Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурччӗ (тĕпĕ: пур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта, колонка патӗнче, яланах симӗсрех тӗслӗ шыв кӳлленчӗкӗсем пӑрланса тӑратчӗҫ, паянхи пек пӗчӗк каҫӑсем те пурччӗ, анчах тӑм мар, тӗксӗм пылчӑк, ҫурҫӗр пылчӑкӗ, хуплатчӗ вӗсене.

Там, возле колонки, вечно стыли зеленые лужи и были мостки вроде сегодняшних, только грязь их покрывала темная, северная.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ҫапах та, шанчӑкӑм, чӗптӗм ҫеҫ пулин те, пурччӗ, унсӑр пуҫне, «психологи опычӗ» ирттерме ыттисен те, Нинӑнни пекех, тивӗҫлӗхе ҫук мар-ҫке-ха.

Но все-таки какая-то маленькая надежда у меня была, и потом, не одна же Нинка имела право на психологические опыты.

Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Шутламалли варианчӗсӗр пуҫне, «SOS» та пурччӗ.

В записке условия задачи и SOS.

Пӗрремӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Манӑн чӗремре кӑштах шанчӑк пурччӗ.

У меня теплилась в груди надежда.

Аташ // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Унта ман пек тар шӑршласа курман ҫамрӑксем те, пурнӑҫра чылай куркаланӑ шурӑ ҫӳҫлӗ стариксем те пурччӗ.

Тут были молодые, как я, парни, ещё не нюхавшие пороха, и седые, много видавшие в жизни старики.

Аташ // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Манӑн пӗр ҫывӑх тусӑм пурччӗ.

— Друг у меня был один закадычный.

Осиновка патӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Ҫук, амаҫури хӗрӗм, Золотницкий… пурччӗ пӗр лейтенант.

 — Нет, Золушка… Золотницкий — был у нас такой лейтенант.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Чӑнах та, ман тата пӑртак ларас кӑмӑлӑм пурччӗ те…

Хотя я бы еще посидел…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Санпа пурӑниччен те ман пӗрре пурччӗ, — ҫавнашкаллисенченехчӗ…

До тебя была у меня одна, — из таких же.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Чӑн та, ӗлӗк пӗр дробовик пурччӗ манӑн, урӑх нимӗн те ҫук…

— Был у меня раньше один дробовик, а больше ничего нет…

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Санӑн Китай республики вӑхӑтӗнчех хӗҫпӑшал пурччӗ.

Ведь у тебя еще при Китайской республике оружие водилось.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӗр кинӳн ылттӑн хӑлха ҫакки пурччӗ, тепри — ылттӑн сулӑ тӑхӑнатчӗ.

У одной снохи золотые серьги были, на другой — толстые золотые браслеты.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Бригада хресченсем хушшинче хӑй ӗҫне сарса пынӑ чухнехи йывӑр кунсенче Хуа Юн-син чӑннипех те хисепе тивӗҫлӗ ӗҫӗсем пурччӗ.

Ведь у Хуа Юн-си в те трудные дни, когда бригада начинала развертывать работу среди крестьян, были несомненные заслуги.

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Калаҫмаллисем-пуплешмеллисем пурччӗ те ман унпа…

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пуҫламанни пурччӗ пек астӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тетрадьсем, тӗрӗслемеллисем, пурччӗ те — ҫавсене кӗрсе илтӗм.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нуши-асапӗ йӑтӑнса анасса пӗле тӑркачах, хӑтӑлас тесессӗн те унтан ниепле те хӑтӑлма май ҫуккине кура тӑркачах — пурччӗ пек ҫак виҫӗ кун тӑршшинче шанчӑк, асам ярт! ҫуталса илессе кӗтсе амаланатчӗ пек чӗре хӳттинче темӗн .

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ывӑл пурччӗ, вӑл та вилчӗ.

Был сын, и тот умер.

ХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Сирӗн виҫӗмҫул та сысна ҫури пурччӗ.

— А ведь в позапрошлом году у тебя тоже был поросенок.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Вӗсемпе тата камсем пурччӗ?

— А кто еще у них был?

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех