Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫет (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе аташать, шыв ӗҫет, ӑша пӗр тӗпренчӗк те яман.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сӑра-эрехе вара шутсӑрах ӗҫет, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ирхине вунӑ ҫӑмарта, ҫур кӗренкке услам ҫу ҫиет, пӗр чӳлмек сӗт ӗҫет, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗҫет те вӑл стена еннелле ҫаврӑнса выртать.

Яндул попил и отвернулся к стенке.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр пайӗ кунта, Чикмере, пурӑнать — апат ҫиять, эреке ӗҫет, ӗҫлет выльӑх пек.

Один «я» живет здесь, в Козьмодемьянске, ест, пьет водку, работает как вол.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗҫертнӗ вӑхӑтра Мариҫ ҫине-ҫинех шыв ӗҫет, хӑй ҫине витсе янӑ амӑш кӗрӗкне сирсе ывӑтать.

Во время горячки Марись все время просила пить, скидывала с себя материну шубу.

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мултиер шыв тултарса ӗҫет, хӑрушӑ япала калама хатӗрленнӗ пек, сывламасӑр тӑрса ҫӑварне карать те аллине кӑна сулать.

Мульдиер, зачерпнув ковш воды, жадно пьет, потом долго стоит, затаив дыхание, словно собирается сказать что-то очень важное.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Иккӗмӗш куркине вӑл хӑй тултарса ӗҫет

Сам наполняет второй ковш…

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван ӗҫет.

Ухтиван залпом выпивает.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шак-шак-шак тутарса пӗрне ватса ҫиет те эрех тултарса ӗҫет, ҫӑмарта ҫиет — эрех ӗҫет.

Начал есть яйца одно за другим, как картошку, запивая водкой, только и слышно в избе: чак-чак-чак…

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Левентей хӑйне тултарса панӑ симпыла тепӗр сыпкӑм ӗҫет те, Ятман сӑмахне итлесшӗн пулса, ун енне ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пулӑ тытать, сутать, ӗҫет… — Гоша пичче ҫинчен хӑй пӗлнине каласа пачӗ Иван Петухов.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Туррӑн ҫаврака чашӑкӗнчен хура ҫӗлен наркӑмӑш ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑт ӗҫет чунне пусармалла, — ӑна хӳтӗлеме хӑтланчӗ ватталла сулӑннӑ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Мӗнле сӑлтавпа ӗҫкӗ ӗҫет председатель? — хыттӑн ыйтрӗ Максимов.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ман Павӑл ҫавӑн шывне ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шӑп Любим Торцовах пулмалла ҫав: пӗр-пӗччен пурӑнать, пӳрчӗ юхха кайнӑ, тумтирӗ витӗр ҫил вӗрет, хуҫасем патӗнче кӑшт ӗҫлекелесе укҫа тупать те эрех илсе ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӗм хура ыйхӑлӑхра темиҫе хут та вӑранчӗ, касӑхсах шыв ӗҫет те — вӑйсӑрскер каллех тӳшек ҫине йӑванать, пӗрре утиялне сирсе ывӑтать, тепре тӗплӗн витӗнет.

Несколько раз она просыпалась в состоянии дремучей сонливости, жадно пила воду и, ослабев, укладывалась опять, то сбрасывая одеяло, то плотно закутываясь.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

«Ярсах тӑрать пулмалла», — шутларӗ Эверкки, Илле ӗҫет тенине илтнӗскер.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ун умӗнче — шур эрех янӑ пысӑк графин, ӑна Гез хӑйне манерлӗн, васкамасӑр тата шанчӑклӑн ӗҫет, апат вӗҫленнӗ тӗле пӗтӗмпех пушатрӗ.

Перед ним стоял большой графин с водкой, которую он пил методически, медленно и уверенно, пока не осушил весь графин.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех