Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Утӑрсем ҫине ларӑр, вӗҫтерӗр, ҫар ураписем!
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн чухне Карей ывӑлӗ Иоанан, унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсем Исмаил, Нафания ывӑлӗ, Ахикам ывӑлне Годолийӑна вӗлернӗ хыҫҫӑн Массифӑран хӑваласа тухнӑ пӗтӗм халӑха — арҫынсене, ҫар ҫыннисене, хӗрарӑмсемпе ачасене, хайрансене — Гаваонран хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 17. кайсан-кайсан Вифлеем ҫывӑхӗнчи Химам ялӗнче чарӑнса тӑнӑ, унтан вӗсем Египета 18. халдейсенчен хӑпса каясшӑн пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсенчен хӑранӑ; хӑрасси Исмаил — Нафания ывӑлӗ — Ахикам ывӑлне Годолийӑна, Вавилон патши ҫӗршыв пуҫлӑхӗ пулма лартнӑскере, вӗлернинчен килнӗ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Исмаил тата Годолийӑпа пӗрле Массифӑра пулнӑ мӗнпур иудее те, унта тӑракан халдейсене те — ҫар ҫыннисене — вӗлерсе пӗтернӗ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав хушӑра Карей ывӑлӗ Иоанан тата пушхире пытаннӑ ҫар пуҫлӑхӗсем Годолия патне Массифа хулине пынӑ та 14. ӑна каланӑ: эсӗ Аммон ывӑлӗсенӗн патши Ваалис кунта Исмаила, Нафания ывӑлне, сана вӗлерме янине пӗлетӗн-и? тенӗ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫар пуҫлӑхӗсем, хӑйсен ҫыннисемпе пӗрле пушхире тарса пытаннӑскерсем, Вавилон патши Ахикам ывӑлне Годолийӑна ҫӗршыв пуҫлӑхне лартнине, ӑна Вавилона куҫарса кайман арҫынсемпе хӗрарӑмсене, ачасене — ҫӗршыври чи чухӑн ҫынсене — шанса панине пӗлнӗ ӗнтӗ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсене курсассӑн, Иудея патши Седекия тата пӗтӗм ҫар ҫынни тарса хӑтӑласшӑн пулнӑ, вӗсем ҫӗрле патша сачӗ тӗлӗпе иртсе икӗ хӳме хушшинчи хапхаран тухнӑ та айлӑмри ҫулпа кайнӑ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пуҫлӑхсем вара патшана каланӑ: ку ҫынна вӗлерес пулать — вӑл, ҫакӑн пек сӑмахсем каласа, ҫак хулара юлнӑ ҫар ҫыннисене тата пӗтӗм халӑха хавшатать; ку ҫын ҫак халӑха ырӑ сунмасть, усал сунать, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсир ҫак сӑмаха туса тӑрсассӑн, ҫак кермен хапхи витӗр Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан, ҫар урапипе тата ут утланса ҫӳрекен патшасем хӑйсем те, вӗсен тарҫисем те, вӗсен халӑхӗ те кӗрсе ҫӳрӗҫ.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иеремия вӗсене каланӑ: Седекияна ҫапла калӑр: 4. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, тейӗр: акӑ Эпӗ сирӗн аллӑрти ҫар хатӗрне, — хӑвӑра хула тулашӗнче хупӑрласа илнӗ Вавилон патшипе халдейсене хирӗҫ ҫапӑҫма пулӑшакан кӑрала, — каялла ҫавӑрса ярӑп та ҫак хула варринче пӗр ҫӗре пуҫтарӑп; 5. сире хирӗҫ Хам ҫапӑҫӑп — тӗреклӗ аллӑмпа, хӑватлӑ вӑйӑмпа, ҫилленсе, хаярланса, хӑрушла тарӑхса ҫапӑҫӑп; 6. ҫак хулара пурӑнакансене — ҫыннине те, выльӑх-чӗрлӗхне те — пӗтерсе тӑкӑп; вӗсем мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах манпа пӗрле — паттӑр ҫар ҫынни пек тӑракан Ҫӳлхуҫа; ҫавӑнпа мана хӗсӗрлекенсем такӑнӗҫ, мана ҫӗнтереймӗҫ; пысӑк намӑс курӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ӑссӑрла хӑтланчӗҫ; вӗсене нихӑҫан та манӑҫми ӗмӗрлӗх намӑс ҫитӗ.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эхер те эсир Эпӗ сире шӑматкун ҫак хула хапхисем витӗр ҫӗклем йӑтса ан ҫӳрӗр, шӑматкуна уяса нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр тенине итлесессӗн, тет Ҫӳлхуҫа, 25. ҫак хула хапхисем витӗр Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшасем тата улпутсем тухса ҫӳрӗҫ; патшасемпе вӗсен улпучӗсем ҫар урапи ҫине ларса е ут утланса тухса ҫӳрӗҫ, Иудейӑпа Иерусалим ҫыннисем те тухса ҫӳрӗҫ, ҫак хула вара ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнӗ.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Мӗншӗн-ха Эсӗ аптӑраса ӳкнӗ ҫын пек, ҫӑлма пултарайман ҫар ҫынни пек? Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ — пирӗн хушшӑмӑрта-ҫке, эпир Санӑн ятупа хисепленетпӗр; ан пӑрахсамччӗ пире.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑтра, тет Ҫӳлхуҫа, Иуда патшисен шӑммисене те, унӑн улпучӗсен шӑммисене те, священниксен шӑммисене те, пророксен шӑммисене те, Иерусалимра пурӑннӑ ҫынсен шӑммисене те хӑйсен тупӑклӑхӗнчен кӑларса ывӑтӗҫ; 2. вӗсене хӑйсем юратнӑ, пӑхӑнса тӑнӑ, вӗсем хыҫҫӑн ҫӳренӗ, хӑйсем шыранӑ тата пуҫҫапнӑ хӗвелпе уйӑх умне, мӗнпур ҫӳлти ҫар умне сапаласа тӑкӗҫ; вӗсене пуҫтармӗҫ те, пытармӗҫ те: ҫӗр ҫинче вӗсем тислӗк пулӗҫ.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Езекия хӑй патне килнӗ элчӗсене хапӑлласа йышӑннӑ, вӗсене кермен управӑшӗсене, ылтӑн-кӗмӗлне, ырӑ шӑршӑлӑхне, хаклӑ сӗрӗшӗсене, ҫар кӑралӗн ҫуртне, хӑй ҫуртӗнчи пӗтӗм хаклӑ япалине йӑлтах кӑтартса тухнӑ — Езекия вӗсене хӑй аллинчи пурлӑхран пӗр япалине те кӑтартмасӑр хӑварман.
Ис 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ассири патши вара Лахис хулинчен Иерусалима Езекия патша патне Рабсакпа пӗрле пысӑк ҫар янӑ; лешӗ пир-авӑр шуратмалли хире каякан ҫул ҫинче, Тури пӗвен шыв ҫулӗ патӗнче, чарӑнса тӑнӑ.
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пулӑшу ыйтса Египета каякансене, вӗсен учӗсене, ҫар урапийӗсене шанакансене хуйхӑ ҫитӗ: вӗсем ӗнтӗ урапи нумай, юланутҫисем питех те паттӑр теҫҫӗ, вӗсем Израиль Святойӗ енне пӑхмаҫҫӗ, Ҫӳлхуҫаран пулӑшу ыйтмаҫҫӗ!
Ис 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ ӗнтӗ чи лайӑх айлӑмусем тулли ҫар урапи, юланутсем хапхана хирӗҫ тӑрса тухнӑ.7. И вот, лучшие долины твои полны колесницами, и всадники выстроились против ворот,
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Елам ухӑ йӗнни ҫакнӑ; ҫынсем — ҫар ураписем ҫинче; юланутсем; Кир та хулканне хатӗрлет.6. И Елам несет колчан; люди на колесницах и всадники, и Кир обнажает щит.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: «хуҫамӑм! кунӗпех хуралта эпӗ тӑтӑм, ҫӗрле те хамӑн вырӑнтан каймарӑм: 9. акӑ курах кайрӑм — ҫынсем килеҫҫӗ, мӑшӑр ут кӳлнӗ ҫар ураписем пыраҫҫӗ».
Ис 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Лешӗ — мӑшӑр ут кӳлнӗ ҫар ураписене, ашак утланнӑ юланутсене, тӗве утланнӑ юланутсене асӑрханӑ; вӑл кашни сасса тӑнланӑ, питӗ тимлӗн итленӗ.
Ис 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.