Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхӑнса (тĕпĕ: пӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн сасси мӗнле иккенне те малтанах пӗлме пулнӑ: хулӑн та витӗмлӗ, анчах ытлашши хытах та мар, кӑштах ачаш, ҫавӑн пек саспа уйрӑмах хӑйне пӑхӑнса тӑракан коммисене: «Лион бархачӗн ҫав татӑкне кӑтартӑр», е «ҫак хӗрарӑма тенкел парӑр» тесе, хушма лайӑх.

И голос у него оказался такой, какого следовало ожидать: густой и самоуверенно-сочный, но не слишком громкий, с некоторой даже ласковостью в тембре; таким голосом особенно удобно отдавать приказания подчиненным комми: «Покажите, мол, ту штуку пунсового лионского бархата!» — или: «Подайте стул этой даме!»

VIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Пӑртакран король, ура ҫине тӑрса, малалла тухрӗ те, вӑй-халне пухса, сӑмах пекки калама пуҫларӗ, темӗн пакӑлтатать, ҫывӑх ҫынна ҫухатасси вӗсемшӗн, шӑллӗпе иккӗшӗшӗн, мӗн тери йывӑр хуйхӑ иккен, тӑватӑ пин миля килсе те вӗсем пиччӗшӗ вилсе кайиччен ҫитеймен, анчах халӑх вӗсемпе пӗрле ҫапла куҫҫуль юхтарса кулянни вӗсен хуйхине кӑшт ҫӑмӑллатать-мӗн, ҫавӑнпа вӑл вӗсене пӗтӗм чунран, пӗтӗм чӗререн тав тӑвать, хӑй ячӗпе те, пиччӗш ячӗпе те мӗншӗн тесен куна сӑмахпа каласа пама май ҫук, сӑмах мехелӗ ҫитмест, тет… малалла та ҫаплах супӗлтетрӗ, итлесе хӑлха йӳҫрӗ, унтан куҫҫульпе чыхӑнса, тӗн хушнине пӑхӑнса пурӑнакан ҫын пекех «аминь» тесе кӑшкӑрчӗ те ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ.

Немного погодя король поднялся на ноги, выступил вперед и, собравшись с силами, начал мямлить речь, а попросту говоря — молоть всякую слезливую чепуху насчет того, какое это тяжелое испытание для них с братом — потерять покойного — и какое горе не застать его в живых, проехав четыре тысячи миль, но что это испытание им легче перенести, видя такое от всех сочувствие и эти святые слезы, и потому он благодарит их от всей души, от всего сердца и за себя, и за брата, потому что словами этого нельзя выразить, все слова слишком холодны и вялы, и дальше нес такой же вздор, так что противно было слушать; потом, захлебываясь слезами, провозгласил самый что ни на есть благочестивый «аминь» и начал так рыдать.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Курнатовский, илемлӗ сарӑ хӗрсене юратакан хура ҫӳҫлӗ арҫын, Зойӑна качча илнӗ; Зоя халь ӑна пур енчен те пӑхӑнса тӑрать те нимӗҫле шухӑшлама та пӑрахнӑ.

Курнатовский, как человек с темпераментом и, в качестве энергического брюнета, охотник до миловидных блондинок, женился на Зое; она у него в большом повиновении и даже перестала думать по-немецки.

XXXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл сцена ҫинче хӑйне мӗнле тыткаламаллине те пӗлмест; анчах унӑн вӑййинче тӗрӗслӗх, чееленмесӗр айванланни нумай, юрлама та вӑл ритмсене ҫирӗппӗн пӑхӑнса юрлать, ҫавӑн пек юрлама пӗр итальянецсем кӑна пултараҫҫӗ.

И держаться на сцене она не умела; но в ее игре было много правды и бесхитростной простоты, и пела она с той особенной страстностью выражения и ритма, которая дается одним италиянцам.

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Тырнов халь пӗчӗк хула, ӗлӗк вӑл, Болгари никама пӑхӑнса тӑман королевство пулнӑ вӑхӑтра, Болгарин тӗп хули шутланнӑ.

Тырнов теперь небольшой городок, а в старину это была столица Болгарии, когда еще Болгария была независимым королевством.

X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Топографсем калашле, эпир ӑна пӗтӗмпех топографи законӗсене пӑхӑнса: картта тӑрӑх, вертикаллӗ ҫутӑ пайӑркисем тӑрӑх, сывлӑш базипе секундомер тӑрӑх тӑватпӑр.

Говоря же профессиональным языком топографов, мы создавали эту сеть на полной топографической основе, по карте, по вертикальным лучам, по воздушной базе и по секундомеру.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Итле-ха, Наташа, Мускав — Атӑл канал сире пӑхӑнса тӑрать-и? — кӗтмен ҫӗртен сасартӑк ыйтрӑм эпӗ.

— Послушай, Наташа, а канал Москва — Волга тоже вам подчиняется? — неожиданно спросил я.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Малалла аран-аран куҫса тата вилес килмен туйӑмсене ҫеҫ пӑхӑнса ҫулҫӳревҫӗсем ӗмӗрне курман йывӑрлӑхсем витӗр Лӑпкӑ океан хӗрринчи Лоттин сӑмсахне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Кое-как тащась вперёд, повинуясь только инстинкту самосохранения, путешественники с неслыханным трудом добрались, наконец, до мыса Лоттин на берегу Тихого океана.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Маориецсен йӑлине пӑхӑнса вилесене вырттармарӗҫ, носилка ҫине куклентерсе ҫеҫ лартрӗҫ.

Согласно новозеландскому обычаю трупы не положили, а усадили на носилки с подобранными к животу коленями.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫулпуҫӗсем хӑш-пӗр чухне политика енӗпе те, анчах пуринчен ытларах харпӑрлӑхӑн йӑла-йӗркисене пӑхӑнса табу хураҫҫӗ.

Табу налагается иногда вождями из политических соображений, но чаще связывается с бытовым укладом частной жизни.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак тӗн законне Полинези утравӗсем ҫинче пурӑнакан ҫынсем пурте пӑхӑнса тӑраҫҫӗ.

Этот религиозный закон свято чтится всеми полинезийскими племенами.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпӗ Парижран тухнӑ кунхине таранга йӑхӗ губернатара пӑхӑнса Англине хӑй ҫӗрӗнчен виҫӗ пайне «хӑйхаллӗнех» пани ҫинчен хыпар ҫитнӗччӗ.

В день моего отъезда из Парижа пришло известие, что племя таранга покорилось губернатору и «добровольно» уступило Англии три четверти своих земель.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унта ҫулпуҫне кӑна пӑхӑнса тӑракан ӑрусем пур, ҫулпуҫӗ вӗсене пӗр сӑмахсӑрах хӑйӗн влаҫне пӑхӑнса тӑма хушать.

Это роды, подчиняющиеся вождю, который требует безоговорочного признания своей власти.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Йӑваш та пурне те пӑхӑнса тӑракан кучер пулнӑ ҫыннӑн пичӗ тӑрӑх пурте вӑл питех хӑрушӑ ҫын пулнине, хӑюллӑ та темӗн те тума пултаракан преступник пулнине палларӗҫ.

Под личиной скромного и преданного кучера экспедиции все увидали закоренелого, изобретательного и смелого преступника.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халь ӗнтӗ эп нимӗн те иккӗленместӗп, ахаль мар вӗсене туземецсем ҫав териех пӑхӑнса тӑраҫҫӗ.

Теперь я нисколько не удивляюсь, что туземцы беспрекословно подчиняются им.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Экспедицин кашни ҫынни хӑйне кирлӗ таран ирӗкре тесе шутлать, мӗншӗн тесен мӗнле те пулсан поход йӗркисене пӑхӑнса пыма нуши те ҫук.

Так как нужды в каком-нибудь определённом походном строе не было, каждый участник экспедиции чувствовал себя в известных границах совершенно свободным.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Том — хӑйӗн тивӗҫлӗхӗпе дисциплинӑна ҫирӗп пӑхӑнса тӑрать.

Том — раб своего долга и дисциплины.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван ҫемьине хӑй пӑхӑнса тата юратса тӑни ҫинчен калать, вӑл каравана хатӗрленӗ чухне мӗнле пулсан та хӑй кирлӗ пулнине тата ремонт пынӑ вӑхӑтра вӑл «Дункан» ҫинче пулни нимӗнле усӑ та парас ҫуккине кӑтартса парать.

Он говорил о своей преданности семейству Гленареанов, о необходимости его услуг в качестве организатора каравана и о полной бесполезности его пребывания на борту «Дункана» во время ремонта.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вио хӑйне пӑхӑнса тӑракан икӗ мулата ҫӳревҫӗсемпе паллаштарчӗ.

Вио представил путешественникам своих подчинённых — обоих мулатов.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл хӑйне пӑхӑнса тӑракансемпе питӗ килӗштерсе пурӑнмалла пек туйӑннӑ, унӑн влаҫӗнче пӗр ватӑ итальянецпа Португалинчен килнӗ тепӗр мулат кӑна пулнӑ.

Казалось, он должен был бы мирно властвовать над своими подданными — одним старым итальянцем и одним португальским мулатом.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех