Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

план сăмах пирĕн базăра пур.
план (тĕпĕ: план) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пилӗкҫуллӑх план тӑрӑх уйри стансене, выльӑх картисене, лаша витисене туса лартмалла — ӑшӑ пулччӑр, ҫутӑ, йывӑҫ урайлӑ, ӗмӗрлӗх туса лартмалла.

По пятилетнему плану надо построить и станы, и скотные базы, и конюшни — светлые, теплые, на деревянных полах, да чтобы строительство было капитальное.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пилӗк ҫуллӑх план ҫинчен тухнӑ закона вуламан-и вара эсир?

Неужели вы не читали закона о пятилетнем плане страны?

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Артамашова ниепле план патне те ҫывӑха яма юрамасть — пӗтӗмпех парса-салатса пӗтерет…

А Артамашова ни до каких планов нельзя допускать и близко — все раздаст и промотает…

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ку план ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗрессине командовани хытӑ шанса тӑнӑ.

На успешное осуществление этого плана командование возлагало большие надежды.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр-пӗр ватӑ та ӑсланса ҫитнӗ кушак ҫеҫ хӑшпӗр чухне ҫапла тӑвать: шӑшие хӑй хӳри ҫумӗнчех чупса ҫӳреме ирӗк парать; анчах хӑй ҫав вӑхӑтрах унӑн шӑтӑкне тарса кӗмелли ҫулне пӳлме хӑвӑрт план шухӑшласа кӑларать.

Так только старый, опытный кот допускает иногда неопытной мыши бегать около своего хвоста; а между тем быстро созидает план, как перерезать ей путь в свою нору.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Мускава ҫавӑрса илсе йышӑнмалли план супӑнь хӑмпи пекех ҫурӑлса кайрӗ.

План по окружению и захвату Москвы лопнул, как мыльный пузырь.

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫавӑнпа та ӗнтӗ Бояркин, райком ларӑвӗнче пулнӑ ытти юлташсем пекех, Воронин района ҫитес кунсенче пӗтӗмӗшпех нимӗҫ оккупанчӗсенчен тасатма план тума сӗннипе хаваслансах килӗшрӗ.

Поэтому Бояркин, как и другие товарищи, бывшие на заседании райкома, с радостью согласился с предложенным планом полностью очистить от немецких оккупантов в дни прибытия Воронина в район.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак ӗҫе анлӑн сарса яма тата план тӑрӑх туса пыма вӑхӑт ҫитнӗ.

Пришло время широко развернуть эту работу и сделать ее по плану.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Батюков бригадин штабӗ Скирманово ҫине танксемпе атакӑлама ҫакӑн пек план туса ҫирӗплетрӗ: артподготовка хыҫҫӑн чи малтан Скирманово еннелле, тӑшманӑн персе тӑракан тупписемпе пулемечӗсем ӑҫта пулнине пӗлес тӗллевпе, Лаврушенко взвочӗ («Т-34» текен виҫӗ танк) каять, вӗсем хыҫҫӑн, ҫав тупӑсемпе пулеметсене тӗп тӑвас тӗллевпе, «КВ» текен икӗ танк, унтан — «Вӑтӑр тӑваттӑллисен» пӗрремӗш эшелонӗ, вӗсемпе пӗрле ҫуран ҫар каймалла.

Штаб бригады Батюкова утвердил следующий план танковой атаки Скирманово: после артподготовки первым на Скирманово должен выйти взвод Лаврушенко (три «Т-34») с целью выявить расположение действующих огневых точек врага, вслед за ними — два «КВ» с задачей подавить эти точки, затем — первый эшелон из шести «тридцатьчетверок» в сопровождении пехоты.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах эсӗ шутланӑ пек ҫапла тухать: Рощенскинче Кондратьев пулмасан пӗтӗм план пӗтсе ларать.

Но если подумать, по-твоему выходит, что если в Рощенском не будет Кондратьева, то весь план рухнет.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Руководитель шухӑшлать, план тӑвать, анчах ҫанталӑк вӑл нимӗнле решение те пӗлмест, хӑй еннелле туртать…

Руководитель думает, планует одно, а погода — она никаких тебе решений не знает и ворочает в свою сторону…

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫакӑ та план тӑрӑх вӗт-ха! — ку тӗлте вӑл Хворостянкин утланнӑ лашана пушӑпа ҫапса илчӗ, вара лешӗ айккинелле сиксе кайнипе Хворостянкин кӑштах йӗнер ҫинчен кӑларса сирпӗтмерӗ.

Это тоже по плану! — Тут она хлестнула кнутом коня; тот отскочил в сторону, чуть не сбросил Хворостянкина.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Станицӑсене урӑхлатса ҫӗнетмелли план тӑрӑх Усть-Невинскинче, гидростанци ҫывӑхӗнче, электротехникӑна сармалли центра — механизаторсен ҫурчӗн проектне тунӑ чухне архитектор ҫак шухӑша палӑртса панӑ та ӗнтӗ.

По плану переустройства станиц в Усть-Невинской, вблизи гидростанции, в центра распространения электротехники — архитектор, во время подготовки проекта дома механизаторов, уже определил эту идею.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кусем, чӑнах та, пӗтӗмпех план тӑрӑх, халӗ ӗнтӗ Кондратьев станицӑна палламасть; площадьре ҫӗнӗ ҫуртсем ӳссе ларчӗҫ, парксем сарӑлса выртаҫҫӗ, ҫуллахи театр туса лартнӑ, площадьрен пур еннелле те тротуарсемлӗ, шурӑ акацисем лартса тухнӑ тӳрӗ урамсем тӑсӑлса выртаҫҫӗ…

Все это, правда, по плану, уже теперь и Кондратьев не узнает станицу; на площади выросли новые дома, раскинулись парки, построен летний театр, от площади во все стороны тянулись прямые улицы с тротуарами и с высаженными белыми акациями…

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӗсене вырнаҫтарса, ҫиелти тӑпрапа витеҫҫӗ, хыҫалтан план тӑвакансем чанкӑртатакан лента сӗтӗрсе пыраҫҫӗ, виҫӗ ураллӑ япалана лартса тимлӗн пӑхаҫҫӗ, виҫеҫҫӗ, ҫыраҫҫӗ.

После их размещения их прикрывают верхним дерном, а сзади планомеры несут звонкую ленту, установив треногую вещицу, внимательно смотрят, меряют, записывают.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унта, Белая Мечетьпе Родниковски хушшинче ҫыран хӗрне халӑх тулнӑ, дамба купаланнӑ, ун тавра цемент тултарнӑ каткасем хурсен кӗтӗвӗ пек шуралса лараҫҫӗ, пӗрене куписем выртаҫҫӗ, — мӗнле-ха, епле, ҫакӑ та план тӑрӑх-и!

Там, между Белой Мечетью и Родниковской на берегу собралась толпа, была устроена дамба, вокруг нее, как стадо гусей, стояли и белели цементные кадки, лежали груды бревен, — как же, и это тоже по плану!

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӗчӗк е иккӗмӗш план, тӗрӗсрех каласан, вӑрман лартнӑ ҫӗрти ӗҫӗн картини яр-уҫҫӑнах ӳкнӗ сӑн, татах илемлӗрех пулнӑ.

Маленький или второй план, точнее, картина дня по посадке лесе, была более яркой и красивой.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Мӗн тумаллине ыран эпир бюрора пӗрле сӳтсе явӑпӑр та план тӑрӑх ӗҫлеме пуҫлӑпӑр…

Завтра мы на бюро вместе обсудим, что нужно предпринять, и начнем по плану…

XXVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпир колхоз руководителӗсене техникӑна вӗрентес тӗлӗшпе мӗн-мӗн тума палӑртнӑ план ҫинчен тӗплӗнрех каласа пар.

Я тебя прошу, поподробнее изложи наши планы по техническому обучению руководителей колхозов.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пирӗн станицӑсенче мӗн туни тата мӗн тума палӑртни — электрификаци те, ҫӗр ҫинче ҫӗнӗ майсемпе ӗҫлеме пуҫлани те, выльӑх-чӗрлӗх фермисене механизацилени те, ҫанталӑка улӑштарни те, юлашкинчен, станицӑсене урӑхлатса ҫӗнетмелли эпир палӑртнӑ план та, — ҫаксене пурне те чи малтан вӑй-хал тӗлӗшӗнчен ҫеҫ ҫирӗп халӑх мар, ӑс-тӑн тӗлӗшӗпе те вӑйлӑ халӑх кӑна тума пултарать, кунта вара пирӗн тӗп задача — хамӑр халӑхӑн ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчи вӑйне куллен-кун ӳстерсе пырасси.

Ведь то, что уже сделано и что еще намечается делать в наших станицах, — и электрификация, и внедрение новейших методов обработки земли, и механизация животноводческих ферм, и преобразование природы и, наконец, намеченный нами план реконструкции станиц — все это по плечу народу, и тут главная наша задача — изо дня в день растить в нашем народе духовную силу.

XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех