗнче чӗркуҫленсе ларса, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе кӗлтунӑ.54. Когда Соломон произнес все сие моление и прошение к Господу,
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ывӑҫӗнчен лаккаса ӗҫекенсем виҫҫӗр ҫын тупӑннӑ; ытти халӑх вара шыва чӗркуҫленсе ӗҫнӗ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: кам та кам шыва чӗлхипе йытӑ евӗр лаккаса ӗҫет, ҫавна айккине уйрӑм тӑрат, ыттисене, чӗркуҫленсе ӗҫекенсене, тепӗр енне тӑрат, тенӗ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӑх чӗркуҫленсе ларса, ӳксе пуҫҫапнӑ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Моисей вара Ааронпа пӗрле кайнӑ, вӗсем Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм аслӑ ҫыннине пухнӑ та, 30. Аарон [вӗсене] Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее каланӑ пӗтӗм сӑмаха каласа панӑ; Моисейӗ халӑх куҫӗ умӗнче хӑват паллисем туса кӑтартнӑ, 31. халӑх вара ӗненнӗ; вӗсем Ҫӳлхуҫа Турӑ Израиль ывӑлӗсем патӗнче пулни ҫинчен, Вӑл вӗсен асапне курни ҫинчен илтнӗ, вара вӗсем чӗркуҫленсе ларса пуҫҫапнӑ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Эпӗ вара чӗркуҫленсе лартӑм та Ҫӳлхуҫана пуҫҫапрӑм, Ҫӳлхуҫана — хамӑн Авраам хуҫамӑн Туррине — мухтарӑм: хуҫам тӑванӗн хӗрне унӑн ывӑлӗ валли илмешкӗн Вӑл мана тӳрӗ ҫулпа илсе килчӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.