Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

укҫа сăмах пирĕн базăра пур.
укҫа (тĕпĕ: укҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Картинӑсен залӗсенче пулас, кӗнеке графикин, медальсен, укҫа тата значоксен сентрисен, юбилейсемпе уявсем тӗлне хатӗрленӗ информаципе йыхрав комплекчӗсен умӗпе иртес, вӗсемпе тепӗр хут паллашас тенӗччӗ...

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Мӑшӑрӑн хваттер пултӑр, гаражра машина лартӑр, кӗсьере укҫа чӑштӑртаттӑр — ҫапла ӗмӗтленеҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Мала тухнисене Хисеп хучӗ, укҫа парса хавхалантараҫҫӗ.

Победителей поощряем Почетными грамотами, деньгами.

Эмел курӑкӗсем пухар-и? // Зоя НИКИФОРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Салари пӗр ҫурта та фонд программине кӗртменнине вара вӑл халӑх пухакан укҫа тӗп кӑтартуран пӗчӗкреххипе ӑнлантарчӗ – 62% кӑна.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Телевизор пӑхса выртас е урамра уҫӑлса ҫӳрес, алса-нуски ҫыхас е кӗнеке вулас вырӑнне пуҫа тата куҫа ыраттарса ларнишӗн уйӑхра пилӗк пин хушма укҫа тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

«Удаленный доступ» (ӗҫ вырӑнӗнче лармасӑрах ӗҫ тунине пӗлтерет-ха ӗнтӗ ку ӑнлав) текен меслетпе укҫа кӑштах тӑвассишӗн тӑрмашать.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Ҫапла, укҫа ҫитсе пыманнине курах пурӑнасшӑн тапаҫланатпӑр мар-и?

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

«Укҫа ҫитсе пыманни пӗтерет», — тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Укҫа перекетлес тесе ҫынна тара тытса та ӗҫлеттермест — ылтӑн алӑллӑскер йӑлтах хӑй тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Укҫа ҫаврӑнӑшне йӗркелейменрен тата производство чарӑннӑран кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен коллективӑн пысӑк пайӗ ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Эпир тупӑш сахал илекен ҫемьесене ҫӑмӑллӑх туса парассишӗн — коммуналлӑ пулӑшу тӑкакӗн пӗр пайне саплаштарассишӗн — республикӑн 2016 ҫулхи хыснинче укҫа пӗлтӗрхинчен 20 процент нумайрах пӑхса хӑвартӑмӑр, — терӗ Михаил Игнатьев. — Ӑна ҫемьесем кашни уйӑхра вӑхӑтра илеҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Общество аукционра ҫӗнтернӗ, укҫа тӳленӗ хыҫҫӑн унӑн объектне саккуна пӑсса сутса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Пӗрремӗш — хуҫалӑхӑн укҫа ҫаврӑнӑшӗ пӗчӗкки, — терӗ. — Таса тупӑша ӳстерессишӗн сӑвакан ӗне кӗтӗвне пысӑклатасшӑн. Анчах ҫывӑхри ялсенче дояркӑра ӗҫлес текен ҫук. Паянах иккӗ кирлӗ. Машинӑпа ӗне сӑвакансене кашни уйӑхра 18-шар пин тенкӗ тӳлетӗп. Апла пулин те фермӑра вӑй хума килӗшмеҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

С.Чернуха фермер вир ҫеҫ акрӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Паллах, сиплев учрежденийӗсене пыракан кашни ҫын кӑмӑллӑ пуласси иккӗленӳллӗ, лайӑххин чикки ҫук теҫҫӗ вӗт, ҫапах паян больницӑсенче ҫынсенчен тӳлевсӗр пулмалли сиплевшӗн укҫа илни, пулӑшма килӗшменни, простыньпе е минтер пичӗпе тивӗҫтерменни пирки пӗлтернисем ҫук.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Медицина учрежденийӗ больница ҫумне ҫирӗплетнӗ кашни ҫыншӑн укҫа илет, пулӑшу ӗҫӗсен шутӗнче диагностикӑпа сиплевӗн стандарчӗсемпе пӑхнӑ мӗнпур ӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫак йыша кура вӗсене уйӑхсерен укҫа куҫарса паратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ку укҫа, паллах, ҫивӗч ытти ыйтӑва татса пама кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Нумайӑшӗ тупӑш илет-тӗр, анчах официаллӑ майпа ӗҫлеменнине кура налук тӳлемеҫҫӗ, эппин, ӗҫ паракансем вӗсемшӗн укҫа куҫармаҫҫӗ — вӗсене сиплемешкӗн республика бюджечӗн тӑкакланма тивет.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Республика бюджетӗнчен уйӑракан укҫа — ӗҫлемен граждансене сиплеме каяканни.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

ОМС фончӗ граждансене медстраховани шучӗпе тӳлевсӗр медпулӑшу кӳме укҫа уйӑрассине гарантилет, ҫак пулӑшупа пурте усӑ курма пултарассине тата унӑн пахалӑхне тивӗҫтерессине сӑнаса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех