Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑштах сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑштах (тĕпĕ: кӑштах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кулнӑ чухнехи пек хӗсӗннӗ куҫне кӑштах уҫрӗ те, ыратнине тата сехӗрленсе ӳкнине ҫӗнтерме пикенсе, темскер тӑвӑнтарнӑ пек, уҫӑмсӑррӑн калаҫса кайрӗ:

 — Она полуоткрыла суженные, как во время смеха, глаза и, пытаясь осилить боль и ужас, заговорила невнятно, будто давясь чем-то:

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйне хай кӑштах алла илсе, Бунчук Анна ҫинчи кофта ҫухине вӗҫертсе ячӗ те, хӑйӗн аялти кӗпине ҫурса, сурана пир таткисемпе пусса тытма пуҫларӗ; суран шӑтӑкӗнчен сывлӑш кӗнипе, юн хӗрлӗн кӑпӑкланса тухнине, Аннӑн пичӗ-куҫӗ кӑвакарса шуралнине тата тути асаплӑн сиккелесе чӗтренине курчӗ.

Овладев собой, Бунчук расстегнул на Анне ворот кофточки, порвал на себе исподнюю рубашку и, прижимая комья полотна к ране, видел, как пузырилась кровь, пропуская в отверстие воздух, видел, как сине белело лицо Анны и черный рот ее дрожал в муках.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ревком председателӗ ӑна именчӗклӗн темскер калать; сотник кӑштах пӗшкӗнсе тӑнӑ та мӑкӑрӑлчӑк хӑлхине председатель еннелле тытса итлет.

Председатель ревкома что-то смущенно говорил ему, сотник слушал, чуть нагнувшись, склонив к председательской бороде большое оттопыренное ухо.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сетраков патӗнче пӗр отряда аркатса тӑкнӑ, — ыттисем, тен, тен килсе те кӗмӗҫ… эпир тӑхтаса пӑхар кӑштах.

Разбили отряд под Сетраковом, а остальные не сунутся… а мы погодим трошки.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑштах вӑтанасчӗ сан, Мелехов!

Совестно, Мелехов!

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кил хуҫи арӑмӗ ӗнисене суса пӗтерчӗ те, пӗвӗпе кӑштах авӑнса, акӑш ҫуначӗ пек кукӑртса тытнӑ сулахай аллинче пӗр витре сӗт йӑтса пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Хозяйка подоила коров, прошла в курень; чуть изгибаясь, в левой руке, согнутой по-лебединому, несла полную цыбарку молока.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Шуҫ кӑштах.

— Подвинься.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анна кӑштах пӗшкӗнчӗ, ӑшӑ аллине Бунчук тути ҫине хучӗ.

Анна нагнулась, теплую ладонь положила Бунчуку на губы.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анна, хӑй ӑшӗнче кӑштах мӑнаҫланнӑ пек, хуравласа каларӗ:

И Анна не без внутренней гордости ответила:

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анна хӑйне алла илсе ҫитернӗ, Бунчука хӑй вӑтанса кайнӑшӑн кӑштах тарӑхнӑ евӗр кӗтсе илчӗ.

Анна оправилась, встретила его немного злой за свое смущение улыбкой.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗрлӗ гвардеецӑн пуртӑпа йӗрлесе тӳхнӑ пек вӗтӗ пӗркеленчӗклӗ пысӑк пит-куҫӗнче тарӑн ӑс, ҫивӗч туйӑм, кӑштах тата вӗчӗрхенчӗк кӑмӑл сисӗнсе тӑрать.

А на крупном лице красногвардейца, в каждой, как топором вырубленной, черте жило и теплилось умное, острое и немножко злое.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем Бессергеневски станицӑран ҫӗрле иртрӗҫ, лашисене кӑштах кантарса тӑратрӗҫ те, каллех вара ҫӑлтӑрсӑр каҫан тӗкӗсӗм ытамӗнче юлан утлӑ ҫынсем курӑнса кайрӗҫ; хытӑ ҫул ҫинчи ҫӳхе пӑр ут таканӗсемпе кӑчӑртатса пычӗ.

Ночью прошли Бессергеневскую, дали чуть отдохнуть лошадям, и вновь в серой беззвездной ночи замаячили всадники, захрустел под копытами мерзлый ледок грунтовой дороги.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Попов, килпетсӗр чӑпӑрккапа хӑмсарса, лашана вырӑнтанах уҫӑ юртӑпа хускатса ярать; ун хыҫҫӑн, йӗнер йӑранисем ҫинче чӗввӗн тӑрса тата кӗлеткисемпе кӑштах ӳпӗнсе, вестовой-казаксем, Сидоринпа ытти офицерсем юрттарса каяҫҫӗ.

Попов, помахивая казачьей неказистой плетью, тронул коня ходкой рысью, за ним зарысили, привстав на стременах и чуть валясь вперед, вестовые-казаки, Сидорин и офицеры.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унта Добровольчески ҫар кӑштах канса йӑл илӗ, ҫуркуннепе Рсссийӑран тарса килекен волонтерсен ҫӗнӗ кадрӗсен шучӗпе вӑйланса пысӑкланӗ…

Там она оправится, пользуясь передышкой, к весне пополнится новыми кадрами волонтеров из России…

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн пит-куҫне кӑштах хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ.

Румянец чуть окрасил его щеки.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан кӑштах чӗнмесӗр выртрӗ те ыйтрӗ:

Помолчав, спросил:

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий, йӑмӑкне ҫаврака хул пуҫҫийӗнчен ыталаса илсе, тутинчен, куҫӗнчен чуп турӗ, кӑштах чакса тӑчӗ те ун ҫине ытараймасӑр тӗлӗнсе пӑхрӗ:

Обнимая крутые, вызревшие плечи сестры, Григорий поцеловал ее в губы и глаза, сказал, отступая, дивясь:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗрре хӗпӗртесе, кӑштах тата эрленсе тухса кайрӗ вӑл тӑван килне: Дон ҫинче влаҫшӑн чи хаяр ҫапӑҫусем пынӑ вӑхӑтра хӑйӗн чаҫне пӑрахса кайнӑшӑн пӑшӑрханчӗ вӑл, ҫав вӑхӑтрах кил-йышӗпе тӑван хуторне ҫитсе курма тӳр килнӗшӗн савӑнчӗ те.

Ехал Григорий со смешанным чувством недовольства и радости: недовольства — потому, что покидал свою часть в самый разгар борьбы за власть на Дону, а радость испытывал при одной мысли, что увидит домашних, хутор.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий, кӑштах кӗткелесе, ун хыҫҫӑн юрттарчӗ.

Григорий, выждав немного, рысью поехал за ним.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун сассинчен халӗ хӑйне пысӑка хуни, кӑштах тата мӑн кӑмӑлланни сӑрхӑнса тӑрать.

В голосе его уже тянули сквозняком нотки превосходства и некоторого высокомерия.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех