Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Пушӑ шартлатни, кусакан кустӑрмасем тӑнкӑртатни илтӗнет, утсем кӗҫенни, ыткӑнса пыракан ҫар ураписем кӗмсӗртетни илтӗнсе тӑрать.2. Слышны хлопанье бича и стук крутящихся колес, ржание коня и грохот скачущей колесницы.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн ҫар ураписене тӗтӗмпе мӑкӑрлантарса ҫунтарса ярӑп, санӑн арӑсланусен ҫурисем хӗҫ айне пулӗҫ, эсӗ туртса илнӗ тупӑша ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкӑп, санӑн элчӳсен сасси урӑх илтӗнмӗ.
Наум 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Урамсем тӑрӑх ҫар ураписем ыткӑнаҫҫӗ, хулари уҫӑ лаптӑксенче кӗмсӗртетеҫҫӗ, вӗсем вут ҫути пек ялтӑртатаҫҫӗ, ҫиҫӗм пек ялкӑшаҫҫӗ.4. По улицам несутся колесницы, гремят на площадях; блеск от них, как от огня; сверкают, как молния.
Наум 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫакӑн ҫинчен халӑхсем хушшинче каласа пӗлтерӗр, вӑрҫа хатӗрленӗр, паттӑррисене хускатӑр; вӑрҫа тухчӑр, мӗнпур ҫар ҫынни ҫӗклентӗр.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кӗрешӳҫӗсем пекех чупаҫҫӗ вӗсем, хӳме ҫине хӑюллӑ ҫар ҫыннисем пек хӑпарса каяҫҫӗ, кашнийӗ хӑйӗн ҫулӗпе пырать, хӑйӗн ҫулӗнчен пӑрӑнмасть.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӑхма вӑл лаша пек курӑнать, чупасса та вӗсем юланут пек сиккипе чупаҫҫӗ; 5. сӑрт-ту тӑррисемпе вӗсем ҫар ураписем шалтӑртатнӑ пек, улӑма хыпса илнӗ вут-ҫулӑм шатӑртатнӑ пек, ҫапӑҫӑва кӗме йӗркеленсе тухнӑ вӑйлӑ халӑх пек сиктерсе пыраҫҫӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кайран унӑн ывӑлӗсем вӑрҫӑ пуҫлӗҫ, нумай йышлӑ ҫар пуҫтарӗҫ; вӗсенчен пӗри, хӑвӑрттӑн кайса, талай пек капланса кӗрӗ, малалла кайса, тӑшмансен ҫирӗплетнӗ вырӑнӗ патне ҫитӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Куллен кӳмелли парне те, ҫар та унран усал ӗҫсемшӗн мӑшкӑл курчӗ; вӑл чӑнлӑха ҫӗре пӑрахрӗ; хӑйӗн ӗҫӗнче ӑнтарсах пычӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ман сӗтелӗм хушшинче утсемпе те юланутҫӑсемпе, вӑйпитти арсемпе те тӗрлӗ ҫар ҫыннисемпе тӑранӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн Израиль халӑхӑм хӑрамасӑр пурӑнас кун ҫакна пӗлӗн эсӗ; 15. хӑвӑн вырӑнунтан, ҫурҫӗр чиккинчен, тапранӑн эсӗ, тата санпа пӗрле нумай тӗрлӗ халӑх кайӗ, пурте ут ҫинче лараҫҫӗ, сумсӑр ушкӑн, сумсӑр йышлӑ ҫар.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсен те ӳт кастарман паттӑрсемпе выртмалла мар-и, лешӗсем ҫӗр тӗпне хӑйсен ҫар кӑралӗпе аннӑ, хӗҫне пуҫ айне хунӑ, кусен вара хӑйсен йӗркесӗрлӗхӗ хӑйсен шӑммисем ҫине юлнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем, вӑйлӑскерсем, чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Пуянлӑху, тавару, пӗтӗм пурлӑх пӳлмисем, карап ҫӳретекенсем, карап хӳрине тытса пыракансем, шӑтнӑ тӗле юсакансем, санӑн суту-илӗвне йӗркелесе тӑракансем, сан патӑнти пӗтӗм ҫар ҫынни, санӑн пӗтӗм йышлӑ халӑху эсӗ пӗтнӗ кун пурте, пурте тинӗс варрине ӳкӗҫ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Фогарма килӗнчен сан таварушӑн лашасем, ҫар ӗҫне юрӑхлӑ утсем тата ашакла лашасем илсе килетчӗҫ.14. Из дома Фогарма за товары твои доставляли тебе лошадей и строевых коней и лошаков.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вара сана хирӗҫ вӑрҫӑ кӑралӗпе, утсемпе, ҫар ураписемпе, йышлӑ халӑхпа тухӗҫ те сана хурҫӑ тум, тимӗр калпак тӑхӑннӑ, аллине хулкан тытнӑ ҫынсем ҫавӑрса илӗҫ, сана ҫавсен аллине сута парӑп, вӗсем сана хӑйсен сучӗпе сут тӑвӗҫ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӗсем пынӑ чухне эпӗ вӗсен ҫуначӗсен шавне илтрӗм, вӑл — пысӑк шывсен сасси пек, Пурне те Тума Пултаракан Турӑ сасси пек, хӑватлӑ шав, вӑл ҫар тапӑрӗнчи шав евӗрлӗ; чарӑнса тӑнӑ чухне вара вӗсем хӑйсен ҫуначӗсене аялалла усаҫҫӗ.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хула хӳмине витӗр шӑтарнӑ та, ҫар ҫыннисем пурте тухса тарнӑ; вӗсем ҫӗрле патша сачӗ ҫумӗнчи икӗ хӳме хушшинчи хапхаран тухса айлӑмри ҫулпа кайнӑ; хула йӗри-тавра халдейсем тӑнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫавӑншӑн унӑн яш ачисем урамра кая-кая ӳкӗҫ, ҫавӑ кун вӗсен пӗтӗм ҫар ҫынни тӗп пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй ухӑ карӑнтаракан тӗкӗрҫӗсем, Вавилон тавра ҫар ӗречӗпе тӑрса тухӑр та пурте ӑна тӗллесе перӗр, ҫӗмренӗрсене ан шеллӗр: вӑл Ҫӳлхуҫана хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗнӗ; 15. пур енчен те ӑна хирӗҫ кӑшкӑрашӑр; вӑл ӗнтӗ, парӑнса, аллине ҫӗклет; унӑн тӗрекӗсем арканнӑ, хӳмисем ишӗлсе аннӑ, ҫакӑ вӑл — Ҫӳлхуҫа тавӑрни; эсир те тавӑрӑр ӑна; хӑй мӗнле тунӑ, эсир те ӑна ҫаплах тӑвӑр.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Унӑн яш ачисем хула урамӗнче вилӗҫ, пӗтӗм ҫар ҫынни ҫав кун вилсе пӗтӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.26. Итак падут юноши его на улицах его, и все воины погибнут в тот день, говорит Господь Саваоф.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Патвар утсем шавлӑн тапӑртатнӑран, ҫар ураписем шалтӑртатнӑран, кустӑрмисем шав кӑларнӑран алли усӑннипе ашшӗсем ачисем ҫине те ҫаврӑнса пӑхаймӗҫ, 4. филистимсене пӗтерес кун, Тирпа Сидон хулисене пулӑшакансемсӗр хӑварас кун ҫапла пулӗ; Ҫӳлхуҫа филистимсене те, Кафтор утравӗн юлашки йышне те тӗппипе пӗтерӗ.
Иер 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.