Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вара ҫапла пулса иртнӗ: вӑл вирхӗнсе пыракан ҫар урапи ҫинчен сирпӗннӗ, ҫапла ӳксе алли-урине йӑлт сусӑрлатса пӑрахнӑ.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тилӗрсе кайса, вӑл пӗтӗм ҫиллине хӑйне хӑваласа янӑ иудейсем ҫине тӑкма шутланӑ; ҫавӑнпа та ҫар урапине тытса пыракана лашасене пӗр вӗҫӗм хӑваласа ҫула хӑвӑртлатма хушнӑ, тӳпе сучӗ вара ун хыҫҫӑнах пынӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл мӑнаҫланса: «унта ҫитсессӗнех Иерусалима иудейсен масарӗ тӑвӑп» тенӗ.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсем хыҫӗнчен кӑралӗсене пуҫтарса пӗтерсессӗн, тӑшмансен ҫар тумне хывса илсессӗн, хӑйсене ҫав кун ҫӑлса хӑварнӑ, вӗсем валли Хӑйӗн ырӑлӑхне кӑтартма пуҫланӑ Ҫӳлхуҫана чунтан тав туса, мухтаса вӗсем шӑматкуна уявланӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иудӑна Никанор ҫывӑхарни ҫинчен хыпарланӑ, вӑл вара хӑйпе пӗрле пулнисене ҫар ҫитни ҫинчен пӗлтерсессӗн, 13. хӑравҫӑсем тата Турӑ тавӑрасса ӗненменнисем хӑйсен вырӑнне пӑрахса тарса саланнӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Илиодор Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе, хӑйӗн пурӑнӑҫне Сыхласа Хӑваракана нумай тӗлӗшрен сӑмах парса, Онияна тав туса ҫар ҫыннисемпе пӗрле патша патне таврӑннӑ, 36. пурин умӗнче те Аслӑ Туррӑн ӗҫӗсем ҫинчен, хӑй куҫӗпе хӑй курни ҫинчен, каласа кӑтартнӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Птоломей ҫакӑн ҫинчен патша патне ҫырса янӑ, хӑйне пулӑшмашкӑн ҫар ярса пама ыйтнӑ, вара Иудея ҫӗршывӗпе хулисене унӑн аллине пама пулнӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем ирхине ирех тӑнӑ та тӳремлӗхе тухнӑ, акӑ ӗнтӗ вӗсене хирӗҫ пысӑк йышлӑ ҫар килет — ҫураннисем те, утлисем те; вӗсем хушшинче шыв юхса выртать.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара вӗсем тӑван ҫӗрӗнчен ҫирӗм пин ҫар ҫыннипе юланутҫӑ суйласа илнӗ те Кендевее хирӗҫ тухса кайнӑ, ҫапла Модина хулине ҫитсе ҫӗр выртнӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Антиох Дора хули патне ҫӗр ҫирӗм пин ҫар ҫыннипе сакӑр пин юланутҫӑ ертсе пынӑ та 14. хулана ҫавӑрса илнӗ, тинӗс енчен унӑн карапӗсем пырса ҫитнӗ, ҫапла вӑл хулана пур енчен те хӗссе тӑнӑ, никама та тухма-кӗме паман.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӗр ҫитмӗл тӑваттӑмӗш ҫулта Антиох хӑйсен ашшӗсен ҫӗрне пырса кӗнӗ те, ун патне пӗтӗм ҫар пухӑннӑ, ҫапла вара Трифонпа пӗрле юлнисем нумаях пулман.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ваттисем урамра шӑкӑлтатса ларнӑ, мӗн усӑ кӳрӗ-ши халӑха тесе канашланӑ, ҫамрӑксем шукӑль тумланса ҫар тумӗпе ҫӳренӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Хӑйӗн Иоанн ывӑлӗ ҫитӗнсе ҫитсен, Симон ӑна мӗнпур ҫар пуҫлӑхӗ туса лартнӑ та хӑй Газара хулине куҫса кайнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унтан Авессалом ывӑлне Ионафана ҫителӗклӗ таран ҫар парса Иоппи хулине янӑ, лешӗ хула ҫыннисене хӑваласа кӑларнӑ та хӑй унтах юлнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Симон ҫавӑн чухне Трифон Иудея ҫӗрне кайса тустарса тухмашкӑн пысӑк ҫар пухни ҫинчен илтнӗ, 2. вара, халӑх хӑраса-сехӗрленсе тӑнине курса, вӑл Иерусалима хӑпарнӑ та халӑха пуҫтарнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫав хушӑра Трифон Ази патши пулма, патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнма, Антиох патшана вӗлерме шут тытнӑ, 40. анчах вӑл Ионафан вӑрҫӑпа хирӗҫ тӑрса хӑйне чӑрмантарасран шикленнӗ; ҫавӑнпа ӑна мӗнле те пулсан ярса илсе вӗлерме май шыранӑ, ҫапла вара ҫар пухнӑ та Вефсан хулине кайнӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ионафан ҫавӑн чухне Димитрий ҫарпуҫӗсем унчченхинчен нумайрах ҫар пухса хӑйпе вӑрҫма таврӑннӑ тенине илтнӗ те, 25. Иерусалимран тухса, вӗсене Амафит ҫӗршывӗнче кӗтсе илнӗ, ҫапла вӗсене хӑйӗн ҫӗрне кӗме май паман.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Халӗ вара эсӗ, вӑрҫӑра пулӑшма мана ҫынсем ярса парсассӑн, питӗ тӗрӗс тунӑ пулӑттӑн, мӗншӗн тесессӗн хамӑн ҫар манран сивӗнчӗ, тенӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑй кӗнӗ кашни хуларах Птоломей хурала ҫар хӑварса пынӑ.3. Когда же Птоломей входил в города, то оставлял войско для стражи в каждом городе.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав хушӑра Египет патши тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ ҫар пухнӑ, темӗн чухлӗ карап хатӗрленӗ, вӑл ӗнтӗ, чееленсе, Александр патшалӑхне хӑй патшалӑхӗ ҫумне хушма ӗмӗтленнӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
79. Ҫавӑн умӗн Аполлоний пӗр пин юланутҫине Израиль ҫыннисем хыҫне улах вырӑна тӑратса хӑварнӑ; 80. анчах Ионафан хӑй хыҫӗнче пытанса тӑнӑ ҫар пуррине сиссе илнӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.