Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн повесть е пысӑк романах ҫырасси киле-киле каятчӗ, ҫав япалан тӗп йӗрӗ — канви — ҫар пурнӑҫӗнчи тискерлӗхпе кичемлӗх пулмаллаччӗ.
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кайнӑ май, штыксен тепӗр йӗрӗ те тайкалана-тайкалана вылянчӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Корпус командирӗ полк йӗрӗ умӗпе, сулахай флангран сылтӑмалла, шултӑра юртӑпа тӑпӑртаттарса иртрӗ, ун хыҫӗнчен вара тӗрлӗ енлӗн хумханакан капӑрчӑк та ула-чӑла картапа свити тӑсӑлса кайрӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Асӗнче унӑн вӗҫӗмсӗрех лӑпкӑ хура йывӑҫсем, тӗттӗм ту, ҫав ту ҫийӗпе йӑрӑмланса тӑсӑлнӑ шуҫӑмӑн юнлӑ йӗрӗ те ырӑ шӑршӑллӑ теттӗм курӑк хушшинче выртакан хӗрарӑмӑн шурӑ кӗлетки тӑчӗҫ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Чи-чи ҫӳлте, тӑрӑсен ҫӑп-ҫӑра чӑтлӑхӗпе аякри-аякри вулӑсем витӗр, горизонтӑн тип-тикӗс, ҫӳллӗ йӗрӗ ҫийӗпе, каҫхи шуҫӑмӑн ансӑр ярӑмӗ ҫиҫсе хӗмленет — хӗрлӗ те мар, йӑм-хӗрлӗ те мар, тӗттӗмтерех йӗпкӗн хӗрлӗ, халиччен пулманскер, шӑранса пыракан кӑмрӑк е ҫӑп-ҫӑра хӗрлӗ эрех витӗр курӑнакан ҫулӑм тӗслӗрех.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Утрав ҫинче, вунсакӑр ҫул пурӑнса, ҫын йӗрӗ те курмарӑм пулсан, эпӗ, тен, кунта тепӗр вунсакӑр ҫул та пурӑнӑп-ха, ҫапах та, тискер этемсен куҫӗ тӗлне ӑнсӑртран пырса тухмасан, эпӗ вӗсене тӗл пулас ҫук.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Утравӑн ку таранччен те кайса курман ҫыранӗ хӗррине ҫитсен, эпӗ пӗркун курнӑ ҫын ури йӗрӗ пек йӗрсем ку утрав ҫинче пӗртте сайра япала мар иккенне пӗлтӗм.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Икӗ йӗрӗ те пӗр тан пулсан, мана хӑратнӑ ура йӗрӗ — ман ура йӗрӗ, ҫапла вара эпӗ хамран хам хӑрарӑм пулса тухать.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ку ӗнтӗ шӑпах манӑн ура йӗрӗ пулнӑ тесе, хама хам ӗнентерме пуҫларӑм: пӗр ухмах тупӑкран сиксе тӑнӑ виле ҫинчен халап шухӑшласа кӑларнӑ та вара хӑех ҫав халапран хӑрама тытӑннӑ, тет, — эпӗ те ҫав ухмах ҫын пекех пултӑм, терӗм.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Чи хыта хӑраса темӗн те пӗр аса илнӗ вӑхӑтра мана сасартӑк ҫакӑн пек шухӑш килсе кӗчӗ: ҫав ҫын йӗрӗ текен япалана эпӗ хам шухӑшласа кӑлармарӑм-ши, вӗсем хам ура йӗрӗсем мар-ши?
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Хӑйӑр ҫинче ура йӗрӗ курнӑ хыҫҫӑн, малтанхи виҫӗ кун хушшинче, эпӗ хамӑн крепоҫрен пӗр минутлӑха та тухмарӑм, ҫавӑнпа та выҫӑ ларма тытӑнтӑм.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫав йӗр утрав ҫине ӑнсӑртран килсе лекнӗ тискер этем йӗрӗ пулмалла.Вероятно, это отпечаток ноги какого-нибудь дикаря, попавшего на остров случайно.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тен, ку ҫын йӗрӗ мар?

Огнянов унта тарӑн суран ҫӗвви пуррине асӑрхарӗ, халь ҫав суранран йӗрӗ кӑна юлнӑ ӗнтӗ.Огнянов увидел шрам от глубокой раны, теперь уже зарубцевавшейся.
XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хресченӗн йӗрӗ те пулин ҫук…
XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Огнянов йӑлт шӑнса кайрӗ: кӳтнӗ аллисемпе чӗлпӗрне аран тыткаларӗ; лаши ҫул хыттине чухламасӑрах утрӗ, юр хывнине пула ҫул йӗрӗ ним те палӑрмасть.
XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Йӗрӗ те ан юлтӑрччӗ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Салхулӑхӑн йӗрӗ те юлман; шухӑшлӑ сӑн вырӑнне — савӑк сӑн.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Капла ӗҫлеме ансатрах пире: килрен киле ҫӳретпӗр, халӑхпа калаҫатпӑр, халех е каярах ҫав контрикӑн йӗрӗ ҫине ӳкессе шанатпӑр.
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Йӗрӗ каҫхинехи, ярт палӑрса выртать, таканӗ те палланӑ такан…
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.