Шырав
Шырав ĕçĕ:
26. Ҫавӑнпа эпӗ илесси-илмессине пӗлмесӗрех чупмастӑп, ҫиле ҫеҫ тивертесшӗн ҫапмастӑп; 27. ыттисене вӗрентнипе ҫеҫ мар, хамӑн та юрӑхсӑр пулас марччӗ тесе эпӗ ӳтӗме чаратӑп, ӑна хама пӑхӑнакан тӑватӑп.
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсир вара кулленхи пурӑнӑҫри тавӑҫсене татса памашкӑн ӗненекенсем хушшинче ниме юрӑхсӑр ҫынсене хӑвӑр тӳрӗрсем тӑватӑр.4. А вы, когда имеете житейские тяжбы, поставляете своими судьями ничего не значащих в церкви.
1 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсир те ҫапла, хӑвӑра хушнине пурне те туса ҫитерсен калӑр: «эпир ниме юрӑхсӑр чурасем ҫеҫ, эпир хамӑр тума тивӗҫлине анчах турӑмӑр» тейӗр, тенӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хуҫи ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «эй усал та кахал чура! эпӗ акман ҫӗрте вырнине, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтарнине пӗле тӑркач 27. санӑн ман кӗмӗле суту-илӳ тӑвакансене памаллаччӗ, киле таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм; 28. ӗнтӗ таланта унран илӗр те вунӑ талантлине парӑр: 29. камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ; 30. юрӑхсӑр чурана тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ» тенӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ӗнтӗ ниме юрӑхсӑр, ӑна ҫын ури айӗнче таптанма ҫеҫ кӑларса пӑрахмалла.Она уже ни к чему негодна, как разве выбросить ее вон на попрание людям.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпӗ ҫапла хуравларӑм: чӑнахах та, вӗсен шухӑшӗ ниме юрӑхсӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑрмана ҫӗр панӑ, тинӗсӗн те хӑйӗн хумӗсене хӑвалама вырӑн пур, терӗм.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пытанса пурӑнакан иудее тытнӑ кирек хӑш вырӑна та пуш-пушӑ туса хӑвармалла, ҫунтарса ямалла — ҫав вырӑн такамшӑн та ӗмӗр-ӗмӗрех ниме юрӑхсӑр пулмалла» тенӗ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫул ҫинчи хуласенче чӳк керменӗсене парне тулӑххӑн хыва-хыва, эпир Иерусалима ҫитрӗмӗр, хӑйсен ӑссӑрлӑхне нихӑҫан та пӑрахман ҫак юрӑхсӑр ҫынсен сӑваплӑ Ҫуртне те хисеп тӑвас терӗмӗр.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Никанор пӗр вӑхӑт Иерусалимра пулнӑ — пӗрре те юрӑхсӑр ӗҫ туман, пуҫтарӑннӑ халӑха каялла янӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Кӗтӗвне пӑрахса хӑваракан юрӑхсӑр кӗтӳҫӗне хуйхӑ ҫитӗ! унӑн алли ҫине, унӑн сылтӑм куҫӗ ҫине хӗҫ ӳктӗр! унӑн алли пӗтӗмпех хӑрса типӗ, унӑн сылтӑм куҫӗ пачах курми пулӗ, терӗ.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Израиле ҫӑтса янӑ; халӗ вӗсем халӑхсем хушшинче юрӑхсӑр савӑт пек пулӗҫ.8. Поглощен Израиль; теперь они будут среди народов, как негодный сосуд.
Ос 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй эсӗ, Израилӗн юрӑхсӑр, айӑплӑ ҫулпуҫӗ, халь ӗнтӗ санӑн куну ҫитрӗ, сан йӗркесӗрлӗхӳн вӗҫӗ ҫитрӗ!
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Моаври мӗнпур ҫурт тӑрринче, унӑн урамӗсенче пӗтӗм халӑх йӗни илтӗнет: Эпӗ Моава юрӑхсӑр савӑт пек аркатса тӑкрӑм, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Авдемелех эфиоп Иеремийӑна ҫапла каланӑ: ҫак кивӗ тумтирпе юрӑхсӑр ҫӗтӗк-ҫурӑка хул хушшине, вӗрен айне, майлаштарса хур, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Авдемелех хӑйпе пӗрле ҫынсем илнӗ те патша керменӗнчи кӗлете кӗрсе, унтан кивелнӗ тумтирпе юрӑхсӑр ҫӗтӗк-ҫурӑк илсе ҫавна вӗрен вӗҫҫӗн Иеремийӑна шӑтӑка антарса панӑ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшапа ҫак хулара пурӑнакан пӗтӗм халӑх ҫинчен, сирӗнпе пӗрле тыткӑна илсе кайман тӑванӑрсем ҫинчен 17. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсем ҫине хӗҫ, выҫлӑх тата мур чирӗ ярӑп та вӗсене ҫиме юрӑхсӑр смоква ҫырли пек тӑвӑп; 18. вӗсене хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе хӗсӗрлӗп; Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑхшӑн сехре хӑппи туса хурӑп, Эпӗ вӗсене кирек ӑҫта хӑваласа ярас пулсассӑн та ҫавӑнти халӑхсем хушшинче ылханлӑ тӑвӑп, вӗсенчен тӗнче кулли тӑвӑп; 19. Эпӗ вӗсем патне Хамӑн чурасене — пророксене — ярсассӑн та, вӗсене ҫине-ҫинех ярсассӑн та вӗсем Ман сӑмахӑма итлемерӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫиме те юрӑхсӑр япӑх смоква ҫырли пирки вара Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иудея патшине Седекияна, унӑн улпучӗсене, Иерусалимра юлнӑ пӗтӗм ҫынна, — ҫак ҫӗр ҫинче юлнисене, — тата Египет ҫӗрӗнче пурӑнакансене Эпӗ ҫавӑн пекех тӑвӑп; 9. вӗсене ҫӗр ҫинчи пур патшалӑхра та хаярлӑхпа усал терт тӳсмелле тӑвӑп, вӗсене Хам хӑваласа янӑ пур вырӑнта та мӑшкӑл курмалла, хӑйсенчен кулнине-тӑрӑхланине илтмелле, хӑйсене ылханнине илтмелле тӑвӑп.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ каларӑм: ҫырла, лайӑххи — питӗ лайӑх, япӑххи — питӗ япӑх, вӑл ҫиме юрӑхсӑр, мӗншӗн тесессӗн ытла та лайӑх мар, терӗм.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Навуходоносор, Вавилон патши, Иехонияна — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата Иудея улпучӗсене, алӑстисене, тимӗрҫӗсене Иерусалимран Вавилона тыткӑна хӑваласа кайнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа мана ҫапла кӑтартрӗ: акӑ Турӑ Ҫурчӗ умне икӗ пурак смоква ҫырли лартнӑ: 2. пӗр пуракӗнче — питех те паха ҫырла, ир пиҫекен ҫырла ҫапла пулать; тепӗр пуракӗнче — питех те япӑх ҫырла, вӑл ҫиме юрӑхсӑр.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ Евфрат патне кайрӑм, пытарса хунӑ вырӑнтан пӗҫӗ ҫыххине чавса кӑлартӑм та, акӑ — вӑл ҫӗрсех кайнӑ, ниме юрӑхсӑр пулса тӑнӑ.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.