Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерсе (тĕпĕ: пӗлтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хам шанчӑклине пӗлтерсе, ак, халата парса хӑварма пултаратӑп.

А чтобы доказать свои слова, я оставлю тебе свой халат.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Чӑваш Ен, Тутарстан, Красноярск, Тюмень, Омск, Эстони, Америка, Европа чӑвашӗсем ытларах ҫыраҫҫӗ, хыпарсем пӗлтерсе тӑраҫҫӗ, хӑнана чӗнеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Суд сакки ҫине кирек кам та ларма пултарать: пурнӑҫ мӗн хатӗрленине пире маларах никам та пӗлтерсе тӑраймасть.

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Сутлӑх хака пӗлтерсе тӑрса «Хыпар» тӗрӗс тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑха кура тӳлеҫҫӗ-и? // Михаил КАРПОВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Вӑл 3-4 сехет хушшинче Чӑваш Енри 300-е яхӑн ҫын патне шӑнкӑравланӑ, хӑй банк ӗҫченӗ пулнине пӗлтерсе банк карттин ӗҫне вӑхӑтлӑха чарса лартнине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Ҫавӑн пекех хамӑн йывӑр пурнӑҫ пирки пӗлтерсе пӑшӑрхантарас килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

«11. Ҫак Саккунӑн 3 статйин 11-мӗш пайӗн пӗрремӗш абзацӗнче кӑтартнӑ йышӑнӑва тунӑ чухне Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан власть органне пӑхӑнса тӑракан, патшалӑх юридически бюровӗн ҫак Саккунпа пӑхса хӑварнӑ уйрӑм тивӗҫӗсене пурнӑҫласси унӑн ӗҫ-хӗл тӗллевӗ шутланакан Чӑваш Республикин патшалӑх учрежденийӗ граждансене ҫак статьян 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн право нормисем ҫинчен пӗлтерсе тӑрас тата право тӗлӗшӗнчен пӗлӳ парас ӗҫе туса пырать.».

"11. При принятии решения, указанного в абзаце первом части 11 статьи 3 настоящего Закона, государственное учреждение Чувашской Республики, подведомственное органу исполнительной власти Чувашской Республики, целью деятельности которого определено исполнение отдельных функций государственного юридического бюро, предусмотренных настоящим Законом, осуществляет правовое информирование и правовое просвещение граждан в соответствии с частью 1 настоящей статьи.".

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Анчах та пуҫлӑх участковӑя пӗлтерсе вырӑна килсе ҫитнӗ ҫӗре вӗсен йӗрри те юлман.

Куҫарса пулӑш

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Шел те, эпӗ вӗсене хӑваласа ҫитеймерӗм, ҫамрӑксемпе тупӑшма ҫӑмӑлах мар, — терӗ Елена Олимп вӑййисене хутшӑнма кӑмӑл пуррине пӗлтерсе.

Жаль, я не смогла их догнать, нелегко с молодыми состязаться, - сказала Елена, сообщая свое согласие участвовать в Олимпийских играх.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

— Ку аттракционсене Канашран илсе килчӗҫ — малтанах пӗлтерсе хунӑ та.

- Эти аттракционы привезли с Канаша - заранее сообщили.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Малтанхи сасӑлава хутшӑнман суйлав участокӗсенче ҫывӑхри шутлав участокӗн адресне пӗлтерсе ҫырса хурӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Н.Малов: «Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ, ҫакӑ тӗрӗс ҫул-йӗр суйлама пулӑшать» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Аслӑ радиотелеграфист батальона информаци пӗлтерсе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

19. Ҫакна Вӑл Петр мӗнле вилӗмпе вилсе Турра мухтава кӑларасса пӗлтерсе каланӑ.

19. Сказал же это, давая разуметь, какою смертью Петр прославит Бога.

Ин 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Ҫапла Иисус Хӑй мӗнле вилӗмпе вилесси ҫинчен пӗлтерсе каланӑ сӑмах ҫитнӗ.

32. Да сбудется слово Иисусово, которое сказал Он, давая разуметь, какою смертью Он умрет.

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Эй тӳрӗ Аттемӗм! тӗнче Сана пӗлмерӗ; Эпӗ пӗлтӗм Сана, вӗсем те Мана Эсӗ янине пӗлчӗҫ; 26. Эсӗ Мана юратни вӗсенче те пултӑр тесе, Эпӗ вӗсен ӑшӗнче пулам тесе, Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм, тата та пӗлтерсе тӑрӑп, тенӗ.

25. Отче праведный! и мир Тебя не познал; а Я познал Тебя, и сии познали, что Ты послал Меня; 26. И Я открыл им имя Твое и открою, да любовь, которою Ты возлюбил Меня, в них будет, и Я в них.

Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Эсир те пӗлтерсе тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн эсир мӗн пуҫламӑшӗнченех Манпа пӗрле.

27. А также и вы будете свидетельствовать, потому что вы сначала со Мною.

Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Эпӗ сирӗн патӑра Аттем патӗнчен ярас Лӑплантаракан — Чӑнлӑх Сывлӑшӗ, Атте патӗнчен тухаканскер — килсессӗн, Вӑл Ман ҫинчен пӗлтерсе тӑрӗ.

26. Когда же приидет Утешитель, Которого Я пошлю вам от Отца, Дух истины, Который от Отца исходит, Он будет свидетельствовать о Мне.

Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Ҫакна Вӑл Хӑй епле вилӗмпе вилессине пӗлтерсе каланӑ.

33. Сие говорил Он, давая разуметь, какою смертью Он умрет.

Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ сире каларӑм, эсир ӗненместӗр; Эпӗ Аттем ячӗпе тӑвакан ӗҫсем Ман ҫинчен пӗлтерсе тӑраҫҫӗ; 26. эсир пӗрех ӗненместӗр, мӗншӗн тесессӗн, — Эпӗ хӑвӑра каланӑ пек, — эсир Ман сурӑхсем мар; 27. Ман сурӑхсем Манӑн сассӑма илтеҫҫӗ, Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп, вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ, 28. Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп, вӗсем ӗмӗрне те пӗтмӗҫ, вӗсене Ман аллӑмран никам та туртса илеймӗ; 29. вӗсене Мана Аттем панӑ, Вӑл пуринчен те аслӑ; Аттем аллинчен вӗсене никам та туртса илме пултараймасть.

25. Иисус отвечал им: Я сказал вам, и не верите; дела, которые творю Я во имя Отца Моего, они свидетельствуют о Мне. 26. Но вы не верите, ибо вы не из овец Моих, как Я сказал вам. 27. Овцы Мои слушаются голоса Моего, и Я знаю их; и они идут за Мною. 28. И Я даю им жизнь вечную, и не погибнут вовек; и никто не похитит их из руки Моей. 29. Отец Мой, Который дал Мне их, больше всех; и никто не может похитить их из руки Отца Моего.

Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ — сана тата Иисус Христос ҫинчен пӗлтерсе тӑракан тӑванусене пулӑшса тӑраканӗ ҫеҫ.

я сослужитель тебе и братьям твоим, имеющим свидетельство Иисусово;

Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех