Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Эхер те хӑвӑн ӑшӑнта: «мана ку мӗне пула ҫитсе ҫапрӗ-ха?» теетӗн пулсассӑн, пӗл: темӗн чухлӗ йӗркесӗр ӗҫӳсемшӗн санӑн кӗпӳ аркине уҫнӑ, сана мӑшкӑлланӑ.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара ӑшӑнта ҫапла калӑн: «вӗсене ман тӗле кам ҫуратнӑ? эпӗ ачасӑрччӗ, хӗсӗрччӗ, мана аякка тыткӑна илсе кайнӑччӗ, эпӗ пӗчченех тӑрса юлнӑччӗ; ӑҫта пулнӑ-ши вӗсем?» 22. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Хамӑн аллӑма халӑхсем енне ҫӗклетӗп, йӑхсем умне Хамӑн ялавӑма кӑларса тӑрататӑп, вара санӑн ывӑлусене алӑ ҫинче, санӑн хӗрӳсене хулпуҫҫи ҫинче ҫӗклесе килӗҫ.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӑвӑн ӑшӑнта ӗмӗтленеттӗн: «тӳпене улӑхӑп, хамӑн аслӑ пуканӑма Турӑ ҫӑлтӑрӗсенчен те ҫӳлерех лартса хурӑп, ҫурҫӗр хӗрринче, ту ҫинче, йышлӑ турӑ хушшине эпӗ ларӑп; 14. пӗлӗтсен ҫӳллӗшне улӑхӑп, Ҫӳлти Турӑ пекех пулӑп» тееттӗн.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӑшӑнта ҫилленсе ҫӳриччен куҫран калани лайӑхрах; ҫавна ӑша хывакан йӑнӑш тӑвасран сыхланать.1. Гораздо лучше обличить, нежели сердиться тайно; и обличаемый наедине предостережется от вреда.
Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Патшана ӑшӑнта та ан хурла, пуяна ҫывӑрмалли пӳлӗмӳнте те ан сивле: вӗҫен кайӑк сан сӑмахна урӑх ҫӗре ҫитерме пултарать, вӑл, ҫунатлӑскер, эсӗ мӗн каланине каласа кӑтартма пултарать.
Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ывӑлӑм! манӑн сӑмахӑма астусах тӑр, эпӗ вӗрентсе каланине ӑшӑнта тыт.
Ытар 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсене санӑн умӑнтан хӑваласа янӑ чухне хӑвӑн ӑшӑнта: «хамӑн тӳрӗлӗхӗмшӗн Ҫӳлхуҫа мана ҫак [ырӑ] ҫӗре аллӑма илме ертсе килчӗ, ҫак халӑхсене вӗсен ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫа ман умӑмран хӑваласа ярать» тесе ан шухӑшла; 5. эсӗ вӗсен ҫӗрне хӑвӑн тӳрӗлӗхӳшӗн мар, хӑвӑн тӗрӗс чӗрӳшӗн те мар еткерлӗхе илме каятӑн, Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, хӑвӑн аҫусене Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса каланӑ Хӑйӗн сӑмахне тӳрре кӑларса, ҫак халӑхсене вӗсен ҫылӑхӗсемшӗн [тата йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн] санӑн умӑнтан хӑваласа ярать.
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫапла ҫителӗклӗ ҫисе-тӑранса, лайӑх ҫуртсем лартса [унта] пурӑнма тытӑнсассӑн, 13. шултӑра тата вак выльӑх-чӗрлӗхӳ нумайланса ҫитсессӗн, кӗмӗлӳпе ылтӑну нумайлансассӑн, санӑн мӗн пурри пурте нумайланса кайсассӑн, 14. асту вара, чӗрӳ мӑнаҫланса ан кайтӑр, сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, ан ман; 15. Турӑ сана аслӑ та хӑрушӑ пушхир витӗр илсе тухрӗ, унта наркӑмӑшлӑ ҫӗленсемпе ытти тӗрлӗ ҫӗленсем, скорпионсем йӑшӑлтататчӗҫ, ҫӗр шывсӑр ҫунса выртатчӗ; Турӑ унта сана чул хысакран шыв [ҫӑлкуҫӗ] кӑларса пачӗ, 16. кайран хӑвна ырӑ кӑтартма сана йӑвашлантарас, сана сӑнас тесе Вӑл пушхирте сана [эсӗ хӑв та,] аҫусем те пӗлмен манна ҫитерсе тӑчӗ, 17. ҫакна Вӑл эсӗ хӑвӑн ӑшӑнта: «ҫак пуянлӑха эпӗ хамӑн вӑйӑмпа, хамӑн тӗреклӗ аллӑмпа турӑм» тесе ан шухӑшлатӑр, 18. Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, асра тыттӑр тесе турӗ, мӗншӗн тесессӗн пурлӑх туса пуянлӑх тупма сана Вӑл вӑй парса тӑрать, ҫапла ӗнтӗ, халь тунӑ пек, Хӑй аҫусене тупа туса панӑ халала вырӑна килтермелле пултӑр, терӗ.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑвӑн ӑшӑнта пӗлсе тӑр: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана этем хӑйӗн ачине вӗрентнӗ пек вӗрентет.5. И знай в сердце твоем, что Господь, Бог твой, учит тебя, как человек учит сына своего.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑвӑн ӑшӑнта: «ку халӑхсем манран йышлӑрах; манӑн вӗсене мӗнле хуса яраяс-ха?» тесе 18. вӗсенчен хӑраса ан тӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, фараона, пӗтӗм Египета мӗн тунине, 19. ху куҫупа курнӑ хӑрушла сӑнакан йывӑрлӑхсене те, [аслӑ] паллӑсемпе кӗтретсене те, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна ҫӑлса тухнӑ чухне кӑтартнӑ хӑватлӑ аллипе ҫӳлти вӑйне те астуса ил; Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, хӑвна хӑратса тӑракан халӑхсене пурне те ҫаплах тӑвӗ; 20. санӑн куҫунтан пытанса юлнисем вилсе пӗтичченех Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсем ҫине сӑвӑслан ярса тӑрӗ; 21. вӗсенчен ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, аслӑ та хӑрушӑ Турӑ, хӑвӑн хутлӑхунтах.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑвӑн тӑванна ӑшӑнта кураймасӑр ан ҫӳре; йӑхташна питле, уншӑн сана ҫылӑх пулмӗ.17. Не враждуй на брата твоего в сердце твоем; обличи ближнего твоего, и не понесешь за него греха.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.