Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

воспитани сăмах пирĕн базăра пур.
воспитани (тĕпĕ: воспитани) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑлӑхсене воспитани памалли ҫемье мелӗсене малалла аталантараҫҫӗ, 2010 ҫулта вӗсем тӑлӑхсен — 80,6, 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 94,5 процентне йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чӑваш Ен асӑннӑ рейтингра пысӑк хаклава тивӗҫни — республика Правительстви ачасене аталанмашкӑн, тивӗҫлӗ воспитани илмешкӗн тата вӗсен прависемпе интересӗсене хӳтӗлемешкӗн хӑтлӑ условисем туса хурас енӗпе тӗллевлӗ ӗҫленин ҫимӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чылайӑшӗ асӑннӑ укҫа-тенкӗпе усӑ курнӑ: 673 ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатнӑ, 19-шӗ ачисем аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ пухнӑшӑн е ачасене садикре воспитани панӑшӑн тӳленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ачасем библиотекӑна час-часах ҫӳреҫҫӗ, вулама юратаҫҫӗ, — паллаштарчӗ шкулти лару-тӑрупа директорӑн вӗренӳ тата воспитани енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Ольга Николаевна Евдокимова.

Дети часто ходят в библиотеку, любят читать, — рассказала о жизни школы заместитель директора по учебной и воспитательной работе Ольга Николаевна Евдокимова.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Пӗри илемлӗ литература, тепри - искусствӑпа, музыкӑпа ҫыхӑннӑ, психологи, ачасене воспитани парасси, философи кӗнекисем.

Некоторые из них художественная литература, другие связаны с искусством, музыкой, есть книги по психологии, воспитанию детей, философии.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Хӗрарӑмсем ӗҫре ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ, ачасене тӗрӗс воспитани параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Мӑшӑрӗпе пӗр ача пӑхса ҫитӗнтереҫҫӗ, ӑна тӗрӗс воспитани парассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ҫакӑнпа тата ачасене воспитани парассипе тӳрремӗн ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫинчен калаҫу пуҫарас тӗллевпе йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем «Полици тата ачасем» операцие кашни ҫулах хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкексенчен хӑтӑласчӗ // Л.ЕГОРОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

«Архивра пурнӑҫӑн, пулӑмсен историйӗ упранать. Пирӗн тӗллев - халӑхӑн пуян историне упраса хӑварасси. Планпа килӗшӳллӗн ӗҫ докуменчӗсене пӑхса тӑратпӑр. Ҫынсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтересси те тӗп тӗллевсенчен пӗри шутланать. Ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва патриотизмла воспитани парасси ҫине те тимлӗх уйӑратпӑр», - ӗҫ-хӗлпе паллаштарчӗҫ архив ӗҫченӗсем.

Куҫарса пулӑш

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Жюри ӑмӑртӑва хутшӑннӑ кашни пикен илӗртӳлӗх тӗшшине асӑрхарӗ пулин те пур енӗпе те «мӗнлерех!» тесе хакламаллине палӑртрӗ-палӑртрех: ҫӗнтерӳҫӗ Наталья Юдина, тӗп хулари 23-мӗш шкул директорӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен заместителӗ, пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ, илӗртӳллӗ // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Малтан - истори учителӗ, унтан - директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен заместителӗ.

Сначала - учитель истории, затем - заместитель директора по воспитательной части.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ачисене тивӗҫлӗ воспитани парасси ҫакӑнпа та ҫыхӑннӑ-ҫке.

Хорошее воспитание детей ведь связано и с этим тоже.

Нумай ача — нумай савăнăç // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Татьяна Николаевнӑпа Николай Васильевич Узалуковсем ҫӗр ҫинчи икӗ тӑлӑх ачана хӑйсен хӳтлӗхне илни, вӗсене кирлӗ пек воспитани пани, тӗпренчӗкӗсем сывӑ та тӗреклӗ ӳсчӗр тесе питӗ нумай-нумай тӑрӑшни... ачасем калашле, вӗсемшӗн чи-чи юратнӑ ҫынсем пулни — сӑваплӑ та, патшалӑх умӗнче пархатарлӑ та.

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Чӑваш арҫыннисен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Владимир Викторов воспитани ыйтӑвне малти вырӑна кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Хӗрарӑмсем ӗҫре ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ, ачасене тӗрӗс воспитани параҫҫӗ.

Женщины делают успехи на работе, дают правильное воспитание детям.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Эпир пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, юмах пире мӗн ачаран воспитани памалли мел шутланать.

Куҫарса пулӑш

Юмахсен кĕнеки пичетленнĕ // В.Рафинов. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Вӑл ачасене тивӗҫлӗ воспитани парать, обществӑлла ӗҫе те хастар хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Ҫамрӑксене патриотизмла воспитани парас енӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене хутшӑнни «ҫӳлтен» ыйтнинчен мар, чун ыйтнинчен килнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин темипе тӑтӑшах ӗҫлемелле, Раҫҫей патшалӑхӗн историйӗн паттӑр тата трагедилле тапхӑрӗ, пирӗн ҫынсем кӑтартнӑ паттӑрлӑх ҫинчен чӑннине каласа памалла, мӗншӗн тесен ҫамрӑксене патриотла тата гражданла воспитани парас ӗҫ истори пулӑмӗсене лайӑх пӗлни ҫинче, Раҫҫей халӑхӗн калама ҫук пысӑк ӑс-хакӑл вӑйӗн, виҫесӗр хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗн тӗслӗхӗсем ҫинче никӗсленсе тӑмалла.

Необходимо постоянно обращаться к теме Великой Отечественной войны, рассказывать правду о героических и трагических страницах истории российского государства, о подвигах, совершенных нашими людьми, ибо воспитание в молодежи патриотизма и гражданственности должно основываться на знании исторических событий, на примерах огромной духовной силы, беззаветной отваги и героизма российского народа.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫакӑ питех те пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен ашшӗ-амӑшне те, пӗтӗм обществӑна та, вӗренекенсен пӗлӳ шайӗсӗр пуҫне, ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ыйту пӑшӑрхантармаллипех пӑшӑрхантарать.

Это очень важно, потому что родителей и в целом общество, помимо уровня образования учащихся, серьезно волнует вопрос воспитания подрастающего поколения.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех