Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗлессӗр килет пулсан, ҫав хутсене пула ҫакӑн пек пӑтӑрмах хускалчӗ те; ҫав хутсемпех вӑл хӑйне тӗп тӑвать.Если хотите знать, из-за нее-то вся каша и заварилась; это его и погубит…
VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Романри тӗп геройсен ырӑ кӑмӑлӗ кама тӗлӗнтермен-ши?
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Унӑн геройӗсем: Рахметов, Лопухов, Кирсанов, Вера Павловна — материализмла мировоззренин тӗп принципӗсене ӑнланса илнӗ «ҫӗнӗ ҫынсен» сӑнарӗсем.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
«Мӗн тумалла?» романӑн тӗп шухӑшӗ ҫакӑн пек; ҫӗнӗ ҫын интересӗпе общество интересӗ хушшинче хирӗҫӳ пулмалла мар, вӗсем килӗшӳллӗ пулмалла, кирек камшӑн та общество интересӗсем малта тӑмалла, ҫын обществӑшӑн ӗҫлесе пурӑнмалла.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Вӑл калама ҫук вӑйлӑ критик пулнӑ, материализмла эстетикӑна ҫӳлти шая хӑпартнӑ, унӑн тӗп принципӗсене Гоголь тапхӑрӗнчи литературӑн произведенийӗсене тӗпчесе ҫирӗплетсе панӑ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Аслӑ писатель-патриот вырӑс халӑхӗн ӗмӗрхи ӗмӗт-шухӑшне палӑртса ҫырнӑ: вырӑс ҫыннисем нихҫан та вӑрҫа хӑйсен тӗп ӗҫӗ тесе шутламан, ҫапах та тӑшман вӑрҫӑпа тапӑнсан, вырӑс халӑхӗ ун умӗнче хӑраса тӑман — яланах тӑшмана ҫӗнтернӗ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Ҫак паллӑ писатель ҫырнӑ тӑрӑх, Чернышевский хӑйӗн тӗп шухӑшӗсем тӗлӗшпе революционер пулнипех юлнӑ, унӑн ку енӗпе кӗрешмелли меслечӗсем те малтанхи меслетсемех пулнӑ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
— Коммерципе пурӑнакан предприятишӗн таварсем сутнипе пулакан тупӑш, — малалла каларӗ Кирсанов, — виҫӗ тӗп пайран тӑрать: пӗри ӗҫлекенсене шалу пама каять; тепри — предприятийӗн ытти тӑкакӗсем валли; виҫҫӗмӗш пайӗ хуҫа аллине услам пулса кӗрет.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унӑн пуҫӗпе шухӑшне хавхалану ҫутатса тӑрать, ҫутҫанталӑк ӑна хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне каласа кӑтартать, истори ӑна хӑйӗн тӗп шухӑшне уҫса парать, ун юрринче вара пин-пин ҫулсен пурнӑҫӗ сӑнланса иртет.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унта ӗҫӗ, ӗлӗкхи мастерскойпа танлаштарсан, самай сахал пулчӗ: тӗп штата йышӑннӑ пилӗк хӗр кунта леш мастерскойӗнчен куҫрӗ, лере вара вӗсен вырӑнне ҫӗннисене йышӑнчӗҫ; ытти штата леш мастерскойра ӗҫлесе курнӑ ытти паллакан лайӑх ҫӗвӗҫсене илчӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ кӗнекере Рахметова кӑтартса паман пулсассӑн, вулакансенчен чылайӑшӗсем кӗнекери тӗп геройсем тӗлӗшпе пӑтрашӑнса кайнӑ пулӗччӗҫ.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та кӗнеке пуҫламӑшӗнчех манӑн Вера Павловна, Кирсанов, Лопухов ҫинчен: «Ҫапла, кусем пирӗн ырӑ паллатӑрансем, пирӗн пекех ахаль ҫынсем» тесе шутлакан ҫынсем, манӑн тӗп геройсем ҫинчен ҫапла шухӑшлакан ҫынсем ҫапах та халӑх хушшинче сахалтарах-ха.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манӑн кӗнекери тӗп геройсем — нимӗн чухлӗ те идеалсем мар, вӗсем хӑйсен йышши ҫынсен пӗтӗмӗшле шайӗнчен нимӗн чухлӗ те ҫӳлерех тӑмаҫҫӗ, вӗсем йышши ҫынсенчен кашниех икӗ, виҫӗ событи ҫеҫ курман, вӗсем хӑйсене ҫав событисенче ман геройсенчен каях мар кӑтартнӑ; кун йышши ҫынсене ҫывӑх пӗлекенсем ҫакна мӗн пуҫламӑшӗнчех курчӗҫ пуль тесе шанатӑп эпӗ.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сирӗн ҫав туйӑм пурпӗрех пулмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен эсир те, Дмитрий Сергеич та ҫавӑн пек ҫынсем: ун пек мар-тӑк, вӑл пурпӗрех урӑхла палӑрнӑ пулӗччӗ; кунта тӗп туйӑм эсир тепӗр ҫынна юратса пӑрахни мар вӗт, ку вӑл кайран пулнӑ; тӗп туйӑм — сире хӑвӑрӑн унчченхи пурнӑҫ килӗшми пулни.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ну, эпӗ тупсӑмне ҫурри ытла уҫса парам-ха сана: Рахметов илемлӗхӗн чи пысӑк, тӗп ыйтӑвне, шӑпах ҫав ыйтӑва тивӗҫтерме кирлӗ; ну, ну, мӗнле ыйту-ха вӑл, хуть халӗ те пулин тавҫӑрса ил-ха, ӑна тивӗҫтермешкӗн мӗн тумалла пулнине, сана Рахметова кӑтартнипе ӑна мӗнле майпа тивӗҫтернине тавҫӑрса ил-ха халӗ те пулин — каласа кӑтартакан ӗҫсенче Рахметов нимӗн те тумасть-ҫке-ха (ниҫта та хутшӑнмасть, — ну-ка, тавҫӑрса ил-ха.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Витӗр курса вулакан, ун пекки нимӗн те пулмасть; Рахметов каҫпа Вера Павловнӑпа калаҫать ӗнтӗ, вӗсем калаҫнине эпӗ санран пӗр сӑмах та пытарса хӑвармастӑп, вара эсӗ часах, манӑн ҫав калаҫӑва сана пӗлтерес килмен пулсан, эпӗ ӑна ҫӑмӑллӑнах пӗлтермесӗр хӑварма та пултарнине курӑн, шарламасӑр хӑварнӑ пулсан та, эпӗ каласа кӑтартакан ӗҫсем мӗнле пулса пырасси пӗртте улшӑнман пулӗччӗ, эпӗ сана малтанах ҫакна калатӑп: Вера Павловнӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Рахметов тухса каять те вара ҫак кӗнекерен пачах тухса ӳкет, ман романра вал тӗп герой та, ахаль герой та, нимӗнле герой та пулмасть.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Ну, — шухӑшлать пурне те витӗр курса вулакан, — халӗ Рахметов тӗп сӑнар пулать те пуринчен те иртсе каять ӗнтӗ, Вера Павловна ӑна юратса пӑрахать, вара часах Кирсановпа Лопуховпа пулнӑ историех пулса иртет».
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов ҫухалнӑранпа ҫулталӑк иртсен Кирсановӑн пӗр пӗлӗшӗ ҫул ҫинче Венӑран Мюнхина кайнӑ чухне вагон ҫинче пӗр вырӑс ҫамрӑкне тӗл пулнӑ, — ҫав ҫамрӑк каланӑ тӑрӑх, вӑл мӗнпур славян ҫӗршывӗсене ҫаврӑнса тухнӑ, пур ҫӗрте те мӗнпур классемпе ҫывӑх паллашнӑ, халӑхӑн тӗп сийӗсен ӑнланӑвӗсене, йӑлисене, пурнӑҫри мелӗсене, йӑла учрежденийӗсене, мӗнле пурӑннине лайӑх пӗлсе ҫитес тесе, кашни ҫӗршыврах ҫителӗклӗ вӑхӑт хушши пурӑннӑ, хуласенче те, ялсенче те пурӑннӑ, ялтан яла ҫурран ҫӳренӗ, унтан вара ҫавӑн пекех румынсемпе тата венгерсемпе паллашнӑ, Ҫурҫӗр Германие ҫаврӑнса тухнӑ (утпа та, ҫурран та ҫӳренӗ), унтан вара каллех кӑнтӑра, Австрин нимӗҫсем пурӑнакан провинцийӗсене ҫитнӗ, ун чух вӑл Баварине кайнӑ, унтан — Швейцарине, унтан Вюртембергпа Баден урлӑ Францине каять, Францине те ҫаплах ҫаврӑнса тухать, Францирен вара ҫавӑншӑнах Англине кайса унта тепӗр ҫул курса ҫӳрет; ҫав ҫул кӑшт пушӑ вӑхӑт юлас пулсан, вӑл испанецсене те, итальянецсене те кайса курать, ал ҫитеймесен вара — юлтӑр ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл ытлашши «кирлех» мар, леш ҫӗршывсене курасах «пулать» — мӗншӗн курмалла-ши? — «шухӑшламашкӑн кирлӗ»; тепӗр ҫултан ун, кирек мӗнле пулсан та, Ҫурҫӗр Америкӑри штатсене ҫитмелле, вӗсене ун питӗ курмалла, урӑх пӗр ҫӗршыва та унӑн ҫавӑн пек курмалла «мар», унта вӑл нумайлӑха юлӗ, тен, пӗр ҫулталӑк ытлараха, тен, хӑйӗн валли ӗҫ тупас пулсан, ӗмӗрлӗхех юлӗ, анчах та пӗр виҫӗ ҫул пурӑнсан, вӑл Раҫҫее таврӑнӗ, мӗншӗн тесен халех мар, тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан Раҫҫейре пулма «кирлӗ» пек туйӑнать.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ кашни хӑй пуҫӗпе шухӑшласа ҫырнине ҫеҫ вулатӑп, — вуласса та йӑлтах мар, ҫав ҫыннӑн тӗп шухӑшне пӗлмелӗх ҫеҫ вулатӑп».Я читаю только самобытное и лишь настолько, чтобы знать эту самобытность».
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ Адам Смит, Мальтус, Рикардо, Милль кӗнекисене вуласа тухрӑм пулсан, эпӗ ӗнтӗ вӗсен тӗп шухӑшне пӗлетӗп, ҫавӑнпа та манӑн ҫӗршер политико-экономран, вӗсем темӗнле чапа тухнӑ пулсан та, пӗрне те вулама кирлӗ мар; эпӗ пилӗк страница уҫса пилӗкшер йӗрке вуланипех вӗсен пӗр ҫӗнӗ шухӑш та ҫуккине куратӑп, вӗсем пурне те ҫынсенчен ҫырса илнӗ е пӑса-пӑса хунӑ.