Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑрша сăмах пирĕн базăра пур.
ӑрша (тĕпĕ: ӑрша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
17. Эпӗ сирӗн тыррӑр-пуллӑра ӑрша ярса тата шурӑхтарса пӗтерсе тӑтӑм; сирӗн аллӑрсем тунӑ пӗтӗм ӗҫе пӑр ҫаптарса пӗтерсе пытӑм; анчах эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.

17. Поражал Я вас ржавчиною и блеклостью хлеба и градом все труды рук ваших; но вы не обращались ко Мне, говорит Господь.

Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Сирӗн тыррӑра Эпӗ ӑрша ярса та, шурӑхтарса та пӗтерсе тӑтӑм; сирӗн нумай пахчӑра, сирӗн иҫӗм ҫырли пахчисене те, смоква йывӑҫӗсене те, ҫу йывӑҫӗсене те хурт ҫисе яратчӗ — ҫавӑн чухне те эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.

9. Я поражал вас ржою и блеклостью хлеба; множество садов ваших и виноградников ваших, и смоковниц ваших, и маслин ваших пожирала гусеница, - и при всем том вы не обратились ко Мне, говорит Господь.

Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӗвелпе ӑшӑннӑ ҫеҫен хире ӗнтӗ тӗрлӗ курӑксен тутлӑ шӑрши сарӑлчӗ, ҫулса пӑрахнӑ курӑксен шӑрши ҫул ҫинчи ӑшӑ тусан шӑршипе хутшӑнчӗ, инҫетри тавракурӑм хӗрри ӑрша витӗр тӗксӗм кӑваккӑн курӑнма пуҫларӗ, — Дон леш енчи хӑй палламан, анчах ҫапах та ҫав тери тӑван ҫеҫен хире Варя курса тӑранми пӑхса пырать.

А нагретая солнцем степь уже дышала всеми ароматами разнотравья, пресно примешивался к запаху скошенных трав запах теплой дорожной пыли, нечетко синели тонущие в мареве нити дальних горизонтов — и жадными глазами оглядывала Варя незнакомую ей задонскую, но все же бесконечно родную степь.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Авалхи тӗмесене кӑвак ӑрша хупланӑ.

Древние курганы в голубой дымке.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех