Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫет (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урха лартать малалла, Курка парать тав туса, Ӗҫет хӑна тунсӑхла Тавӑҫҫана асӑнса.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӗҫет те, ҫиет те, ӗҫне те тӑвать, Килӗнчен тухмасӑрах хулана астӑвать.

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Санюк татах ӗҫет те курӑк ҫине каллех выртать.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Санюк нимӗҫ каскине икӗ аллипе ярса тытать те нихҫан та шыв курман пек антӑхса кайса ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ӗҫет Йӑван, ӳсет Йӑван, сарӑлать, пичӗ чӑмӑр йӑва пек; пит ҫӑмарти пӑт путать, шурӑ шӑлсем тип-тикӗс, юратмасӑр ӑҫтан чӑтӑн.

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Пулӑ кӗмест вӑлтана, савӑнтармасть Йӑвана, утне ҫитмен туртине, Йӑван ӗҫет ҫуттине.

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Атте чирлӗ, ҫитменнине тата… ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Алексеюшка тени, шакла пуҫлӑ, чакӑр куҫлӑ, ҫӳхе питлӗ, ҫӳхе туталлӑ этем, черккене хӗрарӑм пек именчӗклӗн тытса, эрехне тутанса, ҫӳҫенсе ӗҫет, час-часах симӗс пурҫӑн галстукне тӳрлетет, никам сисиччен тӗкӗр ҫине пӑхса илкелет.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫынни питӗ ӑста ҫын, ылтӑн алӑ, тес пулать, анчах ӗҫет, мур илесшӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сӑра тенӗрен, тӗрлӗрен сӑра ӗҫсе курнӑ Сергей Петрович, кун пеккине вара пӗрремӗш хут ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Ӑшне пусарма текерлӗк сывлӑх шывӗ ӗҫет, эп — эрех ӗҫетӗп».

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Икӗ-виҫӗ хут шыв ӗҫет те тӳрленет, унтан каллех шыв ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Тепре авланчӗ, анчах ача-пӑча пулмарӗ, ҫавӑнпа, ав, ӗҫет те ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Тӑна кӗрсен каллех шыв ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Тӑрать те сив шыв ӗҫет, каллех тӑнне ҫухатса выртать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ялтан Хусана тухса кайнӑ-кайманах, Ҫтаппан, пӗр талӑк хушшинче тенӗ пек, хӑйӗн сӑпайлӑхӗпе йӗркелӗхне ансатах ҫухатать, ҫӑмӑлттая тухса каять: вӑл циркри паттӑрпа та, ним именсе-тытӑнса тӑмасӑрах, кӗрешме хӑюлӑх ҫитерет, намӑс ҫуртне лексе ҫылӑха кӗрет, хула урамӗсем тӑрӑх яш ачалла чупса ҫӳрет, унччен нихӑҫан ун йӑлинче пулманнине кура мар, эрехе шыв пек ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Юлашкинчен, ҫын инкекӗнчен савӑннӑ пек пулса: — Ав, Микула мӗнле каччӑ иккен! Картла вылять… Эрех ӗҫет… Сутӑнчӑк хӗрарӑмсемпе явӑҫать… Турӑ ан хуштӑр унашкал качча киле кӗртме! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эрехе шыв пек ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эрех ӗҫет, картла вылять те.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫӗнче ҫакнашкал ҫӗкленӳллӗ туйӑмсем ҫуралсан, матушка шкапа уҫать те, вӑрӑм ураллӑ тап-таса пысӑк черккене кагор тултарса ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех