Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыраҫҫӗ (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку ҫеҫ те мар, ҫывӑх ҫыннисен вӑрҫӑри ҫул-йӗрне йӗрлеҫҫӗ, шырав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ, тӗпчев ӗҫӗсем ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Телеграмри ушкӑн урлӑ та ҫыраҫҫӗ хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене.

Куҫарса пулӑш

Кӗскен пулин те — чи кирли ҫинчен // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11813-k-sken ... li-cinchen

Салтаксем, куллен ҫыру илсе, килӗсене куллен ҫыру ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Машина туянас текенсене уйрӑм списока ҫыраҫҫӗ те, черет ҫитсен, ҫырупа е телефонпа пӗлтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

Хаҫатсемпе кӗнекесенче ҫамрӑксен романтики пирки ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Ывӑлсем килкелесе каяҫҫӗ, кашни кун тенӗ пекех ҫыру ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Уринепе Суйка ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

«Атте, санӑн сӑмаху пирӗн чӗрере, — тесе ҫыраҫҫӗ вӗт-ха. — Тӑшмана ҫӗнтермесӗр таврӑнмастпӑр», — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун ывӑлӗсем вӑрҫӑран ҫыру ҫыраҫҫӗ, фашистсемпе кӗрешеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Капкӑна» ҫити ҫӑхав Ман ҫинчен ҫыраҫҫӗ, ав!

Куҫарса пулӑш

Качака // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 59 с.

Телейлӗ кун-ҫул, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тума ырлӑх сывлӑх сунатпӑр, тесе ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Камсем ҫыраҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

— Хушса ҫыраҫҫӗ, кӗрӳ, ялтан ӗҫлеме килнӗ ҫынсен кубатурине хушаҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗрӗсне ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫуркунне, шыв акӑш-макӑш сарӑлнӑ вӑхӑтра, йывӑҫсем хӑйсем те чӗркуҫҫи таран тенӗ пек шывра лараҫҫӗ, вӑрӑм вуллисем ҫилпе силлене-силлене тем ҫыраҫҫӗ шывра.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вара тин «сывӑ» тесе тесе хут ҫыраҫҫӗ те киле кайма ирӗк параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӗпчевҫӗ каласа панисене малтан кӑранташпа ҫыраҫҫӗ.

Рассказы путешественников сначала записывают карандашом.

XV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Шкул ачисемпе учительсем ҫырусем ҫыраҫҫӗ, посылкӑсем пуҫтараҫҫӗ, ҫавӑн пекех кӗрхи ярмӑрккӑсем ирттереҫҫӗ, вӗсенче пухӑннӑ тупӑшӗсене пирӗн ушкӑна параҫҫӗ.

Школьники с учителями пишут письма и собирают посылки, а также проводят осенние ярмарки, вырученные средства от которых передают в нашу группу.

Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл // Эллина СУФЬЯНОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... yl-3492584

СВО зонӑри боецсем шанчӑклӑ тыл пурри, вӗсем кашни массеткӑна явса тунин, ҫыхӑсем ҫӗленин ӑшшине туяҫҫӗ, пирӗн районтан килекен хӑватлӑ пулӑшу пурри питӗ лайӑх, тесе калаҫҫӗ, ҫыраҫҫӗ.

А ребята, находящиеся в зоне СВО, говорят и пишут, что очень здорово, что есть такой надежный тыл, что они чувствуют ту теплоту, с которой сплетена каждая массеть, сшиты повязки и ту мощную поддержку, которая идет из нашего района.

Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3475759

Ҫулсем иртеҫҫӗ, аннене вӗренсе тухнисем манмаҫҫӗ: уявсемпе саламлаҫҫӗ, ун патне ҫыраҫҫӗ, шӑнкӑравлаҫҫӗ.

Проходят годы, а мамины ученики не забывают ее: поздравляют с праздниками, пишут и звонят ей.

Ман анне — учитель // Семен СЕРГЕЕВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... el-3463259

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех