Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыраҫҫӗ (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш писателӗсем рабочисемпе ял ӗҫченӗсем ҫинчен ҫеҫ мар, коммунизм тӑвассишӗн вӑй-халне шеллемесӗр ӗҫлекен интеллигентсем ҫинчен те сахал мар произведени ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Кивӗ ҫырулӑхлӑ чӗлхесен (вырӑс, украин, белорус, грузин, армян, узбек, таджик, литва, эстон т. ыт. те) обществӑллӑ функцийӗ тулли те анлӑ: вӑл чӗлхесемпе пур тӗрлӗ литература пичетленет, вӑтам тата аслӑ шкулсенче усӑ кураҫҫӗ, государство учрежденийӗсем ӗҫлеҫҫӗ, ӗҫ хучӗсем ҫыраҫҫӗ т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Шкул ачисем салтаксене хавхалантарса ҫырусем ҫыраҫҫӗ, окопра усӑ курмалли ҫуртасем тӑваҫҫӗ, хӗрарӑмсем нускисем ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Пуҫ таяҫҫӗ, ҫакна май калпакӗсен шӗвӗр тӑррисем сывлӑшра темӗн ҫыраҫҫӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗрисем шутлама вӗренеҫҫӗ, теприсем ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Нумайӑшӗ ҫапла ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Мӗн ҫинчен ҫыраҫҫӗ ҫынсем ку темӑпа -ӑнланмастӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Кунта ҫамрӑксем те, вӑтам ҫулхисем те, ватӑраххисем те мӑшӑр шырани ҫинчен пӗлтерсе сахал мар ҫыраҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ак, рабочисем заявлени ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ачасем ҫырусем ҫыраҫҫӗ, ӳкерчӗксем, окрыткӑсем хатӗрлесе салтаксене ярса параҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Ха-а-а-ҫ-а-а-ат ҫине ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Халӗ юсанӑ, тесе ҫыраҫҫӗ хаҫатсенче…

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Е тепӗр чух тата материала тӗплӗ тӗпчесе пӗлмесӗрех хӑйсем шухӑшласа кӑларса, фактсене «пӳрнерен ӗмсе» ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вуларӑн-и, акӑ мӗн ҫыраҫҫӗ? — Чукило аллинчи хаҫата ҫапса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Тата мӗн ҫыраҫҫӗ хаҫатра? — ыйтрӗ Марья Ивановна, куҫлӑхне ҫамки ҫине ҫӗклесе, хӗре куҫран тӳрӗ пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тимафи вӗсене: — Пӗлетӗр-и, юлташсем? Йывӑҫа клеймо ҫапнӑ чухне хулӑнӑшне виҫсе шута илеҫҫӗ. Унтан мӗн чухлӗ вутӑ тухасса таблицӑпа шутласан, ҫитес ҫул билет ҫыраҫҫӗ. Эсир ҫапла вӑрттӑн касса турттарсан манӑн вара вуттине ӑҫтан тупса памалла? Халӗ ҫакна ӑнлантӑр-и? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сӑвӑҫсем ӗҫпе пиҫӗхнӗ, ӗҫре ҫунакан хӗрсене юратни ҫинчен ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ҫавӑн пек ҫынсемех элеклӗ ҫырусем ҫыраҫҫӗ, алне ан паллаччӑр тесе, усал ӗҫе ачисене те явӑҫтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Саншӑн хаҫатра «соединяйся» тесе ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Эсир каларӑр-ҫке, Матвей Александрович, парти чӗннипе халь питӗ нумай рабочипе хресчен парти ретне илме ыйтса заявлени ҫыраҫҫӗ терӗр.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех